Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Саррӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир выльӑх кӗтсе ҫӳрекен начар ҫӗрсем тӑрӑх пытӑмӑр, ку ҫӗрсем симӗсӗн мар, саррӑн курӑнса тӑраҫҫӗ.

Мы ехали среди безлюдных тощих пастбищ с чахлой, скорее желтой, нежели зеленой травой.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӑл пӗр тельняшка вӗҫҫӗнех, унӑн сӳс пайӑрки евӗрлӗ ҫӳҫӗ бескозырки айӗнчен саррӑн курӑнса тӑрать.

Моряк был в одной тельняшке с желтым, как пакля, клоком волос, выбившимся из-под бескозырки.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Саррӑн юрланӑ чухнехи пек илтӗнекен ҫемҫе калаҫуне итлесе, Раймонд хӑй асӗнче унӑн сӑн-питне тӗшмӗртрӗ; кӑшт сивӗрех сӗм хура пысӑк куҫсем, хӑюллӑ, пӑртак тӳрментерех тутисем.

Слушая ее певучий, мягкий говор, Раймонд представил себе выражение ее лица, черные, с холодком, огромные глаза и решительные, немного упрямые губы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вут ҫутинче вӗсем саррӑн курӑнаҫҫӗ.

От костра они жёлтыми кажутся.

Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.

Вӗсен ҫывӑхӗнче вӗлтрен уки кӑтраланса ашкӑрать, кая юлса шӑтнӑ кашинчӗ йӑмӑх саррӑн курӑнса ларать, хир сӗллипе нумай вӑрӑллӑ шурут курӑкӗсем хӳреленнӗ.

Около них буйно кучерявилась повитель, желтела поздняя сурепка, колосился овсюг и зернистый пырей.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗтлӗх вӑрманта тин ҫеҫ тапса тухнӑ симӗс ҫулҫӑ тӗтри карса тӑнӑ, кӑчкине тӑкакан ҫӳҫесем чӑх чӗпписем пек саррӑн курӑннӑ, ӑшӑнса ҫитнӗ ҫӗр шӑрши тата пӗлтӗр тӑкӑннӑ ҫулҫӑсемпе тирек папкисен тӑкӑскӑ та йӳҫенкӗрех шӑрши кӗнӗ.

Перелесок был окутан дымкой первой сквозной зелени, цыплячьим пушком желтели отцветающие вербы, пахло нагретой землей, палым прошлогодним листом и горьковатой терпкостью тополиных почек.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑйӑрпа, тӗрлӗрен вак чулпа витӗннӗ ҫырма тӗпӗ типӗ ҫанталӑкра саррӑн курӑнса выртать; ҫуллахи шалкӑм ҫумӑр хыҫҫӑн вара унта пӑтранчӑк шыв шарлакӗсем сӑрт ҫинчен кӗрлесе анса пӗр юхӑма пӗрлешеҫҫӗ те, шыв, чулсене йӑвантарса, анаталла шавлӑн вирхӗнсе, Дона ыткӑнса тухать.

В сухую погоду теклина яра желто отсвечивала песком, цветастой галькой, а после летнего ливня с бугра в яр стремительно скатывались мутные дождевые потоки, они сливались, вода шла на низ стеной, вымывая и ворочая камни, с гулом ввергаясь в Дон.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн шурӑ мӑйӑхлӑ пичӗ ҫинчи ӳчӗ ҫилпе кушӑрхаса сӗвӗннӗ, ҫурхи хӗвел ӗнтсе янӑ мӑйӑхӗпе куҫ харшийӗсем тилӗ тирӗ пек хӗрлӗрех саррӑн курӑнаҫҫӗ.

На белоусом лице его кожа была вышелушена ветрами, усы и брови, припаленные вешним солнцем, отсвечивали лисьей рыжиной.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑтӑшах тӗл пулакан чие тӗмӗсемпе улмуҫҫисен армак-чармак тураттисем хушшинчен хӑй ҫути саррӑн курӑнса кайрӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ытамӗнче тӑррине хӑмӑш витнӗ пысӑк пӳрт мӗлки уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

Сквозь частый вишенник и разлапистые ветви яблонь желто засветился огонек, на фоне звездного неба четкий возник силуэт большого, крытого камышом куреня.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич, ӑна ирттерсе ярас тесе, аяккарах пӑрӑнса тӑнӑччӗ, анчах Захар гимнастерка тӳминчен ярса тытрӗ те, чирлӗ ҫынӑнни пек саррӑн курӑнакан куҫ шуррисене мӗкӗлтеттерсе, пӑшӑлтатса каларӗ:

Иван Алексеевич посторонился, уступая дорогу, но Захар схватил его за пуговицу гимнастерки, зашептал, ворочая нездорово-желтыми белками:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пысӑк йывӑҫ чашӑкра йӳҫӗтнӗ панулмисем тӑп-туллиех пулин те, чӳлмекри ҫӑка пылӗ хытса ҫитнипе саррӑн курӑнать пулин те, вӗсем, Федя хӑйсем ҫинчен начар ан шухӑшлатӑр тесе, нихӑшне те астивсе пӑхмарӗҫ, хӑйсем мӑнкӑмӑллӑн: — «Тавтапуҫах, ӗҫрӗмӗр те, ҫирӗмӗр те» терӗҫ.

И, хотя большая деревянная чашка была полна просвечивающих моченых яблок, а в горшочке желтел загустевший липовый мед, они, не желая, чтобы Федя подумал о них плохо, ни к чему не притрагивались и чинно отвечали: «Большое спасибо, мы уже пили-ели»…

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫар медицини академи ҫурчӗ ҫинче тӳпе теттӗм кӑвакӑн курӑнать, сенкер кӑвакӑн, саррӑн, вут-хӗмӗн курӑнать — тӗнчере мӗн тӗслӗ ҫутӑ пур, пурте ҫакӑнта тейӗн ҫав!

Над зданиями Военно-медицинской академии небо было тёмно-синее, светло-синее, жёлтое, оранжевое — кажется, всех цветов, какие только есть на свете!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

9. Турӑ акӑ мӗнле сӑмах панӑ: «ҫак вӑхӑтра килӗп те, Саррӑн ывӑл пулӗ» тенӗ.

9. А слово обетования таково: в это же время приду, и у Сарры будет сын.

Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ӗнтӗ хӑйӗн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳчӗ йӑшнине, Саррӑн та варӗ типнине пӑхмасӑр вӑл пӗрех ӗненнӗ, 20. Турӑ панӑ сӑмаха ӗненмесӗр иккӗленсе тӑман, Турра мухтаса, ҫирӗп ӗненсе пурӑннӑ, 21. Турӑ хӑватлӑ, пама пулнине парӗ тесе шанса тӑнӑ.

19. И, не изнемогши в вере, он не помышлял, что тело его, почти столетнего, уже омертвело, и утроба Саррина в омертвении; 20. не поколебался в обетовании Божием неверием, но пребыл тверд в вере, воздав славу Богу 21. и будучи вполне уверен, что Он силен и исполнить обещанное.

Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Мухтавлӑ, аслӑ Турӑ ҫав икӗ ҫыннӑн кӗллине те илтнӗ, вара вӗсене иккӗшне те сыватмашкӑн Рафаила янӑ: 17. Товитӑн шур илнӗ куҫне сиплеме хушнӑ, усал сывлӑша Асмодее ҫыхса пӑрахса, Рагуил хӗрне Саррӑна вара Товит ывӑлӗн Товиян арӑмӗ тума хушнӑ: ӗнтӗ Саррӑн йӑхне Товиян тӑсмалла пулнӑ.

16. И услышана была молитва обоих пред славою великого Бога, и послан был Рафаил исцелить обоих: 17. снять бельма у Товита и Сарру, дочь Рагуилову, дать в жену Товии, сыну Товитову, связав Асмодея, злого духа; ибо Товии предназначено наследовать ее.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫакна илтсессӗн Саррӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, вӑл хӑйне вӗлерес патнех ҫитнӗ, анчах ҫапла шухӑшласа илнӗ: эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, эпӗ ҫапла тӑвас пулсан, аттене намӑс пулӗ, ватӑскере хуйхӑртса ҫӗре кӗртӗп, тенӗ.

10. Услышав это, она весьма опечалилась, так что решилась было лишить себя жизни, но подумала: я одна у отца моего; если сделаю это, бесчестие ему будет, и я сведу старость его с печалью в преисподнюю.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Шӑпах ҫав кунхине Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче Рагуил хӗрӗн Саррӑн та хӑй ашшӗн хӗрарӑм тарҫисенчен йывӑр сӑмах илтсе хурланмалла пулнӑ: 8. Сарра качча кайса ҫичӗ ара ҫитнӗ, анчах та усал сывлӑш Асмодей унӑн упӑшкисене арӑмӗпе хутшӑничченех вӗлерсе пынӑ.

7. В тот самый день случилось и Сарре, дочери Рагуиловой, в Екбатанах Мидийских терпеть укоризны от служанок отца своего 8. за то, что она была отдаваема семи мужьям, но Асмодей, злой дух, умерщвлял их прежде, нежели они были с нею, как с женою.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

67. Исаак Ревеккӑна хӑйӗн амӑшӗн, Саррӑн, чатӑрне илсе кӗнӗ, Исаак ӑна арӑм тунӑ, Ревекка унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ, Исаак ӑна питӗ юратнӑ; амӑшӗшӗн [Саррӑшӑн] хуйхӑрни пусарӑннӑ вара.

67. И ввел ее Исаак в шатер Сарры, матери своей, и взял Ревекку, и она сделалась ему женою, и он возлюбил ее; и утешился Исаак в печали по [Сарре,] матери своей.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Каласа хунӑ вӑхӑтра, тепӗр ҫулхине, Эпӗ сан патна килӗп, Саррӑн ывӑл ача [пулӗ], тенӗ.

В назначенный срок буду Я у тебя в следующем году, и [будет] у Сарры сын.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Авраампа Сарра ватӑлса ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ.

11. Авраам же и Сарра были стары и в летах преклонных, и обыкновенное у женщин у Сарры прекратилось.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех