Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пахчаҫимӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр халӑхран аш-какай, сӗт, ҫӗрулми, пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, ҫӑм, эмел курӑкӗ, макулатура, ҫӗтӗк-ҫатӑк 18 миллион та 735 пин тенкӗлӗх пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Мӑшӑрӗпе Иван Кирилловичпа иккӗшӗ картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ, ҫулла курӑмне хатӗрлеҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Халӗ вӑл ешӗл ҫимӗҫ, пахчаҫимӗҫ туса илсе вырнаҫтарассипе активлӑ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Кашни гектартан пысӑк тупӑш кӳме пултаракан культурӑсене, калӑпӑр, сахӑр кӑшманӗ, куккурус, рапс, хӗвелҫаврӑнӑш, ҫӗрулми, уҫӑ тата хупӑ ҫӗр ҫинче пахчаҫимӗҫ туса илекен ҫӗрсен лаптӑкӗсене анлӑлатмалла.

Необходимо расширять площади под перспективными сельхозкультурами, приносящими наиболее высокий доход с 1 гектара, такими как сахарная свекла, кукуруза, рапс, соя, подсолнечник, картофель, овощи открытого и закрытого грунта.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ҫав хушӑра тепӗр хӗрарӑмӗ сӗтел ҫинчи кӗнекесене чавсипе шӑлса урайнелле ывӑтрӗ те сумкинчен кӑлпасси, консервӑ, пулӑ, тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӗсене ӗне какайӗ, ҫапса ҫемҫетнӗ пӑру какайӗ, биточки, маринадланӑ селедка, селедка салачӗ, пӑшӑхласа пӗҫернӗ пахчаҫимӗҫ, пудингсем, тӗтӗмленӗ ҫӗлен пулӑ тата тем те пӗр ҫитерчӗҫ — хырӑм сарӑличченех.

Они ели грудинку, телячьи отбивные, биточки, маринованную селёдку, селёдочный салат, тушёные овощи, пудинги, копчёного угря, и всего этого — до отвала.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Апла пулин те, пахчаҫимӗҫ йышӑнакан базӑна вӗсем вӑхӑтра ӗлкӗрчӗҫ, тертсӗр-мӗнсӗрех пушатса пӗтерчӗҫ.

Хоть и поздновато выехали, успели все-таки на овощную базу, и без проволочек разгрузились.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл тырӑ акса вырман-и, вӑрман ҫӗмӗрмен-и, пахчаҫимӗҫ ӳстерсе сутман-и, Пасарлӑ Упири хупахҫӑ патне уйӑхсерен эрех турттарса тӑман-и?..

А уж он ли не старался, не вытягивал из себя жилы: пахал, сеял, рубил лес, растил и продавал овощи, возил водку трактирщику из Базарных Убей…

Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсен шучӗпе, «пахчаҫимӗҫ» нумайлӑ хисеп форминче тӑма пултараймасть иккен.

По их рассуждениям, «овощ» получается не может находится во множественной форме.

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

— Мониторинг ирттернӗ лавккасенче республикӑри тӗрлӗ предприяти хатӗрлекен мӗнпур йышши апат-ҫимӗҫ, пылак ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, ял ӗҫченӗсем ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ӗҫмелли шыв, эрех-сӑра, ытти тавар ҫителӗклӗ пуррине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр, — терӗ ял хуҫалӑх министрӗ рейда пӗтӗмлетсе.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Сахӑр — 8,5, улма-ҫырла консервӗсем — 3,7, тӑвар, соус, апат-ҫимӗҫе тутлантармалли хутӑшсем, концентратсем, макарон, кӗрпе, ҫӑкӑр тата ҫӑнӑхран хатӗрленӗ изделисем, чей, кофе — 2,2-1,1, услам ҫу, шӑратнӑ ҫу, алкогольлӗ тата алкогольсӗр шыв, пахчаҫимӗҫ консервӗсем, пулӑран тунӑ апат — 0,9-0,1, кондитер изделийӗсем 0,01 процент хакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Унӑн ыйтӑвне Ф.Солдатова ҫапла хуравларӗ: «Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пире районсенчен автомашинӑсемпе тиесе килсе пахчаҫимӗҫ сутакансем валли 18 лаптӑк уйӑрма хушнӑ. Ку ӗҫе йӗркелеме икӗ эрне панӑ».

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

«Пасарта тата лавккасенче сутакан пахчаҫимӗҫ хакӗсем кӑштах уйрӑлса тӑраҫҫӗ, — терӗ. — Кунта йӳнӗрех. Чӑн та, пӗр ҫитменлӗх пур: аш-какай, пулӑ тата вӗсенчен хатӗрленӗ апат сутмаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Элкер урамӗнчи пахчаҫимӗҫ ваккӑн сутакан пасар картишӗнче пушӑ павильон пӗрре те ҫукчӗ — ялсенчен килнисем, дачӑра ӳстерекенсем уҫӑ ҫӗртех тавар кӑларса хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗн-чех Шупашкарта пахчаҫимӗҫ культурисен вӑрлӑхне йӗркене пӑсса сутнӑшӑн административлӑ явап пуҫарма тивнӗ.

Уже с начала нынешнего года в Чебоксарах за нарушене правил продажи семян овощных культур могут привлечь к административной ответственности.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Пахчаҫимӗҫ, тымар, ӳсен-тӑран вӑрри, вӗтӗ чӗрчунсем, калта-шапа, кайӑк чӗппи, ҫӑмарта, йӑмпӑлчӑк /слизни/, ӑман, хурт-кӑпшанкӑ — тиркемест вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

1974, 1976 ҫулсенче колхозӑн тырпул, пахчаҫимӗҫ тухӑҫӗ питӗ вӑйлӑ пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кӗркунне тырпул, пахчаҫимӗҫ тухӑҫӗшӗн хӗпӗртетӗн.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пахчаҫимӗҫ ӗрчетекен, выльӑх-чӗрлӗх тытакан фермер республикӑра чылай.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Пахчаҫимӗҫ мӗнле выртасси нӳхреп тасалӑхӗнчен, унти температурӑран, ҫимӗҫе управа епле хатӗрленинчен нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех