Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимӗскере (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех — монархист-и эсир, учредиловец-и е самостийлӑх платформи ҫинче тӑракан ахаль казак-и, — ку та нимӗскере те пӗлтермест.

Точно так же не имеет значения — монархист вы, или учредиловец, или просто казак, стоящий на платформе самостийности.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куҫ, хӑлха, ӑстӑн мӗн курни-илтни-туйнисен татӑк-кӗсӗкӗсем пӗри те халӗ Иван Алексеевич чунне витереймерӗҫ: вӑл ним ҫинчен те шухӑшламарӗ, нимӗскере те тӗсесе пӑхмарӗ.

Кусочки того, что воспринимали глаза, уши, сознание, — все это шло мимо Ивана Алексеевича, внимание его ни на чем не задерживалось.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нимӗскере те ан пӑхӑр.

Не обращайте ни на что внимания.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.

Не знаю наверное, верю ли я теперь предопределению или нет, но в этот вечер я ему твердо верил: доказательство было разительно, и я, несмотря на то, что посмеялся над нашими предками и их услужливой астрологией, попал невольно в их колею; но я остановил себя вовремя на этом опасном пути и, имея правило ничего не отвергать решительно и ничему не вверяться слепо, отбросил метафизику в сторону и стал смотреть под ноги.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тӑвансем, эпир калаҫни нимӗскере те татса параймасть, — терӗ ватӑ майор, — шухӑшӑрсене тӗрӗс тесе калакан хӑрушӑ япаласене сирӗнтен никам та курман вӗт? — терӗ вӑл.

— Все это, господа, ничего не доказывает, — сказал старый майор, — ведь никто из вас не был свидетелем тех странных случаев, которыми подтверждаете свои мнения?

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тутисемпе нимӗскере пӗлтерменле пушшӑн кулса, Мересьев хӑйӗн ӑшӗнче: «Пӗтӗм ӗҫ ҫакӑн пек вӗҫленессе пӗлнӗ пулсан, упаленсе килмелле пулнӑ-ши-ха?

С трудом растягивая губы в пустую, резиновую улыбку, Мересьев думал: «Знать бы, что все так кончится, стоило ли ползти?

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех