Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Пире ун ҫине пӑхма та йывӑр: унӑн пурӑнӑҫӗ ыттисен пурӑнӑҫӗ пек мар, унӑн ҫулӗ-йӗрӗ те урӑхла: 16. пире вӑл киревсӗр тесе шутлать те пирӗн ҫулран тасамарлӑхран пӑрӑннӑ пекех пӑрӑнать, тӳрӗ ҫынсен вилӗмне телейлӗ вилӗм вырӑнне хурать, чапшӑн ҫунса, Турра хӑйӗн ашшӗ теет.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Урӑхла тусассӑн Ҫӳлхуҫа курӗ те ҫакна, Унӑн умӗнче ку юрӑхсӑр ӗҫ пулӗ, Вӑл вара Хӑйӗн ҫиллине тӑшману ҫинчен сирсе ярӗ.18. Иначе, увидит Господь, и неугодно будет это в очах Его, и Он отвратит от него гнев Свой.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать.17. Первый в тяжбе своей прав, но приходит соперник его и исследует его.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пачах урӑхла: чунӑма, амӑш кӑкӑрӗнчен уйӑрнӑ ача пек, йӑвашлатрӑм; ӑшӑмри чунӑм кӑкӑр пӑрахтарнӑ ача пек пулчӗ.
Пс 130 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫыннине пӑхмӑп, нимӗнле ҫын умӗнче те йӑпӑлтатмӑп: 22. эпӗ йӑпӑлтатма пӗлместӗп: урӑхла пулсассӑн Пултараканӑм мана халех вӗлерсе пӑрахтӑр.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те вӑл мана каланӑ пулсассӑн, эпӗ сирӗн пек мар, урӑхла сӑмахпа хуравлӑттӑм.14. Если бы он обращал слова свои ко мне, то я не вашими речами отвечал бы ему.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл лартакан ҫурт-йӗр те — кӗве йӑви анчах, хуралҫӑ туса лартнӑ хӳшӗ анчах; 19. ҫывӑрмашкӑн пуян халлӗн выртӗ — тӑрасса урӑхла тӑрӗ; куҫне уҫса пӑхӗ те — вӑл урӑх ҫын иккен.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ҫирӗп тӑрать; Ӑна кам урӑхла тутарайтӑр?
Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ, 25. анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫырура патша иудейсене харпӑр хӑй пурӑнакан хулара пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме ирӗк панӑ: ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та вӗсем ҫак ҫӗрти халӑхсем хушшинчи мӗнпур вӑйлӑ ҫынсене, хӑйсемпе тӑшманла хирӗҫекенсене, вӗсенӗн ачисене те, арӑмӗсене те пӗтӗмпе тӗп туса-вӗлерсе-пӗтерсе тухччӑр, вӗсен кил-ҫурчӗсене ҫаратса аркатчӑр, 12. ҫакна вӗсем пӗтӗм Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пӗр кунра, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, туччӑр, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара виҫҫӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан сиван уйӑхӗн, ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнтернӗ, ӗнтӗ вӗсем Мардохей мӗнле хушнӑ, пурне те ҫавӑн пек ҫырнӑ, хутне иудейсем патне, аслӑ пуҫлӑхсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне ҫырнӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, иудейсем патне те вӗсен ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырса янӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа патшана ыйхӑ паман, патша вара [тарҫине] асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырса пыракан кӗнекене, урӑхла каласан Ҫулсеренхи кӗнекене, илсе килме хушнӑ; ӗнтӗ ӑна патша умӗнче вуланӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хучӗсене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, вӗсен ӗнтӗ пӗтӗм иудее, ватти-вӗттине, ачи-пӑчине, хӗрарӑмсене пӗр кунра — вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче — пӗтерме, вӗлерме, кӑклама, вӗсен пурлӑхне тӗппипе ҫаратма хушакан хута патша ҫӗрӗнчи кашни кӗтесе ҫитермелле пулнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Аман вара Артаксеркс патшана каланӑ: сан патшалӑхунта ҫавӑн пек пӗр халӑх пур, вӑл пӗтӗм ҫӗршывӗпе ытти халӑхсем хушшинче саланса-сапаланса пурӑнать; вӗсен саккунӗсем пур халӑхсен саккунӗсенчен те урӑхла, вӗсем патша саккунӗсене итлемеҫҫӗ; патшан вӗсене ахаль хӑварма юрамасть.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. [Мардохей халӑхне хӑш кунра, хӑш уйӑхра пӗтермеллине палӑртас шутпа] Артаксеркс вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пӗрремӗш уйӑхра, нисан ятлӑ уйӑхра, [канаш ирттернӗ,] Аман умӗнче кашни кун тӗлӗшпе, кашни уйӑх тӗлӗшпе пур сиктернӗ, урӑхла каласан шӑпа янӑ, шӑпи вуниккӗмӗш уйӑха, адар уйӑхне, тухнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша ҫуртне, илнӗ, ку вуннӑмӗш уйӑхра, урӑхла каласан тебеф уйӑхӗнче, Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пулса иртнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ кунта ҫӑлӑнӑҫ тупӑн; ан хӑра: эсӗ ку каҫ та, кайран та чӗрӗ пулӑн, 4. мӗншӗн тесессӗн сана никам та кӳрентермӗ — пачах урӑхла, манӑн хуҫамӑн, Навуходоносор патшанӑн, чурисене ырӑлӑх тунӑ пек, сана кирек кам та ырӑлӑх тӑвӗ, тенӗ Олоферн.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйӗн ашшӗ Манассия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланнӑ пулсассӑн, ку йӑвашланма пӗлмен; пачах урӑхла, Амон хӑйӗн ҫылӑхӗсене хушсах тӑнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иосафат патне пырса евит туса каланӑ: тинӗс леш енчен, Сирирен, сана шутсӑр йышлӑн тапӑнса килеҫҫӗ; вӗсем Хацацон-Фамаре, урӑхла каласассӑн Енгеддие, ҫитнӗ те ӗнтӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давидпа мӗнпур Израиль вара Иерусалима, урӑхла каласассӑн Иевуса, кайнӑ.4. И пошел Давид и весь Израиль к Иерусалиму, то есть к Иевусу.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.