Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхла сăмах пирĕн базăра пур.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.

1. Когда увидишь вола брата твоего или овцу его заблудившихся, не оставляй их, но возврати их брату твоему; 2. если же не близко будет к тебе брат твой, или ты не знаешь его, то прибери их в дом свой, и пусть они будут у тебя, доколе брат твой не будет искать их, и тогда возврати ему их; 3. так поступай и с ослом его, так поступай с одеждой его, так поступай со всякою потерянною вещью брата твоего, которая будет им потеряна и которую ты найдешь; нельзя тебе уклоняться от сего.

Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вӑл пиллет те, эпӗ те пиллеме пуҫларӑм, эпӗ ҫакна урӑхла тӑваймастӑп.

20. Вот, благословлять начал я, ибо Он благословил, и я не могу изменить сего.

Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Анчах унпа пӗрле кайса килнисем урӑхла каланӑ: эпир вӑл халӑха хирӗҫ каяймастпӑр, вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах, тенӗ.

32. А те, которые ходили с ним, говорили: не можем мы идти против народа сего, ибо он сильнее нас.

Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израиль ывӑлӗсем вара фараона сых ятне хатӗрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урӑхла Илиополь пулать] — лартса панӑ.

И он построил фараону Пифом и Раамсес, города для запасов, [и Он, иначе Илиополь].

Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаак патне, [вӑл ун чухне сывӑ пулнӑ,] Кириаф-Арба теекен вырӑна — урӑхла каласассӑн, ку [Ханаан ҫӗрӗнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак ҫӳренӗ ҫӗре ҫитнӗ.

27. И пришел Иаков к Исааку, отцу своему, [ибо он был еще жив,] в Мамре, в Кириаф-Арбу, то есть Хеврон [в земле Ханаанской,] где странствовал Авраам и Исаак.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Рахиль вилнӗ, ӑна Ефрафӑна — урӑхла каласассӑн, Вифлееме — каякан ҫул хӗррине пытарнӑ.

19. И умерла Рахиль, и погребена на дороге в Ефрафу, то есть Вифлеем.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7. вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ.

6. И пришел Иаков в Луз, что в земле Ханаанской, то есть в Вефиль, сам и все люди, бывшие с ним, 7. и устроил там жертвенник, и назвал сие место: Эл-Вефиль, ибо тут явился ему Бог, когда он бежал от лица [Исава] брата своего.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Унтан таврӑнсассӑн, вӗсем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласассӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрейсене те ҫӗмӗрсе тухнӑ.

7. И возвратившись оттуда, они пришли к источнику Мишпат, который есть Кадес, и поразили всю страну Амаликитян, и также Аморреев, живущих в Хацацон-Фамаре.

Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Малтан унӑн ячӗ урӑхла пулнӑ.

Сначала его название было другим.

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Урӑхла пултараймасть вӑл.

По-другому не может он.

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Уйӑха пӗтӗмлетнӗ чухне вара почта уйрӑмӗсем урлӑ тӳленисен пӗтӗм даннӑйӗсем фонда ҫитеймен, урӑхла каласан, укҫи-тенки ҫитнӗ, анчах та лицевой счетсем ҫине ҫырӑнман.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Шкулӑн илӗртӳлӗхне ӳстермелле, урӑхла каласан, ашшӗ-амӑшӗ ачисене кунта илсе килтӗр тесен условисем туса памалла: классене профильсемпе уйӑрса вӗрентмелле, ача-пӑча искусство шкулӗн ӳнер уйрӑмне йӗркелемелле, вӗсем классенчех пулӗҫ, ҫапла майпа ачасем уроксем хыҫҫӑн хушма пӗлӳ илме пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Юратнӑ киленӗҫ ӑна нимӗн чухлӗ те ывӑнтармасть, пачах урӑхла, вӑл уншӑн – кану, пурӑнмашкӑн вӑй парать.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Шупашкар районӗнче пурӑнакан М. мӑшӑрӗпе уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫитмен ачишӗн алимент тӳлемен, урӑхла каласан, суд йышӑнӑвне ним вырӑнне те хуман.

Куҫарса пулӑш

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Урӑхла каласан, питӗ ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ те – юр хӑвӑрт ирӗлӗ, шыв ҫырма-ҫатрана лексе ейӗве тухма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кунта йӑлтах урӑхла% воспитательсем каланине итлемелле, вӗсен хушӑвне пурнӑҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Урӑхла каласан Чӑваш Енри халӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӗн 60% ытла - хуласем, ял халӑхӗн тӳпи вара 40% та ҫитеймест.

Говоря по другому, из общего количества населения Чувашии более 60% - городское, количество сельского населения не достигает и 40%

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Урӑхла каласан, питӗ ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ те - юр хӑвӑрт ирӗлӗ, шыв ҫырма-ҫатрана лексе ейӗве тухма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Эрнере 1-2 хутчен ҫӑм чавакансем, арлакансем пухӑнаҫҫӗ кунта, урӑхла каласан, хӑйне евӗрлӗ улах ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Урӑхла каласан - артистка пулма ачаранах ӗмӗтленнӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех