Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрӑм, ырхан, кӑштах курпунлӑскер, вӑл чулсем тӑрӑх хуллен, кукӑр сӑмсипе ҫаврӑнкаласа, сивӗ те чакӑр куҫӗпе хӑй йӗри-тавра ҫивӗччӗн сӑнаса пӑхса, грузчиксем хушшинче такама шыраса утнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унтан вӑл хуллен тӑчӗ те никам ҫине те пӑхмасӑр ҫеҫенхирелле уттарчӗ.А потом встал тихо, да и пошел в степь, ни на кого не глядя.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫил тем пирки хуллен йынӑшса улать, тӗттӗмре утсем кӗҫенеҫҫӗ, таборта чӗререн тухакан ачаш та вӗри юрӑ юрлани илтӗнет.Ветер выл жалобно и тихо, во тьме ржали кони, из табора плыла нежная и страстная песня-думка.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Итле-ха эсӗ! — хуллен чӗнчӗ Маша.
6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗррехинче, кӑнтӑрла тӗлнелле, йывӑҫ тротуарпа икӗ господин пыраҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнчен ҫӑмӑл урапа хуллен пырать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл, тӗксӗм платьйӑпа, мӑйне хура ҫӑм тутӑр ҫыхнӑскер, пӳлӗмрен кухньӑна мӗлке пек ҫӳрет, ӗлӗкхилле шкапсене уҫса хупать, ҫӗлет, чӗнтӗрсем якатать, анчах пурне те хуллен тӑвать, ирӗксӗррӗн, шӑппӑн калаҫать, малтанхи пек йӗри-тавра вичкӗн куҫпа пӑхмасть, унӑн куҫӗнче темле вӑрттӑн шухӑш пурри палӑрать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ан кӑшкӑр, тархасшӑн, хуллен! — йӑлӑнчӗ вӑл.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ, — хуллен каларӗ Андрей.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна кофейникне сӗтел ҫине хӑвӑрттӑн лартрӗ те Андрюшӑна урайӗнчен илсе хуллен Илья Ильич патне диван ҫине лартрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗмре харлаттарни малтан хуллен, кайран хыттӑнрах илтӗнчӗ; Агафья Матвеевна пӑсланакан кофейникпа пӳлӗме кӗрсе тӑрсан, Обломов ямшӑксен пӳртӗнчи пекех харлаттарни ӑна тӗлӗнтерчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ Илья Ильич, Ваня хулпуҫҫийӗ ҫине таянса сукмак тӑрӑх хуллен утать.Вот Илья Ильич идет медленно по дорожке, опираясь на плечо Вани.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эрех-сӑра, кофе ӗҫме пачах тенӗ пек юрамасть, аш таврашӗ, ҫуллӑ е уҫӑ апат ҫиме юрамасть, ун вырӑнне хуллен ҫӳрес пулать, каҫсерен кӑна виҫеллӗ ҫывӑрмалла.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан вӑл хӑй тавра пӑхать, вӑхӑтлӑх ырлӑха туять те лӑпланать; каҫхи хӗвел анӑҫри шуҫӑм ҫутинче хуллен те лӑпкӑн анса ларнине вӑл шухӑша кайса сӑнать те, юлашкинчен, ҫапла шутлать: унӑн пурнӑҫӗ ҫапла килсе тухрӗ кӑна мар, этем кун-ҫулӗ питӗ лӑпкӑ иртме пултарнине кӑтартма вӑл ҫапла ҫӑмӑл та канас пулмалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Леш сӳрӗкленме те, пӗтме те пӗлмен юрату, пурнӑҫ вӑйӗ пек, вӗсен сӑнӗнче хӑватлӑ палӑрса тӑрать — пӗрле асапланнӑ вӑхӑтра вӑл вӗсен куҫӗсенче, куҫҫулӗнче, хуллен макӑрнинче сисӗнет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ҫине таянса, Ольга ним чӗнмесӗр, ним сисмесӗр, аллея тӑрӑх хуллен утрӗ.Опершись на него, машинально и медленно ходила она по аллее, погруженная в упорное молчание.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Упра вӑйна! — хуллен, хӑй тӗллӗн каланӑ пекех хушса хучӗ Штольц Ольга хӗрӳленсе ыталанине хирӗҫ.Береги силы! — прибавил тихо, почти про себя, Штольц в ответ на ее страстный порыв.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ шухӑшларӑм, — хуллен каларӗ Штольц; хӑй шухӑшне ӗненмесӗр, хӑй сӑмахӗсенчен вӑтаннӑ пекех каларӗ вӑл: — пӗлетӗн-и… ҫавнашкал минутсем пулаҫҫӗ… урӑхларах, эпӗ ҫакна каласшӑн: ку пӗр-пӗр кӑмӑл хуҫӑлнине ҫеҫ пӗлтерет пулсан, эсӗ йӑлтах сывӑ пулсан, вара тен эсӗ пурӑнас ӗмӗт сӳрӗкленнӗ вӑхӑта ҫитнӗ пулӗ… вара нимӗн пӗлмелли те ҫук, йӑлтах паллӑ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Асамлӑ телей ӗмӗчӗ ӑна ҫӳл тӳпере хуллен шӑвакан пӗлӗт пек хупласа илчӗ.Греза счастья распростерла широкие крылья и плыла медленно, как облако в небе, над ее головой.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫӳҫенсе чӗтремерӗҫ, куҫӗсем мӑнкӑмӑллӑн ҫунмарӗҫ: ҫав уйсемпе сӑртсем ҫинчен манса, хӑйне алӑ паракана аса илсен, Ольга хӑйӗн пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ хуллен юхса аннине туйрӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ун аллисене пичӗ ҫинчен хуллен сирчӗ те пуҫӗнчен чуптурӗ, вара нумайччен хӗр вӑтанчӑклӑхне юратса сӑнарӗ, унӑн куҫҫулленнӗ куҫӗсене пӑхса киленчӗ.