Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрса (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таса чӗрӗлӗхӗн хавхаланӑвӗ ҫавӑрса илнӗ мӑчавӑрсемпе кӗлӗҫсене.

Священное воодушевление овладевало жрецами и молящимися.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унӑн планӗсенче Давыдова ҫавӑрса илес ӗмӗт пулнӑ.

А в планы ее входило завоевание Давыдова.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн хыҫҫӑнах Яков Лукич ҫум ҫумлама хатӗрленес тӗлӗшпе, пӗрлешсе апатланма укҫа-тенкӗ пухас тӗлӗшпе ҫав тери ӑшталанса ӗҫлеме тытӑнчӗ, хуҫалӑхра тумалли ӗҫсем пирки правление тем тӗрлӗ проектсем парса тултарчӗ те, тимлӗ завхоз Давыдовӑн кӑмӑлне каллех ҫавӑрса илчӗ.

А тут вскоре Яков Лукич развил такую кипучую деятельность по подготовке к полке, по сбору средств на общественное питание, такими хозяйственными проектами засыпал правление, что Давыдов снова был покорен своим энергичным завхозом.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каллех — касӑ хыҫҫӑн касӑ выртса юлать, ҫӗр ҫулсем хушши ҫил-ҫумӑрпа ҫийӗнсе, пирченсе выртнӑ тӑпра, плуг шӑрчӗпе тӗренӗ айӗнче касӑлса, ҫаврӑнса выртать, пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса пӑрахнӑ курӑксен хӑрса пӗтӗрӗнкелесе пӗтнӗ тымаррисем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ, касса вакласа тӗпретнӗ ҫиелти ҫеремлӗ тӑпра сийӗ хуп-хура касӑ йӑранӗсем айне пулса пытанать.

И снова — борозда за бороздой — валится изрезанная череслом и лемехом заклеклая, спрессованная столетиями почва, тянутся к небу опрокинутые, мертво скрюченные корневища трав, издробленная, дернистая верхушка прячется в черных валах.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Капла халь санӑн плугу ҫуса тасатнӑ пекех, ҫавӑнпа та вара эсӗ, ҫула май, чунна кантарма чикарккӑ та ҫавӑрса хыпма пултаратӑн.

Зараз у тебя плуг — как вымытый, и ты могешь на ходу цигарочку для удовольствия души завернуть.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Трактор — вӑл вӑртах ҫаврӑнса тӑрать, малти кустӑрмисем те унӑн хӑйӗн айнех кӗрсе каяҫҫӗ, вара каллех каялла ҫӗр ҫӗмӗрттерсе пырать, анчах виҫ-тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑра апла ҫавӑрса тӑратайӑн-и?

Трактор — он круто повернулся, ажник колеса у него под перед заходют, и опять пошел рвать обратным следом, а трех-четырех пар быков разве повернешь?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ку акӑ мӗншӗн: эсӗ тӑрӑхла май сухаласа тухатӑн та, лаптӑк вӗҫне ҫитсен ҫерем ҫинче вӑкӑрусене ҫавӑрса тӑрататӑн.

— А это вот зачем: кончаешь ты долевую борозду и на выгоне завертаешь быков.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнсӳ ҫине ҫавӑрса лартӑп та хӑвна кутӑн утма вӗрентӗп!

На затылок оборочу и задом наперед ходить научу!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник ҫинчен аса илни унччен шутласа хунине пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрса ячӗ, вара вӑл, куҫӗсемпе лашине шыраса, ҫапла шухӑшларӗ:

Мысль о Баннике перевернула его решение, и он, разыскивая глазами коня, уже думал:

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сехре хӑпса тухнипе ниепле те сывлӑша ҫавӑрса яраймастӑп!

Никак не воздохну от страху!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем мӗн пурне пӗтӗмпех айӗн-ҫийӗн ҫавӑрса ухтарса тухрӗҫ, хутсене, кӗнекесене, кӗпе-йӗм таврашне тустарса салатса тӑкрӗҫ, ҫӑра уҫҫисем шырарӗҫ.

Они все перерыли, пораскидали бумаги, книги, белье, даже у хозяев и то искали ключи.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар стаканри шыва пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ; сывлӑшне ҫавӑрса илчӗ те калама тытӑнчӗ:

Макар залпом глотнул стакан воды; отдышавшись, начал говорить:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Самохинӑн сӑмахӗ вӗҫленес умӗн Макара ҫулӑм пек хыпса илнӗ ҫав тери хаяр ҫилӗ сасартӑках сирӗлсе кайрӗ, ун вырӑнне шанчӑксӑрлӑх, шиклӗх ҫавӑрса илчӗ ӑна.

Страшный гнев, полымем охвативший Макара под конец самохинской речи, вдруг бесследно исчез, его сменили неуверенность и испуг.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Англи буржуйӗсем авӑ Индие, ҫур тӗнчене, хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ те хура ӳт-тирлӗ тата тӗксӗм ӳт-тирлӗ тӗрлӗрен халӑхсене пусмӑрласа пурӑнаҫҫӗ.

А английские буржуи завладели Индией, почти половиной мира, и угнетают всяких чернокожих и темнокожих.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй ӑссӗн хӑтланса, пӗтӗм пурнӑҫа пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса хунӑ пулӗччӗ!

Он бы со своей ухваткой всю жизню кверх тормашками поставил!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ вулатӑн-вулатӑн та пырса выртатӑн, вӑл пур сан еннелле ҫурӑмне ҫавӑрса хурать.

Ты почитаешь трошки, ляжешь, а она задом к тебе.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина ҫавӑрса ҫапнӑ казак, ҫӗре тӑккаланнӑ ҫӑнӑхпа тата тислӗкпе вараланса пӗтнӗскер, ура ҫине тӑнӑ чухне унӑн питҫӑмартийӗсем епле хӗрелсе ҫуннине те астӑвать-ха Любишкин.

Любишкин помнил, каким багрянцем полыхали щеки поваленного Мариной казака, когда он поднимался на ноги, измазанный просыпанной на земле мукой и навозом.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Хӗрарӑм ҫинче санӑн ним тумалли те ҫук, пичче! — терӗ вӑл ҫавӑн чух, сывлӑшне ҫавӑрса илсе. — Санӑн пурлӑ-ҫуклӑ вӑюпа тата унашкал тыткаланипе аялта кӑна мӑшлатса выртмалла», терӗ.

«Сверху бабы тебе делать нечего, дядя! — переведя дух, сказала тогда она. — С твоей силенкой да с ухваткой только под исподом и лежать, посапливать».

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун чух вӑл курса тӑракан ҫынсене тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ: хайхискере ҫӗре ҫавӑрса ҫапрӗ, ҫитменнине ӑна ҫивӗч сӑмахӗпе кастарса, ҫӗр ҫумне пӑталасах лартрӗ, йӑлтах пӗтерсе хучӗ.

И, к вящему удовольствию присутствовавших, повалила его да еще и окончательно прибила, прямо-таки изничтожила острым словом.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Агафон, хӑвпа виҫӗ ҫын ил те, хӑвӑрт юрттарса, ҫырма урлӑ сылтӑм флангран ҫаврӑнса пырса кӗр, эпӗ вӗсене сулахай енчен ҫавӑрса илӗп.

— Агафон, бери троих и шибкой рысью через балку заходи с правого фланга, а я обойду их слева.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех