Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн хыҫҫӑнах Алексей пичӗпе минтер ҫине тӑрӑнса, пӗтӗм кӗлеткипе силлене-силлене чӗтренсе, пӗр сассӑр макӑрма тапратрӗ.И он зарыдал бесшумно и сильно, уткнувшись в подушку, весь сотрясаясь и дергаясь.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Мӗн? — терӗ ӑна хирӗҫ Алексей, темле шала кайнӑ, инҫетрен илтӗнекен сасӑпа.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑрушӑ кун ҫывхарсах килнине, унтан хӑтӑлма ҫуккине туйса, Алексей урасӑр пурӑнма та кирлӗ мар, тесе шутларӗ.Чувствуя неуклонное приближение страшного дня, Алексей решил, что жить без ног не стоит.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей, Комиссарӑн иксӗлми хаваслӑхӗ ӑҫтан тухса тӑнине ӑнланма тӑрӑшса, ӑна кунӗ-кунӗпе сӑнарӗ.Алексей целыми днями приглядывался в Комиссару, пытаясь понять секрет его неиссякаемой бодрости.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак ҫӗнӗ ҫынӑн пӗрене пек шыҫса кайнӑ пысӑк урине санитарсем майсӑр ҫавӑрса хурсан, Алексей унӑн сӑнӗ сасартӑк шуралса, тарласа кайнине, кӑвакарнӑ тутисем чалӑшса илнине курчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тен вӑл перетчӗ те пулӗ, анчах Алексей хӑйӗн цыганла куҫӗсене урнӑ пек ҫутӑлтарса илсе ун ҫине хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те ӑна лӑплантарчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫук, ун пек пулма пултараймасть!» — тесе шухӑшларӗ Алексей.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Оля ҫырӑвӗсене темиҫешер хут вуласа тухсан, Алексей хӑйӗн амӑшӗ леш тӗлӗк пирки чееленсе каланине сисрӗ.Читая и перечитывая письма Оли, Алексей раскусил материнскую хитрость со сном.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ахальтен мар Алексей вӗсене темиҫешер хут вуланӑ, кӑштах вӑхӑт иртсен, вӗсене татах та татах тыта-тыта вуласа, ҫак ӑнланмаллах ҫырнӑ сӑмахсенче вӑл урӑхла, хӑй те питех ӑнланса ҫитеймен, савӑнтаракан, пытанса тӑракан шухӑшсене шыранӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл Ольга ятлӑ пулнӑ: Ольга халӗ Камышинри вӑрман ҫуракан заводра, яш чухне Алексей хӑй те металл ӗҫӗнчи токарь пулса ӗҫленӗ ҫӗрте, техникра ӗҫленӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Адрессене шултра та ҫаврака, шкул ачисен пек почеркпа ҫырнӑ кӑвак конвертсемпе Алексей ФЗУ-ра пӗрле вӗреннӗ хӗрӗн ҫырӑвӗсене илнӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑнтӑрла Алексей, пичӗпе минтер ҫине тӑрансан, шӑппӑн выртнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл Совет Союзӗн Геройӗ пулнӑ; хӑйӗн хушаматне каласа парсан, Алексей унӑн пит хӳхӗмех те мар кӗлетки ҫине интересленсе пӑхса илчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫ пуличчен Алексей ҫав шатра питлӗ салтак — Ҫӗпӗр ҫынни, колхоз председателӗ, сунарҫӑ, ҫарти професси енӗпе снайпер, ҫитменнине тата ӑнӑҫлӑ снайпер пулнине пӗлчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Теприн ҫинче, Алексей койкипе юнашарри ҫинче, шатра питлӗ, сарӑ та ҫинҫе уссиллӗ, питех те вашават, ҫынсене юрама тӑрӑшакан, калаҫма юратакан ҫӑмӑл шӑмшаклӑ ҫын выртнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей Мересьев аллисене кӑкри ҫине хӗреслесе выртнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Арми командующийӗ ыйтнипе Алексей Мересьева тата унпа пӗрле Константин Кукушкин лейтенанта та Мускава ӑсатнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Джек Лондон калавӗнчи пекех!» шутларӗ те Алексей, ҫав самантрах ӑна хӑйӗн ачалӑхӗ аса килчӗ, унпа пӗрлех Джек Лондон калавӗнчи: «…аманнӑ ураллӑ этем пушӑ хир урлӑ шӑвать, ӑна чирлӗ те выҫӑ тискер кайӑк хӑвалать», тени асне килсе тухрӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ҫырӑр, тархасшӑн, ҫырӑр, эпӗ кӗтетӗп! — тесе, хӗр пӑшӑлтатнине Алексей илтсе юлчӗ.— Пишите, ради бога пишите, я буду ждать! — услышал Алексей шепот девушки.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗр Алексей кӑкри ҫине ҫырусен ҫӳхе тӗркине хучӗ.