Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуллен сăмах пирĕн базăра пур.
хуллен (тĕпĕ: хуллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл ӑҫтине пӗлетӗр-и эсир? — хуллен ыйтрӗ вӑл, ӳсӗркелесе илсе.

Покашливая, он негромко спросил: — Вы знаете, где она?

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Разметнов сӗтеле хуллен ал тупанӗпе шаккаса илчӗ.

— Размётнов легонько постучал ладонью по столу.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах, калатӑп сире, пит япӑх япала вӑл! — Ҫӑрттан мучи, пуҫне пӑркаласа, хуллен кулса илчӗ.

Но и поганая же это штука, доложу вам! — Щукарь покрутил головой и тихо засмеялся.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта ҫитме темиҫе утӑм юлсан, Давыдовӑн тимӗр патакӗ тыткӑчӗ таранах ҫӗре ҫӑмӑллӑн кӗрсе кайрӗ, метала пырса тивсе, хуллен чӑнклатса илчӗ.

За несколько шагов до веялки щуп Давыдова почти по самую рукоятку мягко вошел в землю, глухо звякнул, коснувшись металла.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ашкӑнакан Федотка, Давыдова каллех хӑй еннелле пӑхтарас тесе, хуллен партӑна шаккаса илчӗ, Давыдов ун ҫине тимлемесӗр пӑхсан, Федотка парта хыҫӗ ҫине мӑнаҫлӑн сӗвенсе, сылтӑм аллине йӗм кӗсйине чикрӗ, унтан алпа пемелли граната — «лимонка» туртса кӑларса, ӑна каллех кӗсйине хӑвӑрт чикрӗ.

Расшалившийся Федотка, снова желая привлечь к себе внимание Давыдова, тихонько постучал о парту, а когда Давыдов рассеянно взглянул на него, Федотка, важно откинувшись, полез правой рукой в карман штанишек, вытащил и опять быстро сунул в карман ручную гранату-«лимонку».

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Давыдов, пыр мӑкӑльне аллипе сӑтӑркаласа, хуллен кӑна: — Колхоза кӗриччен камӑн пулнӑ вара вӑл, ҫав интереслӗ кӗсре? — тесе ыйтсан, казаксем теме кӗтсе шӑпланчӗҫ.

Но они выжидающе притихли, когда Давыдов, трогая рукою кадык, негромко сказал: — А чья она была до колхоза, эта интересная кобылка?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑлан алӑкне яри уҫса ярсан вара хуллен: — Лукерья! Минутлӑха тух-ха, — тесе чӗнчӗ.

Уже распахнув дверь чулана, негромко позвал: — Лукерья! Выйди на минутку.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ан чӗн! — терӗ хуллен Макар.

— Молчи! — глухо сказал Макар.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чавса тӗлӗнчен хутлатнӑ сулахай алли ҫине Макар хуллен наган кӗпҫине хучӗ.

На согнутую в локте левую руку Макар тихонько положил ствол нагана.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нестеренко, хуллен тӗксе, унӑн тӑснӑ аллине каялла ячӗ.

Нестеренко легонько отстранил протянутую руку.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл васкамасӑр лаши ҫинчен анчӗ, йӗвенӗн чӗлпӗрне инҫетре те мар ӳссе ларнӑ уртӑш тӗмӗнчен ҫыхрӗ, ҫаплах васкамасӑр алли-урине выляткаласа утса, ҫӗре алтса тунӑ кӑмака умӗнче аппаланакан стрепке патне пычӗ, хуллен сывлӑх сунчӗ.

Он неторопливо спешился, привязал повод уздечки к росшему неподалеку кусту боярышника, все так же неторопливо разминаясь на ходу, подошел к стряпухе, возившейся возле вырытой в земле печурки, негромко поздоровался.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лушка кӗчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка хуллен хупрӗ.

Лушка вошла, тихо притворила за собой дверь.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳрт умӗнче кӑшт кӑна илтӗнмелле, шӑши пек, алӑка такам кӑтӑртаттарчӗ, унтан — хӗрарӑм, сасси хуллен илтӗнсе кайрӗ:

В сенях тонко, по-мышиному, кто-то поскреб дверь, а потом — тихий женский голос:

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗншӗн-хӑ эсӗ вара… ҫакӑн пек сухалатӑн? — катӑк шӑллӑ тутине йӗрсе, хуллен ыйтрӗ Давыдов.

— Ты что же это… так пашешь? — ощеряя щербатый рот, тихо спросил Давыдов.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл чӑхсене такам хуллен кӑна ҫинҫе сассипӗ илӗртсе йыхӑрнине илтет те ҫатан карта леш енне кукленсе ларать…

Он услышал чей-то вкрадчивый голосок, созывавший кур, присел за плетнем…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна курса, Щукарь мучи ку чӑхсене ҫав тери хуллен йыхӑрма тытӑнать:

Тогда дед Щукарь начал тихонько их прикликать:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучин планӗ тӗлӗнмелле ансат пулнӑ: ҫакӑнта унӑн пӗр-пӗр чӑх килсе тухасса сыхласа лармалла, ҫав чӑхха хуллен ярса тытмалла та пуҫне пӑрса татмалла, вара чӑх какайӗпе пӑтӑ пӗҫерсе памалла, ҫапла майпа хайхи бригадӑра чыслӑ та хисеплӗ ят илтмелле.

План у деда Щукаря был гениально прост: подстеречь курицу, осторожно схватить ее и обезглавить, чтобы наварить каши с курятиной и тем самым снискать себе в бригаде почет и уважение.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗвел хӗртнипе пӗҫерсе тӑракан йӗнер ларкӑчи ҫине сарса хунӑ паласне тӳрлеткелерӗ те Любишкин, хуллен ут ҫине утланма пуҫларӗ.

Поправив на голом, горячем от солнца ленчике седла разостланную дерюжку, Любишкин медленно стал садиться.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Гражданочкӑсем! — Давыдов ҫав тери хӑрушла шыҫӑнса кайнӑ сӑмсине пӳрнисемпе хыпашласа пӑхрӗ, хуллен кулса илчӗ:

— Гражданочки! — Давыдов потрогал пальцами чудовищно распухший нос, тихо улыбнулся:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.

А Дымок, зверино-мягко ступая обутыми в рваные чирики ногами, тихонько посвистывая сквозь зубы, идет себе мимо плетней и заборов, из-под загнутых, лучистых ресниц посматривает на окна, на базы, и лишь только мелькнет где-нибудь девичий платок, — мгновенно преображается ленивый с виду, неповоротливый Дымок: он коротким, точным движением, по-ястребиному быстро поворачивает голову, выпрямляется.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех