Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий Наталья ачисемпе епле сывпуллашни, вӗсене чуптуни, тен, тата вӗсем ҫине хӗрес те хуни ҫинчен шухӑшларӗ, унтан каллех, вӑл вилни ҫинчен илнӗ телеграммӑна вуланӑ чухнехи майлах, чӗри хыттӑн чиксе кайнине, хӑлхисем шавлӑн янӑранине туйрӗ.

Григорий представил, как Наталья прощалась с ребятишками, как она их целовала и, быть может, крестила, и снова, как тогда, когда читал телеграмму о ее смерти, ощутил острую, колющую боль в сердце, глухой звон в ушах.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан Пантелей Прокофьевич пӗр тикӗссӗн те хыттӑн харлаттарса хуп турттарни илтӗнет; ыйхӑ тӗлӗшпе пӗчӗк Полюшка тутине тутлӑн чӑпӑртаттарать, хӑй тӗллӗн тем-тем мӑкӑртатса илет.

И оттуда слышался размеренный могучий храп Пантелея Прокофьевича; во сне сладко чмокала губами и что-то лепетала маленькая Полюшка.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья чунӗнче чылайранпа тӑвӑнса пуҫтарӑннӑ пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑ сасартӑках тытамак тытнӑ чухнехилле хыттӑн чӗтресе ӗсӗклени ҫине куҫрӗ.

Все, что так долго копилось у Натальи на сердце, вдруг прорвалось в судорожном припадке рыданий.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий йӗнер ҫинче ҫур кӗлеткипе ун еннелле ҫаврӑнса ларса пыратчӗ, Наталья пӑлханчӑк савӑнӑҫ пӑчӑртаса кӑларнӑ куҫҫулӗ витӗр ӑна хыҫалтан пӑхса юлнӑччӗ, аллисене хӑйӗн нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртанӑ май, чӗри хыттӑн кӑртлатса тапнине туйнӑччӗ…

Григорий отъезжал полуобернувшись на седле, и она смотрела ему вслед со слезами взволнованной радости и, прижав к острой, девичьей груди руки, ощущала стремительное биение сердца…

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сидорин акӑлчан полковникӗ еннелле ҫаврӑнса хыттӑн каларӗ:

Сидорин повернулся лицом к англичанину, громко сказал:

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрарӑмсем пӗри те пӗри хыттӑн пӑшӑлтатса калаҫнине илтсе, полковник вӗсем ҫинелле пӑхрӗ.

Внимание полковника привлекли громко перешептывавшиеся бабы.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич, питне-куҫне шӑмарса, темле кӑна йӗрӗнсе сурмарӗ, анчах тахӑшӗ ӑна ҫурӑмӗнчен кӑлт чышса илчӗ те хыттӑн пӑшӑлтатса каларӗ:

Пантелей Прокофьевич нахмурился и чуть не сплюнул от отвращения, но его кто-то сильно толкнул в спину, громко зашептал:

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук, Пантелей Мелехов халиччен нихҫан та ҫын кулли пулманччӗ, халӗ ак тиврӗ: минут каялла вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче хихиклетсе кулнине вӑл хӑй хӑлхипех илтрӗ, пӗр эсремет ҫури тата, пырӗ ҫурӑлса тухас пек сасӑпа: «Ачасем! Пӑхӑр-ха, ав мӗнле каҫӑрӑлса тӑрать уксах Мелехов! Кӑртӑш пулла ҫӑтса янӑ тейӗн!» — тесе хыттӑн кӑшкӑрчӗ.

Нет, Пантелей Мелехов еще никогда не был посмешищем для людей, а вот тут пришлось: минуту назад он сам слышал, как за его спиной хихикали ребятишки, а один чертенок даже крикнул во всю глотку: «Ребята! Гля, как хромой Мелехов наклонился. Будто ерша проглотил!»

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий хыҫалта хӑйне хӑваласа пыракан хӗрлӗармеец йывӑррӑн хашкаса сывланине, урисемпе хыттӑн таплаттарса ҫывхарнине илтет, анчах хӑй ниепле те хӑвӑртрах чупма пултараймасть.

Григорий слышит позади тяжкое дыхание преследующего, слышит звучный топот его ног, но убыстрять бег не может.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асламӑшӗ харкашнӑ-мӗн чух аслашшӗне тем те каласа ятлаҫнине вӑл темиҫе те илтнӗ; ҫавӑнпа та аслашшӗ, пурне те хӗнесе тӑкма хатӗрленсе, пӗтӗм пӳрте янӑраттарса кӑшкӑрнӑшӑн ача майӗпе ытла та тарӑхнӑскер, вӑл, сӑмса шӑтӑкӗсене чӗтретсе, кӗтмен ҫӗртенех хыттӑн каласа хучӗ:

Он не раз слышал, как бабка в ссоре обзывала деда всяческими бранными словами, и, по-детски глубоко взволнованный тем, что дед собирался бить всех и орал на весь курень, дрожа ноздрями, вдруг звонко сказал:

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий учӗпе янк уҫса янӑ флигель чӳречи патне пырса тӑчӗ, йӗнер ҫинчен пӗшкӗнсе, хыттӑн ыйтрӗ:

Григорий подъехал к распахнутому окну флигеля; перегнувшись с седла, громко спросил:

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пусасран хӑтӑлса юлнӑ пӗр чӑх Натальйӑна курчӗ те, хыттӑн кӑтиклесе ярса, кӗлет тӑррине вӗҫсе хӑпарчӗ.

Одна из уцелевших кур, завидев Наталью, с криком взлетела на крышу амбара.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрлӗармеец хӑвӑрт кухньӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ, хыттӑн каларӗ:

Красноармеец быстро оглядел кухню, громко сказал:

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пӗтрӗ пулать-и, шеремет? — хыттӑн ыйтрӗ Григорий патне вӗҫтерсе ҫитнӗ казак.

— Готов кормилец? — громко спросил подскакавший казак.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна ним сӑмах та каламарӗҫ, анчах хыҫалтан утса килекен Степан казаксемпе танлашсан, Аникушка, ура ҫине тӑрса, выртакансен ушкӑнӗнчен уйрӑлчӗ те Степана икӗпитлӗн саламласа пилӗк таран пуҫ тайрӗ, хыттӑн каласа хучӗ:

Ее пропустили молча, но, едва лишь шедший позади Степан поравнялся с казаками, встал и отделился от группы лежавших Аникушка, он с лицемерным почтением в пояс поклонился Степану, громко сказал:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗрре питӗ ҫинҫерех сасӑ илнӗ вӑхӑтра, таҫта ҫӳлте, халӑх хушшинче тахӑшӗ хыттӑн ахлатрӗ.

Во время исполнения одной очень высокой ноты где-то наверху среди публики кто-то громко ахнул.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Ак эпӗ те! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ хуҫи.

— А вот и я! — громко крикнул хозяин.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Чи йывӑр мыскари вара ак ҫакӑччӗ: Федюша ҫип вӗҫне аш татӑкӗ ҫыхса Каштанкӑна паратчӗ те, ӑна вӑл ҫӑтса янӑ-яманах, хыттӑн кулса каялла туртса кӑларатчӗ.

Особенно мучителен был следующий фокус: Федюшка привязывал на ниточку кусочек мяса и давал его Каштанке, потом же, когда она проглатывала, он с громким смехом вытаскивал его обратно из ее желудка.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Ку вара йӗркесӗр япала, ун пек тума юрамасть! — терӗ Пробатов хыттӑн, блокнот кӑларса каллех ҫырма пуҫларӗ.

— Это безобразие и беззаконие! — жестко сказал Пробатов и, снова вынув блокнот, стал записывать.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ара, обком секретарӗ вӗт ку», — шухӑшларӗ Константин, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса, хӑй вара чӑтса тӑраймасӑр хыттӑн кулса ячӗ.

«Так ведь это же секретарь обкома», — вспыхивая до корней волос, подумал Константин и, не выдержав, громко рассмеялся.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех