Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланнӑ (тĕпĕ: шутлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хӑй ҫамрӑк пулнӑ пулин те, батарейӑра вӑл нумай пӗлекен салтак вырӑнӗнче шутланнӑ.

Несмотря на свою молодость, он уже считался на батарее бывалым солдатом.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

14 гектар ҫинче вырнаҫнӑ хир те вӑрман хуҫалӑхӗн - патшалӑхӑн шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Районӗпе илсен, ҫак тапхӑрта сысна ҫурисем 13866 пуҫ шутланнӑ, иртнӗ ҫулхинчен 2750 пуҫ ытларах.

По району, то за этот период число поросят составило 13866 голов, что на 2750 голов больше, чем в прошлом году.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур тытӑмри хуҫалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх 17428 пуҫ (ҫав шутра – 7572 ӗне) тата 18500 сысна шутланнӑ.

По состоянию на 1 июля в хозяйствах всех структур числилось 17428 голов крупного рогатого скота (в том числе 7572 коровы) и 18500 свиней.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Пачӑшкӑ кӗлӗ вулас енӗпе маҫтӑр шутланнӑ.

Он славился своим искусством чтения.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

– 2014 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне районта пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем 279 шутланнӑ, ҫакӑнтан 41-шӗ пӗчӗк предприяти (2012 ҫулхипе танлаштарсан 100 проц.), 238-шӗ уйрӑм предпринимательсем (71 проц.) Районта 63 хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Унӑн тӗп тӗллевӗ шӑпах халӑх юррисене тата чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене анлӑрах пропагандӑласси шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вулӑс центрӗ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Питӗ аван шутланнӑ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ӗлӗк вӑл 10 центнер тухсан та лайӑх шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ашшӗн аппӑшӗсем кӑштах пуянрах шутланнӑ, кӳршӗ ялта пурӑннӑ.

Сестры у отца считались немного богаче, жили в соседей деревне.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш арӗ вырӑсла таса калаҫни те ун чухнехи тапхӑршӑн пӗлтерӗшлӗ шутланнӑ: ял халӑхӗ ӗҫлӗ хутсем ҫыртарма ун патне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак компанин официаллӑ партнерӗ шутланнӑ май «Дент-а-мед» «Nobel Biocare» клиника ӑсталӑхӗн центрӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшман тылӗнче пӗтӗмпе партизансен 6200 отрячӗ, пурӗ 1 миллион ытла ҫын, шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Тулли мар кӑтартусем тӑрӑх подпольщиксен йышӗнче 220 пин ытла ҫын шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ун чухне паспортри штамп та ҫав тери кирлӗ япала шутланнӑ – партипе хӗсмет карьеринче ҫитӗнӳсем тума, чикӗ леш енне кайма тата ытти те.

Тогда штамп в паспорте играл большую роль – для успеха в карьере партийном и государственном, для выезда за рубеж и прочее.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун чухне паспортри штамп та ҫав тери кирлӗ япала шутланнӑ – партипе хӗсмет карьеринче ҫитӗнӳсем тума, чикӗ леш енне кайма тата ытти те.

В то время штамп в паспорте считался необходимостью – для карьерного роста в партийном и государственном деле, для выезда за границу и прочее.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Фельдшер ялта мӗн ӗмӗр тӑршшӗ яланах сумлӑ ҫын шутланнӑ.

Веками фельдшер в деревне всегда считался уважаемым человеком.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Совет Союзӗ саланнӑ хыҫҫӑнах унччен ун йышӗнчи республика шутланнӑ ҫӗршывсенчен (Литвапа Латви тата Эстонисӗр пуҫне) Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.

Сразу же после распада Советского Союза из числа стран, числившихся в нем (кроме Литвы, Латвии и Эстонии) организовали Союз независимых государств.

Фестивале юбилее халалларӗҫ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Тумалановсем яланах тӗслӗх ҫемье шутланнӑ: ылтӑн алӑллӑ кил хуҫи кама кӑна пулӑшман-ши?

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех