Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланине (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий вара, ури айӗнчи тӗрексӗр ҫӗр тепӗр хут йӑшма пуҫланине сиссе, Мускавра Снегирев тухтӑрӑн куҫ лечебницинче Гаранжапа туслашнӑ чухнехи майлах пайтах хушӑ йывӑр шухӑшсемпе тертленсе пуҫне ҫӗмӗрчӗ.

И Григорий, чувствуя, как вновь зыбится под его ногами недавно устойчивая почва, переживал, примерно, то же, что когда-то переживал в Москве, сойдясь в глазной лечебнице Снегирева с Гаранжой.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич казаксем каллех хӑй майлӑ ҫаврӑнса кайнине; хӑйне ҫӗнӗрен шанма пуҫланине туйса, кантӑка алмазпа каснӑ пек, ҫивӗччӗн татса каларӗ:

Иван Алексеевич, почуяв, что симпатии и доверие сотни вновь перекинулись к нему, резал, как алмазом по стеклу:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей перископ витӗр малта пыракан танксен гусеницисем йӑлтӑртатма пуҫланине курчӗ.

Припав к перископу, Сергей видел, как заблестели гусеницы передних танков.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен ӑна аллипе тӗкӗнсенех, кӑкӑрӗнче чӗри хӑвӑрт тапма пуҫланине сисрӗ.

Семен притронулся к нему рукой и почувствовал, как часто забилось у него сердце.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан вӑл пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, вара, сас-чӗвсӗр йӗрекен Аксинья пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренине, ӗсӗклесех йӗме пуҫланине илтсе, унӑн куҫҫулӗпе йӗпеннӗ питҫӑмартийӗсене, куҫӗсене чуптума тытӑнчӗ…

Он перешел на шепот и, слыша, как Аксинья вся сотрясается в заглушенном плаче и плач переходит в рыдание, стал целовать ее мокрые от слез щеки, глаза…

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйпе мӗн пулса иртнине туйса илсе тата сехри нимпе тытса чарма ҫук хӑпма пуҫланине сиссе, вӑл, ерӗлсе кайнӑ шӑлӗсене кӑчӑртаттарса, малалла упаленме пуҫларӗ.

Осознав случившееся с ним, чувствуя неотвратимо подступающий ужас, он полз на четвереньках, скрипя зубами.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пирӗн салтаксем — 241-мӗшпе 273-мӗш пехотнӑй полксемччӗ пулас — епле урӑм-сурӑм хӑраса ӳксе тарма пуҫланине куртӑм эпӗ.

Я видел, как наши солдаты, — кажется, 241-й и 273-й пехотные полки, — бежали панически.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ чавсана тата ҫирӗпрех тӗрелерӗм, сулахай куҫа хупрӑм, хам чӗре ҫак симӗс нӑрӑ пекех кӳпчесе, пысӑкланса кайма пуҫланине туйрӑм.

Я установил тверже локоть, зажмурил левый глаз, почувствовал, что сердце мое пухнет, становится таким же огромным, как тот изумрудный жук.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫине вилӗм сивви сӑрхӑнтарса тухса чӗпӗтме пуҫланине туйса илчӗ.

Спиной до боли ощутил Иванков щиплющий холодок смерти.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лиза ӑна питӗнчен ҫыртма, чавма тытӑнчӗ, пӗр-икӗ хутчен тӑвӑнчӑк сасӑпа кӑшкӑрчӗ, унтан, вӑйран кайма пуҫланине туйса илсе, ҫилӗллӗн, куҫҫуллӗсӗр йӗрсе ячӗ…

Лиза кусала ему лицо, царапалась, раза два придушенно вскрикнула и, чувствуя, что обессиливает, заплакала зло, без слез…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр минутлӑха кӑна шуса тухрӗ вӑл горницӑран, сӗтел хушшинче ларкаларӗ, хӗсӗк пырӗ витӗр сӑрӑхтаркаласа аран-аран пӗр черкке эрех ӗҫсе ячӗ, унтан, хӗрсе кайса, тата ӳсӗрӗлме пуҫланине туйса илсе, тухса шӑвӑнчӗ.

На минутку выполз из горенки, посидел за столом, с трудом процедил сквозь суженное горло рюмку водки и, согревшись, чувствуя, что пьянеет, ушел.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Курать вӑл Григорий Степанран хӑраманнине, сисет Григорий ахаллӗнех уйӑрлас ҫуккине: хӑйӗн ӑс-пуҫӗпе, апла-капла ан пултӑрччӗ, тесе шутласа, хӑйӗн сисӗм-туртӑмӗсене хирӗҫ пӗтӗм вӑйран кӗрешет, анчах та ҫав вӑхӑтрах праҫниксенче тата ахаль кунсенче те, хӑйне хӑй улталасах, авантарах тумланма пуҫланине, Григорипе тӑтӑшрах тӗл пулма тарӑшнине сисет.

Она видела, что он не боится Степана, нутром чуяла, что так он от нее не отступится, и, разумом не желая этого, сопротивляясь всеми силами, замечала за собой, что по праздникам и в будни стала тщательней наряжаться, обманывая себя, норовила почаще попадаться ему на глаза.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунта вара, ҫунаттисемпе хӑлаҫланса ларакан ҫил арманне курсан, жид хӑйӗн лашисене тӑвалла хӑваланӑ май айлӑмри ҫӳҫесем курӑнсан, вӑл хӑйӗн чӗри вӑйлӑн тапма пуҫланине туйса илчӗ.

Тут почувствовал он, что сердце в нем сильно забилось, когда выглянула, махая крыльями, ветряная мельница и когда, по мере того как жид гнал своих кляч на гору, показывался внизу ряд верб.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑй сывлӑшалла ҫӗкленме пуҫланине туйсан, тимӗрҫӗ, хӑраса ӳкнипе, ним пӗлмиех пулса кайрӗ.

И кузнец обомлел от страха, чувствуя себя подымающимся на воздух.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах ун шухӑшӗсем таҫта аякра вӗҫсе ҫӳрени паллӑ ҫав; унсӑрӑн вӑл йӑлтах илтнӗ пулӗччӗ; хӑйӗн ҫӳҫне михӗ анипе пӗрле пӗтӗрсе ҫыхнӑ пирки Чуб хытах чашкӑрса илнине те, пысӑк кӗлеткеллӗ голова хытах иклетме пуҫланине те илтнӗ пулӗччӗ.

Но заметно было, что его мысли гуляли бог знает где, иначе он бы услышал, как зашипел Чуб, когда волоса на голове его прикрутила завязавшая мешок веревка, и дюжий голова начал было икать довольно явственно.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Юлашки вӑхӑтра анне те мана сыхларах пӑхма пуҫланине сисетӗп.

Я примечаю даже, что мать моя с недавней поры стала суровее приглядывать за мною.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ӑҫтан вӗсем, ухмахсем, эпир тахҫантанпах наступление кайма хатӗрленме пуҫланине туйса илччӗр-ха?

Откуда им, дуракам, почувствовать, что мы уже давно начали готовиться к наступлению?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Статьяпа чӗрине хускатнӑ Андрей ӑна сасӑпах вулама пуҫланине те сисмерӗ.

Взволнованный статьей, Андрей даже не заметил, как начал дочитывать ее вслух.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров, пӑртак та ӗшенмен пек, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, унтан халь Бородинӑн НП вырнаҫнӑ Барсушня ҫине пӑхрӗ, сасартӑк вара ҫӗнтерӳ картини ҫине хӑй урӑхла пӑхма пуҫланине ӑнланса илчӗ.

Озеров порывисто встал на ноги, точно и не было никакой усталости, взглянул на вершину Барсушни, где сейчас находился НП генерала Бородина, и вдруг понял, что внезапно изменило его отношение к картинам победы.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗн калас, Николай Петрович, ӗҫсем майӗпе пыраҫҫӗ, — ответлерӗ Сергей, Кондратьев мӗншӗн шӑпах ҫакӑн ҫинчен калаҫма пуҫланине ӑнланаймасӑр.

— Что сказать, Николай Петрович, дела потихоньку идут, — ответил Сергей, не понимая, почему именно об этом заговорил Кондратьев.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех