Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, Подтелковпа пӗрле утса пыракан стариксем ҫине пӑхмасӑр, ҫӳллӗ, янӑравсӑр, аран илтӗнмелле халсӑр сасӑпа хыҫалтан кӑшкӑрчӗ:
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Залри шӑв-шав самантрах лӑпланчӗ, шӑна вӗҫни илтӗнмелле шӑплӑхра атаманӑн хӑйӑлтатарах тухакан хулӑн сасси уҫҫӑн илтӗнсе тӑчӗ:
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Юрататӑп, — илтӗнмелле мар пӑшӑлтатрӗ Ирина, — анчах хӑратӑп.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унтан каллех таврана ыйхӑллӑ шӑплӑх пусса илет, таҫта инҫетре-инҫетре кӑвакал аҫи кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле сасӑпа хӑйӑлтатса чӗнни, ӑна хирӗҫ, кӑшт кунтарахран, ами нартлатса сасӑ пани хӑлхана килсе кӗрет.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр сӑлтавӗ ҫакӑ: ку кантур ятӗнче уҫӑ саспаллисемпе хупӑ саспаллисем ҫав тери килӗшӳсӗр килсе пӗрлешнӗ, вӗсене илтӗнмелле калама та ҫук.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Отпуска, — кӑшт кӑна илтӗнмелле йынӑшса илчӗ Аксинья.— В отпуск, — эхом стонала Аксинья, всхлипывая и сморкаясь в рубаху.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Эп хӑвна иртнӗ каҫ мӗн-мӗн каланине пурне те астӑватӑн-и эс?» питӗ хуллен, аран-аран илтӗнмелле ыйтрӗ тухатмӑш.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑнасем саланма пуҫларӗҫ, анчах килӗсене ҫитекеннисем сахал пулчӗҫ: нумайӑшӗ есаул патнех, анлӑ кил-хушшинех ҫӗр выртма юлчӗҫ, хуҫинчен ыйтмасӑр юлаканнисем тата нумайрах, хӑшӗ тенкел айне кӗрсе выртнӑ, хӑшӗ урайӗнче ҫывӑрать, тепри вите патӗнче, хӑйӗн учӗ тӑнӑ ҫӗрех выртса ҫывӑрнӑ: ӳсӗрпе ӑҫта ӳкнӗ козак, ҫавӑнта ҫывӑрать, пӗтӗм Киева илтӗнмелле харлаттарса ҫывӑрать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Миххе кӗрсе ларнӑранпах иксӳ килнипе аптраса ҫитнӗ голова тек чӑтса лараймарӗ, ҫине-ҫинех, таҫтах илтӗнмелле, хыттӑн иклетме, ӳсӗрме тытӑнчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Таврара ҫав тери шӑп, шӑна вӗҫни илтӗнмелле.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вара пурте ирӗксӗрех ҫӳҫенсе, ҫакна туйса илчӗҫ: ҫапла, кӗҫех акӑ Мускав ҫывӑхӗнчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр харӑсах пӗлӗт таран ҫӗкленсе никам чарайми хӑватлӑ вырӑс ҫил-тӑманӗ пӗтӗм тӗнчипе илтӗнмелле шавлама, кӗрлеме тытӑнать…
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑть пӗтӗм хире илтӗнмелле кӑшкӑрса ула!
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ыран кӗрсе пурин ҫинчен те каласа парӑп, — ҫав тери шӑппӑн, аран-аран илтӗнмелле каларӗ Крылатов.— Завтра зайду и обо всем расскажу, — тихо, еле слышно сказал Крылатов.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Малтан, хӗрлӗ куҫӗсене чеен хӗсе-хӗсе илсе, ун ҫумӗпе «Победа» пачах илтӗнмелле мар чупса иртрӗ; унтан, час-часах тата ҫилленсе сигнал парса, «Москвич» малалла чупса иртрӗ, ун хыҫҫӑн вара, пӗтӗм ҫула йышӑнса, икӗ грузовик ҫил пек вӗҫтерсе иртрӗҫ, вӗсем тачанка ҫине, унӑн пассажирӗсемпе кучер ҫине тусан пӗлӗтне мӑкӑрлантарса хӑварнипе ҫӳрен ӑйӑрсем ҫийӗнчех сӑрӑ тӗслӗ пулса тӑчӗҫ…
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл малалла мана илтӗнмелле мар тем ҫинчен каласа пара пуҫларӗ.И он стал рассказывать далее что-то, чего я не мог расслышать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Мӗнле-ха, Воронин юлташ, халь эппин… унсӑрах? — аран илтӗнмелле ыйтрӗ Бояркин.— Что же, товарищ Воронин, теперь значит... без него? — еле слышно спросил Бояркин.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лозневой, халь Анна упӑшкипе сывпуллашнӑ чух каллех мӗнпур яла илтӗнмелле, йытӑ пек, уласа макӑрӗ тесе шутларӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Малти лини тӑршшӗпех шӑп ӗнтӗ, фронтри шӑплӑх, кун пек чух таҫти сасӑ та илтӗнмелле.По всему переднему краю быстро крепла по-особому чуткая фронтовая тишина.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак самантра вӑл Сталина аса илчӗ, Сталин халь те-ха трибуна ҫинчех тӑрать пулмалла, унӑн тӳлек те лӑпкӑ сасси халь те-ха пӗтӗм ҫӗршыва илтӗнмелле янӑрать пулас, тесе шухӑшларӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Каяс килмест, — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ответлерӗ Лозневой.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.