Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑхрах (тĕпĕ: лайӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑхрах вӗренес, ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫын пулас килет, — уҫҫӑн калаҫрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пӳр тухсанах маҫсемпе усӑ кума юрамасть, вӗренӗ шывра пӗр чей кашӑкӗ тӑвар ирӗлтернӗ шӗвекпе компресс туни лайӑхрах.

Сразу после появления гноя нельзя использовать мазь, лучше поможет, если сделать компресс из соли, растворенная одна чайная ложка в кипячённой воде.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Анчах ман шутпа лекцисем пахалӑх енчен илсен лайӑхрах.

Но, по-моему мнению, лекции качественно изменились лучшую сторону.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Ҫав йӑласем, уйрӑмах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчисем, мӗнлерех йӗркеленсе кайнине пӗлни халӑхӑмӑрӑн аталану ҫулне, унӑн хӑй евӗрлӗхне лайӑхрах курма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫакӑ вӑл вӗсен аталану ҫул-йӗрне лайӑхрах асӑрхама пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Вӑл хускалмасан лайӑхрах.

Хорошо, если он не будет двигаться.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Сукмакпа васкаса утнӑ чухне патака малалла кӑнтарса пырсан лайӑхрах.

Когда быстро ходите по тропинке, палочку хорошо бы протягивать вперёд.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Анчах пӑхӑр ҫӗленрен айккинерех пӑрӑнса иртсен лайӑхрах, мӗншӗн тесен наркӑмӑшӗ хӑш-пӗр ҫынна аллерги витӗмӗ кӳме пултарать.

Но лучше медянку обойти стороной, потому что яд у некоторых может вызвать аллергию.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

— Ҫуллахи лагерӗн ырӑ пӗр енӗ — ҫак тапхӑрта вӗрентекенсемпе шкул ачисен хутшӑнӑвӗ ҫирӗпленни, пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме тытӑнни, — терӗ воспитательсенчен пӗри Алина Крипчакова.

- Одна хорошая сторона летнего лагеря - в это время укрепляются отношения между учителями и школьниками, лучше узнают друг-друга, - сказала одна из воспитателей Алина Крипчакова.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ачасем тӑван ене лайӑхрах пӗлччӗр, унӑн илемӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе, ҫыннисемпе паллашчӑр тесе туристсен 60 маршрутне йӗркеленӗ.

Чтобы дети смогли получше узнать родной край, ознакомиться с его красотой, достопримечательностями, людьми организовано 60 туристических маршрутов.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Ман шутпа, ку шухӑш пачах та ӑссӑрла. Кун пек тума сӗнекен ҫынсем: мӗн чухлӗ япӑхрах - ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах тесе шухӑшлаҫҫӗ-тӗр», - пӗлтерчӗ Олег Насакин.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Организм туса кӑларакан инсулин сахӑра ирхине лайӑхрах ирӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Ку пӗтӗмпех пирӗн организм калорисене талӑкӑн уйрӑм тапхӑрӗнче лайӑхрах ирӗлтернипе тата кашни апатӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пуррипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Венӑсем варикозла сарӑлнинчен, витаминсен ҫитменлӗхӗнчен сӗткенпе сипленсен лайӑхрах.

Лечение соком помогает при варикозном расширении вен, витаминной недостаточности.

Иргара йӳҫек сахал // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Тӑнӑҫлӑхпа ӑшӑлӑха чунтан хаклакан Сергейшӑн пурнӑҫра кунран та лайӑхрах парне урӑх кам кӳнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Тӑпра микроэлементсемпе пуянланать, ӳсен-тӑран лайӑхрах аталанать.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

— Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх — аграрисен ӗҫ укҫи кӑҫалхи I кварталра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 11,5% пысӑкрах, — терӗ министр. — Вӗсен шалу ӳсӗмӗ республика экономикинче ӗҫлекенсен кӑтартӑвӗнчен лайӑхрах.

— По данным Чувашстата — зарплата аграриев в 1 квартале, по сравнении таким же периодом прошлого года, стало на 11,5% больше, - сказал министр. — Объем роста их зарплаты лучше показателей работников экономики республики.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Вӑй ил-ха. Лайӑхрах сывал. Вара хапӑлласах йышӑнӑпӑр хамӑр пата», — асӑрханса калаҫнӑ пӗчӗк паттӑрпа унти ӗҫченсем.

"Набирайся сил. Выздоровей. Тогда с радостью примем к себе", - с осторожностью беседовали сотрудники с маленьким героем.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫынпа ытларах калаҫни хӗрачана лайӑхрах аталанма пулӑшӗччӗ те....

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх; Ача-пӑча сасси вара пуринчен те лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех