Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Хӑрушӑ самантра хӑвна тӗрӗс тыт, усалтан сыхлан — 24. вара чунушӑн намӑс пулмӗ: 25. намӑсланни хӑш чухне ҫылӑх патне илсе пырать, тепӗр чухне мухтавпа тивлет парать.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӑслӑлӑхшӑн тӗмсӗлетӗн пулсассӑн, Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑр, Ҫӳлхуҫа вара сана ӑслӑлӑх парӗ: 27. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ патне Ҫӳлхуҫаран хӑрани илсе ҫитерет, Вӑл ӗненнине, йӑваш пулнине кӑмӑллать.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫилле вӑл ӳт вӑйӗпе, кӑралпа ҫӗнтермен, хаса паракана сӑмахпа, аттемӗрсене тупа тунине, вӗсемпе халал хывнине аса илтерсе парӑнтарнӑ: 23. ӗнтӗ вилнисем пӗрин ҫинче тепӗри купаланса выртнӑ чухне вӑл, варрине тӑрса, ҫилле чарса лартнӑ, чӗррисем патне пыракан ҫула пӳлсе хунӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ пурӑнӑҫпа та, вилӗмпе те хуҫаланатӑн, тамӑк хапхи патне антаратӑн, каялла хӑпартатӑн.13. Ты имеешь власть жизни и смерти и низводишь до врат ада и возводишь.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ытти чӗрчунсемпе танлаштарсассӑн, вӗсем пӑхма та илемсӗр, хӑйсем патне илӗртме пултараймаҫҫӗ, вӗсене Турӑ та ырламасть, Хӑйӗн пиллӗхне памасть.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ мана Хӑй ирӗкӗпе калаҫма, хама парнеленӗ ырӑлӑх ҫинчен тивӗҫлипе шухӑшлама хал патӑрччӗ ҫеҫ: ӑслӑлӑх патне Вӑл ертсе пырать, ӑсчахсене Вӑл тӳрлетет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх ҫутӑ та чӗрӗ, шанмасть, хӑйне юратакана хӑвӑрт курӑнать, хӑйне шыракана тупӑнать; 13. хӑйне пӗлес теекенсем патне вӑл хӑех, малтанах, пырать.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Усал ҫын епле тапӑннине тӗрӗслӗҫ те, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, унӑн сӑмахӗсем Ҫӳлхуҫа патне ҫитӗҫ: 10. тимлекен хӑлха пурне те илтет, ӳпкелешӳ пытанаймӗ.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӗртен-тӑпраран пулни каллех тӑпра пулӗ, чун вара хӑйне панӑ Турӑ патне таврӑнӗ.7. И возвратится прах в землю, чем он и был; а дух возвратился к Богу, Который дал его.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ: 14. акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ; 15. анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем ывӑлӗсен чунӗ усаллӑхпа тулнӑ, вӗсен чӗринче, вӗсен пурӑнӑҫӗнче — ӑссӑрлӑх; ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем вилнисем патне каяҫҫӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Мана виҫӗ япала тӗлӗнтерет, тӑваттӑмӗшне те ӑнланмастӑп: 19. тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту хысакӗ ҫинчи ҫӗлен ҫулне, тинӗс варринчи карап ҫулне, хӗр патне утакан арҫын ҫулне.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Наян хӑйӗн аллине тирӗкех чикет те — аллине ҫӑварӗ патне илсе пыма ӳркенет.15. Ленивец опускает руку свою в чашу, и ему тяжело донести ее до рта своего.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Йытӑ хӑйӗн хӑсӑкӗ патне таврӑннӑ пек, ӑссӑр та ӑссӑрлӑхне тусах тӑрать.11. Как пес возвращается на блевотину свою, так глупый повторяет глупость свою.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тусу патне ытлашши тӑтӑш ан ҫӳре — апла вӑл санран йӑлӑхса ҫитӗ, сана курайми пулӗ.17. Не учащай входить в дом друга твоего, чтобы он не наскучил тобою и не возненавидел тебя.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Наян хӑй аллине тирӗкех чикет, анчах ҫӑварӗ патне ҫӗклеме ӳркенет.24. Ленивый опускает руку свою в чашу, и не хочет донести ее до рта своего.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Парне пани ҫынна ҫул уҫса парать, аслӑ ҫынсем патне кӗме май парать.16. Подарок у человека дает ему простор и до вельмож доведет его.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑссӑрӑн чӗлхи вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа ярать, сӑмахӗсем хӗнесси патне илсе ҫитереҫҫӗ.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аскӑн ҫын хӑйне питлекенсене юратмасть, ӑслисем патне те каймасть.12. Не любит распутный обличающих его, и к мудрым не пойдет.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.