Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Таса сăмах пирĕн базăра пур.
Таса (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫынсем Балканра, Японире, Австро-Венгрипе Пруссире ҫапӑҫнӑ, халӗ ак ҫӗршыв ирӗкӗшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ, — ҫепӗҫҫӗн йӑлкӑшса кулса, таса француз чӗлхипе каларӗ те Краснов, куҫӗсене тавӑрса хунӑ, сывлама хӑранӑ пек хытса тӑнӑ асаттесем еннелле пуҫӗпе патша пек сулса кӑтартрӗ.

Эти люди сражались на Балканах, в Японии, Австро-Венгрии и Пруссии, а теперь сражаются за свободу отечества, — сказал он на превосходном французском языке, изящно улыбаясь, царственным кивком головы указывая на дедов, выпучивших глаза, замерших без дыхания.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кил хуҫи — ватӑла пуҫланӑ тӑсланкӑ казак — кравать ҫинче выртать, кайӑкӑнни пек ытла та пӗчӗк пуҫне, йынӑша-йынӑша, таса мар минтер тӑрӑх йӑвалантарса шутарать.

Хозяин — длинный пожилой казак — лежал на кровати, со стоном перекатывал по грязной подушке непомерно малую птичью головку.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑнтӑрланса кайнӑ хӑй, сӑнӗ-пичӗ таса.

Гладкая стала, лицо белое.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Унта пурте таса тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ.

— Там все чисто одеваются.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса кулчӗ, йӗнер ҫинче вӗткеленчӗклӗн мӗштӗртетсе шуҫкалама тытӑнчӗ, анчах Степанӑн хӳхӗм ҫи-пуҫӗ, вӑл сӑмахсене таса та янӑравсӑр сасӑпа калани ӑна кӗҫех пӑлхатса пӑрахрӗ.

Мишка зацвел улыбкой, заерзал, засуетился в седле, но внешность Степана, чистый глухой выговор его смутили.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сашка мучин таса мар пӳрнисем йӗм катине перӗнчӗҫ те, сассӑр купӑс пускӑчисене хыпашласа тухнӑ пек, шултра тӳмесен вӑрӑм речӗ тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Грязные пальцы деда Сашки коснулись ширинки, пробежались по длинному ряду ядреных пуговиц, как по клапанам беззвучной гармошки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таса ырӑ турӑшӑн…

— Богу святому…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Паян кӗлеткӳне ҫӗклесе пыратӑн-ха, ыран, тен, ӑна таса уйра ҫӑхансем сӑхса пӗтерӗҫ», — шухӑшлать кашниех.

«Нынче носишь шкуру, а завтра, может, вороны будут ее в чистом поле дубить», думал каждый.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ан тӗкӗн таса мар алӑсемпе!

Не трожь чистыми руками!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн эсӗ, — тенӗ Суворов, — «таса аттесене» кӳрентеретӗн?!

— Что ты, — сказал Суворов, — обижаешь «святых отцов»?!

Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Настоятель вӑрҫать, «таса аттесене» хӑйсен пӳлӗмӗсене хӑвалать.

Ругается настоятель, разгоняет «святых отцов» по кельям.

Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Забелинӑн пуҫне тӑшман йӗтри татса кайнӑ, юнашарах таса хут листи йӑваланса выртнӑ.

Лежит Забелин с оторванной неприятельским ядром головой, рядом чистый лист бумаги валяется.

Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Часавайӑн виҫӗ кӗтеслӗ ҫи виттийӗ айӗнче, тӗттӗмре, таса турӑ амӑшӗн хурлӑхлӑ сӑнӗ тӗтреленсе курӑнать, турӑш карнисӗ айӗнче — славян ҫырулӑхӗнчен илнӗ хура ярӑм:

Под треугольным навесом ее в темноте теплился скорбный лик божьей матери, внизу на карнизе навеса мохнатилась черная вязь славянского письма:

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таса уйра ҫум курӑк ан пултӑр!

— Сорную траву из поля вон!

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таса мӑнкун ҫитнӗ — эпир юн тӑкатпӑр пулать?

— Святая Пасха — а мы будем кровь лить?

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуторта вӑл пӗр уйӑх ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхсе пурӑннӑ, Персирен илсе тухнӑ ылтӑн маничӗсене пӗр хӗрхенмесӗр шалавар кӗсйисенчен силленӗ, таса шурӑ ҫӑмлӑ, питех те илемлӗ, ҫинҫе ураллӑ, пуҫне акӑш пек ывӑтса тытакан урхамахӗпе хутортан хутора сиктерсе ҫӳренӗ, урхамахӗпех Лавочкин магазинне кӗрсе кайнӑ, унта йӗнер ҫинчен анса чӑрманмасӑр мӗн те пулин сутӑн илнӗ те, хакне тӳлесе, урама магазинӑн тепӗр алӑкӗпе тухса кайнӑ.

Он прогулял месяц, вытряс из карманов шаровар немало золотых персидских монет, скакал по хуторам на снежно-белом, красивейшем, тонконогом коне, по-лебединому носившем голову, въезжал на нем по порожкам магазина Левочкина, покупал что-нибудь, расплачивался, не слезая с седла, и выезжал в сквозную дверь.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйпе пӗрле вӑл казаксен пӗр пайне, шах витинче тӑнӑ таса юнлӑ виҫӗ араб урхамахне, хаклӑ кавирсемпе сайра тӗл пулакан эрешсене, капӑр тӗрӗллӗ пурҫӑн тӗркисене нумай илсе таврӑннӑ.

Привел с собой часть казаков, трех чистокровных арабских, с конюшни шаха, скакунов, привез богатую добычу: дорогие ковры, редчайшие украшения, шелка самых пышных цветов.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхӑра пула республикӑра пурӑнакансен кил-ҫурчӗсене ҫутӑ, шыв тата ӑшӑ вӑхӑтра килсе тӑраҫҫӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ производство тата социаллӑ пурнӑҫ объекчӗсем пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеҫҫӗ, коммуналлӑ инфратытӑм ҫӗнелет, парксемпе скверсенче хӑтлӑх хуҫаланать, картишсен территорийӗсем илемленеҫҫӗ, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи подъездсенче тирпейлӗ те таса.

Благодаря вашему добросовестному труду, ответственному отношению к делу обеспечиваются светом, водой и теплом дома жителей республики, бесперебойно функционируют важные производственные и социальные объекты, модернизируется коммунальная инфраструктура, создается комфорт в парках и скверах, благоустраиваются дворовые территории, содержатся в чистоте подъезды.

Йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2020/03/13/vrio ... ravlyaet-s

Тӳрленме пултарайман садист, киревсӗр, путсӗр этем пулсаччӗ, — пире ун пеккисем кирлӗ мар: ку таса ӗҫ мар, анчах унта та хӑвӑн парти умӗнчи ответлӑха тӗрӗс-тӗкел упрас пулать.

Был форменный садист, безобразник, сволочь, — таких нам не надо: эта работа грязная, но нужно и в ней сохранить целеньким сознание своей ответственности перед партией.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса, салтак гимнастерки тӑхӑннӑ та, кӑкӑрӗ кӗсйисем тӗлӗнче мӑкӑрӑлса тӑрать; хура юбки малтанхиех: вырӑнӗ-вырӑнӗпе ӑна саплӑк лартмасӑрах типтерлӗн пӳклесе ҫӗленӗ, таса.

На ней была подпоясанная ремнем защитная солдатская гимнастерка с карманами, чуть оттопыренными грудью, и та же черная юбка, местами заштопанная, но чистая безукоризненно.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех