Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ринур ҫӳллӗ хыр тӑрӑх вӗренпе хӑпарма темиҫе ҫул каяллах вӗреннӗ, — пӗлтерчӗ биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г.Исаков. — Ҫавӑнпа йӑвасем патне ҫитме йывӑр пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пирӗн вара ун патне ҫитме тӑрӑшмалла.

А нам надо постараться приблизиться к нему.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Куллен вӗренекен ҫын ҫеҫ паха сюжетсем, кӑларӑмсем ӳкерейӗ, проектсем шухӑшласа кӑларса вӗсене халӑх патне ҫитерме тӑрӑшӗ.

Только тот, кто обучается ежедневно, может снимать выпуски, придумывать проекты и довести все до народа.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавна пулах хамӑн телеканала уҫас тӗллев патне ҫитсе тухрӑм.

И поэтому дошел до идеи открытия собственного телеканала.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӑваш эстрада артисчӗсене хӑйсен пултарулӑхне халӑх патне ҫитерме уҫӑ лапам йӗркелес килчӗ.

Захотелось организовать площадку для артистов чувашской эстрады, где бы они могли знакомить народ своим творчеством.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пасар саманинче вӑл чӑвашлӑха телекурав урлӑ аталантарма патшалӑх пулӑшу парасса кӗтсе лармарӗ, хӑйӗн хваттерне сутрӗ те ЮТВ канал хута ярса ӑна кӗске хушӑрах халӑх патне ҫитерчӗ.

Во времена рыночной экономики он не стал сидеть в ожидании государственной помощи для развития чувашского мира через телевидение, а продал свою квартиру и запустил канал ЮТВ и вывел его за короткое время до народа.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑрҫӑ шавӗ чикӗ патне ҫывхарсах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫамрӑк экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ патне тепӗр хутчен шӑрҫалама тӗв тунӑ.

Молодые экологи наметили ещё раз написать министру природы РФ .

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Сывлӑха упрама тата ӗмӗре вӑрӑмлатма апатлану тытӑмӗнчи специалистсем ахальтен мар технологи машини айне лекмен ҫут ҫанталӑкри «чӗрӗ» апат патне таврӑнма сӗнеҫҫӗ.

Чтобы сберечь здоровье и продлить жизнь диетологи не зря советуют вернуться к технически необработанной "здоровой" пище.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Тин ҫеҫ авӑртнӑ ҫӑнӑх кӗске вӑхӑтрах ҫӑкӑр пӗҫерекенсем, туянакансем патне ҫитсе ӗлкӗреймест.

Только что молотая мука за короткий промежуток времени не успевает попасть к пекарям, покупателям.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Куҫпа курнине мӗн ҫиттӗр тенӗн ӗҫченсем патне ҫула тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Купӑстаран сӗт патне.

От капусты к молоку.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Ирӗклӗ ишев» мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине вара пурте пӗлетпӗр: наркотикпа е ҫынна минретекен урӑх наркӑмӑшпа, субкультура ушкӑнӗсемпе ҫыхланасси, суицид тата ытти инкек.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче бригадӑсем патне ҫӳремеллеччӗ, «хӗрлӗ кӗтессем» тӑваттӑмӑр, хастар ӗҫлекенсем ҫинчен материал хатӗрлеттӗмӗр.

Во время страды нужно было ходить к бригадам, делали "красные уголки", о старательных тружениках готовили материал.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Писательсемпе художниксем, композиторсемпе артистсем, кинопа музей ӗҫченӗсем Ольга Ивановна патне туртӑнатчӗҫ.

Писатели и художники, композиторы и артисты, работники музеев и кино тянулись к Ольге Ивановне.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Теприсем вара тӑванне сӑпайлӑн, ансат пытараҫҫӗ пулин те ун патне килсех, вилтӑприне тирпейлесех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Хӑвӑртрах сывалса тухса каллех юлташӗсем патне кайма ӗмӗтленнӗ.

Мечтал о том, чтобы скорее выздороветь и вернуться опять к друзьям.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пурпӗрех пулӑшу памалла», — тесе салтаксем патне пулӑшу ыйтма чупнӑ.

Все равно нужно оказать помощь", - сказал он и побежал за помощью к другим солдатам.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вилме патне ҫитнӗ арҫын ачана разведчиксем тупнӑ.

Едва живого мальчика нашли разведчики.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кулленхи пулӑмсемпе ӗҫсенче хӑйне евӗрлӗхпе пысӑк пӗлтерӗш асӑрхаса ҫакна ачасем патне илсе ҫитерме тӑрӑшать Альбина Петровна.

Альбина Петровна замечает в обычных явлениях и в работах значимое, и это старается донести до детей.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех