Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Патша ӑна каланӑ: мӗн кирлӗччӗ сана, Эсфирь, эсӗ мӗн ыйтасшӑн? Ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та парӑп сана, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хама канаш паракансенчен ҫакна мӗнле пурнӑҫламалла-ши, мӗнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирӗн хушшӑмӑрта хӑйӗн ӑстӑнӗпе уйрӑлса тӑракан, пурте кӑмӑллакан-хисеплекен ҫын, пире чунтан парӑннӑскер, патша хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланаканскер, Аман, пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ: тӗнчере пӗтӗм йӑх-ӑру хушшине пӗр тӑшманла халӑх хутшӑннӑ иккен, ҫав халӑх хӑйӗн саккунӗ-йӗркипе кирек мӗнле халӑха та хирӗҫлет; ҫав халӑх, эпир тӗп-тӗрӗс те йӗркеллӗ тытса пыракан патшалӑх тата ан вӑйлантӑр тесе, патша хушнине нихӑҫан та хисеплемест-итлемест.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патшалӑх темле пысӑк пулсан та, патша хушӑвӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпе саланӗ, ун ҫинчен илтсен кирек мӗнле арӑм та хӑй упӑшкине хисеплӗ, ун сӑмахӗнчен иртеймӗ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эсӗ, питех те ырӑ пулнипе, вӗсене патшалӑх панӑ, анлӑ та пулӑхлӑ ҫӗр панӑ, анчах вӗсем унта та Саншӑн ӗҫлемен, хӑйсен усал ӗҫӗсене пӑрахман.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара патшалӑх ҫылӑхӗшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн тата Иудейӑшӑн парне кӳме ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх, ҫичӗ путек тата ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ; патша ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳме Аарон ывӑлӗсене, священниксене, хушнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑй аллинче патшалӑх ҫирӗпленсе ҫитсессӗн, вӑл патшана, хӑйӗн ашшӗне, вӗлернӗ чурасене вӗлерттернӗ.3. Когда утвердилось за ним царство, тогда он умертвил рабов своих, убивших царя, отца его.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль тӑшманӗсемпе Ҫӳлхуҫа Хӑй вӑрҫӑ вӑрҫнӑ тенине илтсессӗн, ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх та Турӑран сехӗрленсе ӳкнӗ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, аслӑлӑх та, хӑват та, чап та, ҫӗнтерӳ те, мухтав та — Санӑн, тӳпере, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — Санӑн; эй Ҫӳлхуҫа, патшалӑх та — Санӑн, Пурне те Тытса Тӑракан, Эсӗ — пуринчен те аслӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑй аллинче патшалӑх ҫирӗпленсе ҫитсессӗн, вӑл патшана, хӑйӗн ашшӗне, вӗлернӗ тарҫӑсене вӗлерттернӗ.5. Когда утвердилось царство в руках его, тогда он умертвил слуг своих, убивших царя, отца его.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иезавель, арӑмӗ, каланӑ вара: эсӗ ҫапла туса тӑрас пулсассӑн, Израильре мӗнле патшалӑх пулӗччӗ-ши? тӑр, апат ҫи те лӑплан; эпӗ сана Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине илсе парӑп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иеровоам хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: патшалӑх каллех Давид килне куҫма пултарать; 27. ҫак халӑх Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парне кӳме Иерусалима ҫӳреме тытӑнсассӑн, унӑн чӗри хӑйӗн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле ҫаврӑнӗ, вара вӗсем мана вӗлерӗҫ те Иудея патши Ровоам патне таврӑнӗҫ, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чиккисем таран пур патшалӑх та Соломон аллинче пулнӑ.21. Соломон владел всеми царствами от реки Евфрата до земли Филистимской и до пределов Египта.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Соломон патша вара Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса каланӑ: Адония ҫакӑн пек сӑмаха хӑйӗн пуҫне пӗтерме каламан пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр; 24. паянах, — мана тӗреклентернӗ, ман Давид аттемӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартнӑ, тата, Хӑй каланӑ пек, манӑн килӗме патшалӑх панӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, — Адония паянах вилӗме тивӗҫлӗ, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон патша хӑйӗн амӑшне ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн-ха эсӗ Адония валли Сунам хули хӗрне Ависагӑна ыйтатӑн? ун валли патшалӑх та ыйт: вӑл — манӑн пичче, тата унпа Авиафар священник та, Саруия ывӑлӗ Иоав [ҫарпуҫ та туслӑ], тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Саул кулянсах ӳкнӗ, ҫак сӑмах уншӑн кӑмӑллӑ пулман, вӑл ӗнтӗ: Давида вуншар пин, мана вара пиншер анчах пачӗҫ; ӑна патшалӑх кӑна ҫитмест, тенӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗлпулӑва йӗркелекенӗ — Ҫарӑмсан районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Василий Борисов студент.
Хусан ҫамрӑкӗсем пухӑнса хӑйсен смартфонӗсем ҫине чӑвашла сарӑм лартрӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11974.html
25. Пӗтермешкӗн Ҫӳлхуҫа сана тӑшманусен аллине парӗ; вӗсене хирӗҫ эсӗ пӗр ҫулпа тухӑн, тарасса вара вӗсенчен ҫичӗ ҫулпа тарса кайӑн; ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх тӑрӑх сапаланса пӗтӗн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшалӑх культура сферине пулӑшсах тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1614822