Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑнлантӑн-и, — терӗ Гек юлашкинчен, халапӑн чи пысӑк теми патне таврӑнса, — «иккӗмӗш номертен» виски ҫӗкленӗ ҫынсем укҫине те кӑларса кайнӑ.

— Так вот, — сказал Гек, опять возвращаясь к главному предмету, — кто унес бочонок виски из второго номера — унеси деньги.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫинех тӑракан хӗрарӑмсенчен комитет пулса тӑчӗ, вӗсем траурлӑ тумтирсем тӑхӑнса губернатор патне каяс та унӑн умӗнче макӑрса кӑмӑлне ҫемӗҫтерес, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ашак пултӑр, хӑй тумалли ӗҫе урипе таптаса хутӑр тесе, йӑлӑнса тархаслас, терӗҫ.

Избран был целый комитет слезливых дам, которые должны были облачиться в траур и идти плакать к губернатору, умоляя его забыть свой долг и показать себя милосердным ослом.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Метиса пытарни пӗрмаях ӳссе пыракан пӗр ӗҫе пӗтерсе хучӗ: Джо индееца каҫармашкӑн штат губернаторӗ патне петици тӑратас ӗҫе чарса лартрӗҫ.

Эти похороны приостановили дальнейший ход одного дела — прошения на имя губернатора о помиловании индейца Джо.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ӑна чирлекен патне вӑл кунне те, шӑматкун та, вырсарникун та кӗртмерӗҫ.

Но в спальню его не пустили; в субботу и в воскресенье он тоже не мог к нему попасть.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вӑл савӑнӑҫлӑ хыпарпа Бекки патне епле таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Он рассказал, как вернулся к Бекки и сообщил ей радостную новость.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫӗр айӗнчи шӑтӑк патнелле чуптарнӑ ҫын, миссис Тэчерӑн упӑшки патне ҫитсе, ӑна савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерме ӗлкӗрнӗ пулсан, миссис Тэчер пӗтӗмӗшпех телейлӗ пулнӑ пулӗччӗ.

Ей недоставало только одного: чтобы гонец, посланный в пещеру, сообщил эту радостную новость ее мужу.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шыраканӗсем нумайӑшӗ шырама пӑрахнӑ та хӑйсен яланхи ӗҫӗсем патне таврӑннӑ, паллах, ачасем тупӑнас ҫук ӗнтӗ, тесе шутланӑ вӗсем.

Многие из горожан бросили поиски и вернулись к своим обычным делам, говоря, что детей, видно, уж не найти.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сехри хӑпнипе унӑн ӳтӗнчи кашни мускулӗ вӑйсӑрланса кайнӑ, хӑйне хӑй вӑл ҫапла каланӑ: «Каялла, ҫӑлкуҫ шывӗ патне, таврӑнма вӑй ҫитет пулсан, эпӗ вара ҫавӑнтах юлатӑп, урӑх ҫӗре ниҫта та каймастӑп, ҫав Джо индеецпа каллех тел пулас марччӗ», — тенӗ.

От страха он совсем ослаб и сказал себе, что, если у него хватит силы дотащиться обратно до источника, он никуда больше не двинется, чтобы опять не наткнуться на индейца Джо.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем хыпашласа хӑйсен шывӗ патне утса ҫитнӗ.

Дети ощупью нашли дорогу к источнику.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Часах вӗсем пӗр ҫавӑн пек шӑтӑк патне пырса тӑнӑ та пӗр утӑм та малалла кайма пултарайман.

Скоро они дошли до такой ямы, что им пришлось остановиться.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки хӑй питне унӑн кӑкӑрӗ патне пытарса лартнӑ та, ун ҫумнелле тӗшӗрӗлсе ларса, хӑй мӗнтен хӑранине, хӑйӗн кая юлнӑ ӳкӗнӗвӗсене пӗтӗмӗшпех кала-кала кӑтартма пуҫланӑ.

Она спрятала лицо у него на груди, прижалась к нему, изливая свои страхи и бесполезные сожаления.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хайхи коридорпа кайсан, ачасем часах ытармалла мар хитре ҫӑлкуҫӗ патне пырса тухнӑ.

По этому коридору они скоро пришли к прелестному роднику.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ ӗнтӗ Томпа Бекки патне ҫаврӑнар.

Теперь вернемся к Тому и Бекки и посмотрим.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗпе миссис Тэчера йӑпатма хӑтланса, хӗрарӑмсем кунӗпех вӗсем патне ҫӳрерӗҫ; вӗсемпе пӗрле макӑрчӗҫ, ҫакӑ ӗнтӗ йӑпатса калакан сӑмахсенчен пуринчен те лайӑхрах пулчӗ.

Женщины навещали тетю Полли и миссис Тэтчер, стараясь их утешить; они плакали вместе о ними, и это было гораздо лучше слов.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Валлиецӑн хӑй патне пынӑ ҫынсене ҫав ҫӗрле пулнӑ истори ҫинчен каласа кӑтартма тиврӗ.

Валлийцу пришлось рассказать посетителям обо всем, что случилось ночью.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Валлиец хӑй патне пӳлӗмелле темиҫе ледипе джентльмена кӗртрӗ, вӑл шутра тӑлӑх арӑм Дуглас та пулчӗ.

Валлиец открыл дверь нескольким дамам и джентльменам, между прочим, и вдове Дуглас.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑвӑртрах шериф патне, апатне кайран та ҫиме ӗлкӗретер!

Ну, ступайте, да расскажите все это шерифу, а позавтракаете как-нибудь в другой раз!

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ каланӑ тӑрӑх, эпир вӗсене ӑҫта тытмаллине пӗлтӗмӗр, ҫавӑнпа та вӗсем патне ҫывӑхах йӑпшӑнса пытӑмӑр.

Мы знали, где их искать, с твоих же слов; подкрались на цыпочках.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вырсарникун ирхине, шуҫӑм киле пуҫласанах, Гек ту ҫинелле хӑпарчӗ те валлиец-старик патне пырса шаккарӗ.

В воскресенье утром, чуть только забрезжил свет, Гек в потемках вскарабкался на гору и тихонько постучался в дверь старика валлийца.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан хуллен, питӗ хуллен калаҫакан сасӑ, Джо индеец сасси, илтӗнсе кайрӗ: — Ҫӑва патне кайманскер!

Послышался очень тихий голос, говорил индеец Джо: — Черт бы ее взял!

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех