Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хаклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Хаклӑ (тĕпĕ: хаклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаклӑ вӑхӑт та перекетленет капла.

Куҫарса пулӑш

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Пысӑк, хаклӑ япала туяниччен тӗплӗн шухӑшлӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Пушӑ алӑпа пӗр ҫын та ҫук, пурте тенӗ пекех хаклӑ парнепе килнӗ — телевизорсем, ноутбук, пылесос е тата ытти техника хатӗрӗсем пуҫлӑхӑн ҫӑмлӑ аллине кӗрсе выртма хатӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа кашни ҫул тенӗ пекех тӗрлӗрен выставкӑсене хутшӑнса призлӑ вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, хаклӑ парнесене тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Чӑваш культуринче тӑван, тӑванлӑх пӗлтерӗшӗ ҫав тери хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ҫакӑн валли темӗнле хаклӑ препаратсем кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чӑваш халӑх поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине хисеплесе пуҫтарӑннисем хушшинче уйрӑмах хаклӑ хӑнасем: поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата ҫӑлтӑр-мӑшӑрӑн ывӑлӗ, литература критикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай — пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкая чӑн чӑвашла чыслама мӑшӑрӗпе ывӑлӗ хутшӑннӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/14860.html

Чирлӗ ачисене сиплесе вилӗмрен ҫӑлса хӑварма укҫа-тенкӗ ҫитереймен вӑхӑтрах миллиардерӗсем укҫине ниҫта хурайманнипе тӗнчипе чи чаплӑ та чи хаклӑ самолетсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ.

В то время, когда на лечение и на спасение больных детей не хватает финансовых средств, миллиардеры, которые не знают куда девать деньги, покупают самые дорогие в всем мире самолеты и яхты.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Унта республика ертӳҫисем Рустам Миннихановпа патшалӑх советникӗ Минтимер Шаймиев, ҫавӑн пекех Раҫҫейри, пӗтӗм тӗнчери культура, политика, экономика тата медиа тӗнчин паллӑ ҫыннисем хутшӑннӑ - Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов телеертӳҫӗсем, Григорий Ревзин историк тата журналист, Анна Михалкова актриса тата ытти хаклӑ хӑнасем.

В ней приняли участие первые лица республики: президент Рустам Минниханов и государственный советник Минтимер Шаймиев, а также видные российские, международные деятели культуры, политики, экономики и медиа - телеведущие Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов, историк и журналист Григорий Ревзин, актриса Анна Михалкова и другие дорогие гости.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Ӑна никам та хаклӑ парса илесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑл Санька аппашӑн шутсӑр хаклӑ.

Это для тети Сани очень дорого.

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Служба ӗҫӗсене тӳрӗ чунпа туса пынӑшӑн, преступленисене вӑхӑтра уҫса панӑшӑн алла ҫыхмалли сехет икӗ хутчен ятран панӑ, хаклӑ ытти парнепе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Халӑх пӗрлӗхӗ, туслӑхӗ — хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑн-кӗмӗлрен те хаклӑ вӑй.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хаклӑ машинсем те, хитре те пысӑк хваттерсем те сан шалти «чухӑнлӑхна» пуянлатаймаҫҫӗ.

Ни дорогие машины, ни большие квартиры не могут обогащать твою внутреннюю "бедноту".

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Фонотекӑшӑн чи хаклӑ магнит ленти — виҫҫӗмӗш летчик космонавтӑн Андриян Николаевӑн сасси.

Самая ценная магнитная лента для фонотеки - запись третьего летчика-космонавта Андрияна Николаева.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Милици майорӗн удостоверенине Яков Феофанович паянхи кунчченех чи хаклӑ документ вырӑнне упрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Юлашкинчен нумай ҫул аварисӗр ӗҫлекен водительсен пӗр ушкӑнне ЧР Шалти ӗҫсен министерствин ГИБДД управленийӗн, районти шалти ӗҫсен пайӗн ГИБДД уйрӑмӗн Хисеп грамотисемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

В завершении группу водителей с многолетним стажем, без аварийи правонарушений наградили почетными грамотами отдела вунутренних дел ГИБДД района, министерства управления внутренних дел ГИБДД ЧР и ценными призами.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Темрен те хаклӑ пулчӗҫ аттен сӑмахӗсем.

Отцовские слова стали дороже всего.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Хытса кайнӑ ҫӑкӑра алла илчӗ те темле хаклӑ япалана сӑнаса пӑхнӑ пек ҫавӑра-ҫавӑра пӑхрӗ.

Взяв в руки зачерствевший хлеб стала рассматривать так, как смотрят на самую дорогую вещь.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех