Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫи (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑра-ву-у-ул! – кӑшкӑрчӗ верандӑна сиксе тухнӑ дача хуҫи.

Кара-у-ул! - выскочив на веранду, закричал хозяин дачи.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Ку ҫурт хуҫи эпӗ! Сӗмсӗрсем, намӑссӑрсем, мӗнле лекнӗ эсир кунта! – тимӗр туйипе урайне шаклаттарчӗ утмӑлалла ҫывхаракан арҫын.

– Я хозяин этого дома! Нахалы, бессовестные, как вы попали сюда! - стучал по полу железной тростью мужчина, которому было примерно шестьдесят лет.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Фермӑна кайиччен килти ӗҫсене ӗҫлетпӗр, апат пӗҫерме, выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма ӗлкӗрмелле вӗт, – пӗлтерет кил хуҫи арӑмӗ Татьяна.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Кил хуҫи пӗр ӗҫрен те ӳркенменскер, вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, халӗ тырӑ склачӗн хуралҫинче вӑй хурать, мӑшӑрӗ Татьяна вара 20 ҫул ӗнтӗ доярка.

Хозяин, который не чурается никакой работы, в свое время работал в различных местах, нынче трудится сторожем на складе зерна, а супруга Татьяна уже 20 лет работает дояркой.

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Унӑн ҫӗнӗ хуҫи «Химпром» ПАО (Чӑваш Республики Ҫӗнӗ Шупашкар хули) пулса тӑчӗ.

Новой главой стал ПАО "Химпром" (Чувашская Республика, город Новочебоксарск).

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Анчах та ҫакӑншӑн тиркеме кирлӗ мар — вӗсенчен питӗ лайӑх кил хуҫи хӗрарӑмӗ пулать.

Но к этому не надо придираться - из них получатся отличные домохозяйки.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Хуҫи вунӑ ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ.

- Хозяин ушел из жизни десять лет назад.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Тумалановсем яланах тӗслӗх ҫемье шутланнӑ: ылтӑн алӑллӑ кил хуҫи кама кӑна пулӑшман-ши?

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тухатланӑ япалана ҫунтарсан хуҫи патне каялла ҫапла майпа таврӑнать тет, — ҫийӗнчех хуравларӗ вӑл.

Говорят, если предать огню наколдованную вещь, то колдовство возвращается хозяину, — сразу же ответила она.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫавӑн пекех ӳркенмен кил хуҫи теплицӑра тар юхтарнисӗр пуҫне халӑха чус-хӑмапа та тивӗҫтерет.

Кроме работы в теплицах трудолюбивый хозяин обеспечивает население и пиломатериалом.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Паянхи пурнӑҫра кам хӑвӑртрах, ҫаврӑнӑҫуллӑрах - унӑн ӗҫӗ те ӑнса пырать, - тет кил хуҫи Виталий Юрьевич.

- Ныне кто быстр и сообразителен - у того и работа ладится, - говорит домовладелец Виталий Юрьевич.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

— Вӗсен хунамалла, пурнӑҫ хуҫи пулмалла, тӑван тӑрӑха ҫӗнӗ шая хӑпартмалла.

— Им надо размножаться, быть хозяевами жизни, поднимать родную сторону на новый уровень.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Кил хуҫи Владимир Петрович, Енӗш Нӑрваш вӑтам шкулӗн автобус водителӗнче ӗҫлекенскер, кил-тӗрӗшре каскалама, юсама, мӗн те пулин ӑсталама маҫтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Мӑлатук ҫапма, алла пуртӑ тытса хӑма чутлама пӗлмен ҫынна чӑн кил хуҫи теме йывӑртарах пулӗ.

Человека, не умеющего стучать молотком, взять в руку топор и обтесать доску, трудновато назвать хозяином дома.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Кил хуҫи пӗрремӗш трактора тимӗр-тӑмӑртан ӑсталанӑ.

Хозяин дома первый трактор смастерил из металлолома.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ӑна машина панӑ ҫын, транспорт хатӗрӗн хуҫи, тӗлӗшпе те ҫирӗп яваплӑх пулӗ, — терӗ министр.

И в отношении отдавшего ему машину человека, владельца транспортного средства, будет строгая ответственность, — сказал министр.

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Килӗшмест кунашкал йышӑнупа ҫӗр хуҫи — унӑн ҫӑхавне район судӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кашни сӑнӳкерчӗк, хуҫи ҫинчен каласа парас пек, хӑй ҫине тӗмсӗлсе пӑхма хистет…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Такамсем сутуҫӑсене шӑнкӑравланӑ та хӑйсем пирки лавкка хуҫи тесе пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Лашан тусӗ ҫеҫ мар, унӑн хуҫи те пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех