Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пулса ҫитнӗ тулла ҫил урапа ҫинчен кӗлти-кӗлтипе, тӗмӗ-тӗмӗпе вӗҫтерсе кайнине курса, урнӑ ҫанталӑкпа кӗрешме ывӑнса, вӑл виҫӗ йӳплӗ сенӗкпе тем пысӑкӑш ҫӗклем тулӑ ҫӗкленӗ те, хӗвелтухӑҫнелле пӑхса, ҫиле хирӗҫ: «Эсӗ аплах вӑйлӑ пулсан, кӑна та вӗҫтерсе кай! Вӗҫтер, мур илесшӗ!» — тесе тарӑхса кӑшкӑрнӑ; — унтан, тула тиенӗ урапана тӳнтерсе ярса, тем-тем каласа вӑрҫса, пушӑллах киле таврӑннӑ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Сӑмаха ҫиле яма кирлӗ мар!
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑхӑтлӑха курӑннӑ хӗвел пӗлӗт хыҫне пытанчӗ, вара, сарлака ҫуначӗсемпе уҫӑ ҫиле яра-яра тытса, икӗ ҫеҫен хир ӑмӑрт кайӑкӗ ҫӳлелле ыткӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫеҫенхирти пӗверен ҫиле май хурсем какӑлтатни, кӑвакалсем тӗрлӗрен сасӑпа нартлатни, шыв чӑххисем хурлӑхлӑн йынӑшса кӑшкӑрни илтӗнет.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сарӑ ҫулӑм тӗслӗ каррар мраморӗнчен касса тунӑ евӗрлӗскер, вӑл чылайччен вилнӗ пек шак хытса тӑрать; хӗп-хӗрлӗ ҫӑмламас хӳрине хӑмӑр-кӑвак юр ҫине сарса хурать, тӗтӗм тӗслӗ хурарах ҫӑмлӑ шӗвӗрӗлсе пыракан пуҫне ҫиле хирӗҫ тытать те тӑрать вара ҫапла.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах Давыдов васкамасӑр, пурте пӑхса тӑнӑ ҫӗртех пӗр тӗлте чарӑнса тӑчӗ, ҫиле хирӗҫ ҫаврӑнса шӑрпӑкне чӗртрӗ.Но Давыдов не спешил, на виду у всех остановился закурить, повернулся спиной на ветер, зажег спичку.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хулара туяннӑ шахмӑт хӑми пек пусмаран ҫӗлетнӗ кепкине тыткаласа, вашлатса килекен ҫиле хирӗҫ хӑвӑрт утать вӑл.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Демид Молчун, пуҫне тискер кайӑк пек алӑк хушшинчен кӗрекен ҫиле хирӗҫ хунӑ та, шавлани ан илтӗнтӗр тесе, сӑхман аркипе витнӗ, хыҫалти тенкел айӗнче канлӗн ыйӑха тӑсать.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун хулпуҫҫийӗсем хыҫне чӗлӗм тӗтӗмӗ кӑн-кӑваккӑн явӑнса юлать, ҫиле хирӗҫ сирӗлсе ҫухалать.Из-за плеч его схватывался синий табачный дымок, таял навстречу.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗр ҫиле тӳртӗн ҫаврӑнкаласа тӑркаличчен пӗтӗмпех-пӗтӗмпех, ҫаппа-ҫарамас чухнехи пек, тумӗ айӗнчи мӗнӗпех, курса юлать вара патша ӑна самантлӑха, ҫӳллӗ те йӑрӑсскере, вунвиҫ ҫулхи чи вӑйлӑ ешерекенскере; курать унӑн пӗчӗк чӑп-чӑмӑр та ҫирӗп кӑкӑрӗсемпе ҫитса тӗрлӗ еннелле пайӑркӑн-пайӑркӑн карӑнтарнӑ ӗмкӗч пуҫӗн хӑпарӑнчӑкӗсене, хӗрупраҫла ҫавра хырӑмне, чашӑк евӗрскере, урисене аялтан пуҫласа ҫӳле ҫити уйӑрнӑ тарӑн йӗре, лере, купарча мӑкӑрӑлчӑкӗсем патнелле, икке пайланса каяканскере.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кимӗ вара ҫийӗнчех пӑявне татса ывӑтать те ҫиле май вӗҫе парать, эсир — шампӑрах шыва!Барка тотчас сорвана и летит по ветру, иногда вверх килем, а вы — в воде.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вара кунтах ҫӗр каҫмалла пулать иккен тенӗ, шухӑшӗпе татӑклӑн килӗшме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ землемер, — вӑрман ӑшӗнчен, ҫиле май, такам нӑйкӑшнӑ сасӑ илтӗннӗ.и помирился с мыслью о ночевке в лесу, слабый ветерок донес до него чей-то стон.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Санька ҫӗр ҫинчен лаптак чул кумккине йӑтса илчӗ, чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫиле хирӗҫ меллӗн вӑркӑнтарчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Манӑн мӗн пур сӑмахсем ҫиле каяҫҫӗ…
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пуҫне каҫӑртса, куҫне хӗссе хӗвел ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ вӑл, йӗри-тавралӑха, хӗвеле, ӑшӑ ҫиле, уҫӑ сывлӑша сӑнарӗ — чӑн-чӑн ҫуркунне ҫитнине ӗненмен пек пулса шӑршласа та пӑхрӗ.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн тери интереслӗ ҫулҫӳрев кӗтет вӗсене: кӗҫех вӗсем канӑҫсӑр тинӗсе тухӗҫ, тинӗс шывӗ мӗн тути каланине пӗлӗҫ, ҫиле хирӗҫ тӑрӗҫ, халиччен ӳкерчӗксем ҫинче е музейсенче ҫеҫ курнӑ бригсемпе фрегатсем, клиперсем сӑмсипе хумсене ҫурса ишнине пӑхса киленӗҫ.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ан кулян, вӑрҫӑ хирӗнче эпӗр Тамалтарӑпӑр вутлӑ ҫиле; Тӑшмана тӗп туса час килетпӗр, Эшелон килсе ҫитӗ киле.
Ирхине, шурӑмпуҫ ҫӗкленсессӗн // Максим Ястран. https://chuvash.org/lib/haylav/1917.html
Ҫиле май чӑнкӑ ҫыран тӗлӗнче шурӑ чайкӑсем вӗҫеҫҫӗ, шурӑ шыв кӑпӑкӗ вӗҫет.Белые клочья чаек и пены летали по ветру над звучными скалами.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнтах вӑл мана хӑйӗн халӗрех кӑна тунӑ ӗҫне кӑтартрӗ — Пушкин вилнӗренпе ҫӗр ҫул ҫитнине асӑнса ун ятне тумалли палӑк проекчӗ; Пушкин Нева шывӗ хӗррипе, ҫиле хирӗҫ шинелне варкӑштарса утать, пит-куҫӗ хавхаланнӑ та мӑнаҫлӑ унӑн.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951