Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ара, мӗнле амӑшӗн тӗпренчӗкӗ пирки кунашкал хыпар пӗлсен сехри ан хӑптӑр?
Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html
22. Иудӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнса кайсассӑнах, тӑшмансем хӑраса ӳкнӗ, Пурне те Курса Тӑракан курӑннипе вӗсен сехри хӑпнӑ: вӗсем тарма пуҫланӑ, пӗри унталла, тепӗри кунталла талпӑннипе нумайӑшӗ хӑйсене хӑйсемех пӗтернӗ, хӑйсен хӗҫҫи ҫинех пыра-пыра тӑрӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тӑшмансем Ионафан хӑйӗн ҫарӗпе ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнине илтнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вӗсен сехри хӑпсах тухнӑ, вара хӑйсен тапӑрне кӑвайт чӗртсе хӑварнӑ та пӑрахса кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Дамаск сехӗрленсе ӳкнӗ — тарма пуҫланӑ; ӗнтӗ сехри хӑпнӑ; вӑл ача ҫуратакан арӑм пек тертленнӗ, ҫапла асапланнӑ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, каялла тараҫҫӗ, паттӑррисем те пӗтрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тараҫҫӗ, пурин те сехри хӑпнӑ! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене хӑратман та, шиклентермен те, вӗсем хӑйсемех наркӑмӑшлӑ чӗрчунсем хӗвӗшнинчен, ҫӗлен-калта шӑхӑрнинчен сехри хӑпнипе тӗп пулнӑ, ӗнтӗ сывлӑш ҫине те пӑхма хӑранӑ — унран ниҫта та тарса каяйман: 10. хӑйне хӑй кӳнтелесе айӑплакан усаллӑх вӑл хӑравҫӑ, чун-чӗри канӑҫ паманран темӗнле тискерлӗх те шутласа кӑларать.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем пӗр самантра ҫука юлчӗҫ, ҫухалчӗҫ, сехри хӑпнипе пӗтрӗҫ!19. Как нечаянно пришли они в разорение, исчезли, погибли от ужасов!
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн пулса иртнине илтсен, чатӑрти ҫынсем пурте хӑраса ӳкнӗ, 2. вӗсен ӗнтӗ сехри хӑпса тухнӑ, пӗри те тӑванӗн куҫӗ умӗнче тытӑнса тӑман, вӗсем пурте тарма пуҫланӑ, айлӑмри тата ту-сӑрт ҫӗршывӗнчи пур ҫул тӑрӑх ҫын чупнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӑхсем илтрӗҫ те чӗтӗресе тӑраҫҫӗ: Филисти ҫыннисен сехри хӑпрӗ; 15. ун чухне Эдом пуҫлӑхӗсем аптӑраса ӳкрӗҫ, Моав ҫулпуҫӗсем сехӗрленчӗҫ, Ханаан ҫыннисем пурте хуйха ӳкрӗҫ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сехри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.