Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

опыт сăмах пирĕн базăра пур.
опыт (тĕпĕ: опыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи лайӑх ӗҫ тӗслӗхӗсем пур ӗнтӗ, ку вӑл Мускав, Тюмень облаҫӗсем пухнӑ паха опыт.

Лучшие практики уже наработаны, это опыт Московской, Тюменской областей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

«Сире суйлав иртсе кайнӑ ятпа саламлатӑп, анчах суйлав кампанийӗ вӗҫленнӗ ятпа мар. Лайӑх депутатшӑн ҫак кампани халӗ пуҫланать ҫеҫ -ха. Сире пурне те хӑвӑрӑн кулленхи ӗҫӗрпе суйлавҫӑсем йӑнӑшманнине ӗнентерсе пама, тепӗр суйлавччен пысӑк опыт пухма сунатӑп», — терӗ А.Цветков.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Пирӗн вара хальлӗхе ку енӗпе опыт ҫукрах, ҫавӑнпа наци культура пӗрлӗхӗсен /республикӑра вӗсем 34, вӗсенчен 24-не регистрациленӗ/ ертӳҫисем хӑйсен умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусен шутӗнче, тӗпрен илсен, йышпа пуҫтарӑнмалли пӳлӗм, вырӑн ҫукки, халӑхсен йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхине упраса хӑварасси тӗп тӗллев тесе палӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫамрӑк учительсем тӑрӑшса опыт пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Пирӗн республикӑра уникаллӑ палӑксемпе тата архитектура объекчӗсемпе усӑ курмалли уйрӑм опыт пухӑннӑ, вӑл пирӗн хӑнасемшӗн интереслӗ пулӗ тесе шанатпӑр», – палӑртрӗ Минтимер Шаймиев.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫакнашкал лайӑх опыт Хусанӑн пур – ҫак хулара архитектура палӑкӗсем мегаполисӑн хальхи инфраструктурипе килӗшсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пысӑк опыт пухнӑ М.Павлова, Р.Леонтьева, Н.Воробьева тата ытти выльӑх тухтӑрӗ Н.Яковлевшӑн чӑн-чӑн вӗрентекенсем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пӗрремӗш кун «Эстетика стоматологийӗ» ятпа ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ, ку енӗпе пуян опыт пухнӑ специалистсен доклачӗсене итлерӗмӗр, кулленхи ӗҫре кирлӗ паха информаци нумай пулчӗ унта.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малтан пухнӑ опыт мана халӗ пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Опыт пурри питӗ лайӑх

Очень хорошо, что есть опыт.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Смена программине пуян та интереслӗ тӑвас опыт пур аслисен.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Манӑн специалистсенчен опыт пухас, вӗсемпе ӗҫлес килет.

Мне хочется перенять опыт у специалистов, хочется работать с ними.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫарта пухнӑ опыт мана 70 ҫулта та нумай ыйтӑва татса пама, хастар пулма, ентешӗмсен тата Чӑваш Енӗн ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫлесе пуян опыт пухнӑ специалист вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫапах ӑнӑҫлӑ опыт та сахал мар.

Все же и хорошего опыта не мало.

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пирӗн Раҫҫейре экономикӑри, политикӑри, халӑх хуҫалӑхӗнчи йӗркесӗрлӗхсене тӳрре кӑларас енӗпе пуян опыт пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Каярахпа ҫак опыт пысӑк сцена ҫинче хама юрӑҫ пек тупма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Нумай ҫулхи опыт кӑтартнӑ тӑрӑх — ҫав лаптӑксенчен тухӑҫ тӑватӑ-пилӗк центнер сахалрах тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кашниех пысӑк опыт пухнӑ, хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал шутланать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Паллах, кунта ӑсталӑх, опыт кирлӗ.

Безусловно, здесь мастерство, опыт нужен.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех