Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫрӗ (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мелеховсен килне куҫа курӑнми виле килсе вырнаҫрӗ.

Незримый покойник ютился в мелеховском курене.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑша кӗрсе вырнаҫрӗ.

Вросла в меня.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пырса вырнаҫрӗ слесарь Штокман чапрас та вӑрӑм чӗлхеллӗ Лукешка патне.

Поселился слесарь Штокман у косой и длинноязыкой Лукешки.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иван Федорович вӑтаннипе хӗрелсе, хӑйне кӑтартнӑ вырӑна, икӗ хӗре хирӗҫ ларчӗ; Иван Иванович вара, хӑйӗн пӗлӳлӗхне кама каласа пама пуррипе чӗререн хӗпӗртесе, ун ҫумне вырнаҫрӗ.

Иван Федорович, краснея, сел на указанное ему место против двух барышень; а Иван Иванович не преминул поместиться возле него, радуясь душевно, что будет кому сообщать свои познания.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Озеров гварди майорӑн полк штабӗ передовойран километр ҫурӑра, Волоколамск шосси ҫинче ларакан Талица ялӗнче вырнаҫрӗ.

Штаб полка гвардии майора Озерова остановился в полутора километрах от переднего края — в деревне Талица, на Волоколамском шоссе.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унпа юнашар унӑн юратнӑ ами вырнаҫрӗ, уншӑн вӑл сентябрь уйӑхӗнче вилес пекех ҫапӑҫнӑччӗ.

Рядом легла его любимая лосиха, за чью любовь он смертельно бился в сентябре.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак ҫын пирки мӗн шухӑшлани ун асӗнче ҫирӗппӗн вырнаҫрӗ.

Все, что касалось этого человека, крепко легло в память.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗвел тухиччен ҫур сехет малтан Шаракшанэ батальонӗ Ҫӗнӗ-Рождественно ялӗн кӑнтӑр енчи ҫӑра чӑрӑш вӑрманне ҫитсе вырнаҫрӗ.

За полчаса до восхода солнца батальон Шаракшанэ сосредоточился в густом еловом лесу южнее деревни Ново-Рождествено.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кондратьев, бурка аркисене ҫӗклесе, шоферпе юнашар майланса вырнаҫрӗ, Сергей ҫинелле куҫ хӗссе илсе алӑкне хупрӗ.

Кондратьев, приподняв подол бурки, расположился рядом с шофером, подмигнул Сергею и закрыл дверь.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Андриян тӳрех летчиксем патне кабинӑна кӗрсе вырнаҫрӗ.

Андриян сразу же направился к летчикам в кабину.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Приказчик сентре ҫине хӑпарса вырнаҫрӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Приказчик устроился на лавочке и заснул.

II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ну, ачсемӗр, нумайлӑха вырнаҫрӗ курӑнать!

Ну, братцы, видно, надолго разместился!

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров полкӗ Мускав таврашӗнчи пӗр пысӑк яла вырнаҫрӗ.

Полк Озерова расположился в большом селе близ Москвы.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Володя хӑйӗн разведчикӗсене выртмалли чул вырӑн ҫине стена патнерех выртма хушрӗ, хӑй хӗррине вырнаҫрӗ.

Володя приказал своим разведчикам лечь к стенке на каменной лежанке, а сам пристроился с краю.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя вӑшт ҫеҫ ҫӳлти пусма картлашки ҫине хӑпарса кайрӗ те канлӗрех вырнаҫрӗ.

Володя мигом взлетел на верхнюю ступеньку, пристроился удобнее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ефим Леонтьевич вӑхӑтлӑха пирӗн обшежитине вырнаҫрӗ, ӑна пӳлӗм пачӗҫ.

Ефим Леонтьевич пока что остановился в нашем общежитии, ему дали комнату.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗн тетӗн эс, ҫапла вара хӑйех вырнаҫрӗ вӗт!

Что ты думаешь, так ведь и устроился!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Сюэ-чэн! — тем аса илнӗ евӗр, тӑстарарах чӗнчӗ те Сы-мин, арӑмӗ патне, ҫӳлӗ хыҫлӑ пукам ҫине, вырнаҫрӗ.

— Сюэ-чэ-эн! — вдруг, будто вспомнив что-то, крикнул Сы-мин и уселся рядом с женой на стул с высокой спинкой.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Господин мӗн хушни ун шӑм варринех кӗрсе вырнаҫрӗ тейӗн — икӗ хутчен пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ вирелле тӑрса кайнӑ евӗрех пулчӗ.

Приказ пронзил его до мозга костей — он дернулся два раза, и волосы у него, казалось, стали дыбом от ужаса.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Ай-гу, ҫурла пек кукӑр, «саккӑр» цифрӑна палӑртакан иероглиф евӗр урисене сарса, сулахай енчен Ба-саньпе юнашар вырнаҫрӗ.

Ай-гу села слева от отца, выставив свои туфельки с загнутым, как серп, носком, прямо перед Ба Третьим.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех