Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшларӗ (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫав Стоян, — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, — халапри пӑлхар гайдуйӗн чӑн-чӑн сӑнарӗ.

«Этот Стоян, — думал он, — настоящий гайдук, легендарный болгарский гайдук.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑр ухмах пулас вӑл, чӑнах», — шухӑшларӗ Огнянов.

И, кажется, набитый дурак к тому же», — подумал Огнянов.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр хӳтӗ вырӑнта канма ларса, хӑйӗн хальхи ӑраскалӗ пирки шухӑшларӗ.

В одном укрытом от ветра месте он присел отдохнуть и обдумать свое положение.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗскӗне тертлентеретӗп-ҫке», — шухӑшларӗ вӑтаннӑ хӗр.

Только мучаю беднягу», — подумала девушка, устыдившись.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Огнянов мӑнастирте ҫуккине пӗлчӗ-шим вара вӑл?» — шухӑшларӗ хӗр-манах Радӑна сӑнасарах пӑхса.

«Неужто эта негодница узнала, что его нет в монастыре?» — подумала монахиня со злобной досадой и, смерив девушку испытующим взглядом.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Огнянов ҫавӑнта пулмалла», — тесе шухӑшларӗ Рада, полицейскисем шӑпах ҫав самантра Дария хаджи пӳлӗмӗ патнелле ҫывхаратчӗҫ.

Скорее всего, Огнянов был там, а полицейские уже приближались к келье Хаджи Дарии.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тем пулас-килесрен Огнянова ҫав ирхинех арестлеме хушрӗ, унсӑрӑн вӑл тухса тарӗ е тата темле инкек кӑтартӗ тесе шухӑшларӗ.

Огнянова он велел на всякий случай арестовать рано утром, чтобы тот не успел убежать или натворить еще чего-нибудь.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Енчен Бойчо тӗрмере мар пулсан, Соколовран пӗлетӗпех вӑл ӑҫта иккенне», — тесе шухӑшларӗ Натанаил, тухтӑр картишне чупса кӗнӗ май.

«Если Бойчо еще не в тюрьме, я узнаю от Соколова, где он», — подумал Натанаил, вбегая во двор к доктору.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ӗҫ начар иккен те, ҫапах шанчӑк пур-ха», — тесе шухӑшларӗ те игумен, ҫавӑнтах Соколов тухтӑр патне васкаса кайрӗ.

«Плохо, но еще есть надежда», — сказал себе игумен и бегом направился к доктору Соколову.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун мӑшкӑлӗшӗн кусем айӑплӑ тесе шухӑшларӗ вӑл.

Решил, что это они виновники его позора.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ҫав сӗтӗрӗнчӗкӗн хушамачӗ Огнянов марах ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Стефчов, — Лозенград ҫынни те мар, ку пӗрремӗш тейӗпӗр, иккӗмӗшӗ, Петканчовӑ урамӗнче никама та мар, ӑнах хӑваланӑ, саккуна хирӗҫ ҫырнӑ листовкӑсем те унӑнах пулнӑ.

«Да, фамилия этого бродяги не Огнянов, — думал Стефчов, — и родом он вовсе не из Лозенграда, это первое; во-вторых, на Петканчовой улице гнались за ним, и крамольные листовки принадлежали ему.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Темле таса мар ӗҫ пурри пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук, тесе шухӑшларӗ вӑл.

Нет, тут дело нечисто, это ясно…

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бойчо Огнянов вӑл вӑрттӑн хушамат та пулма пултарать, тесе шухӑшларӗ вӑл, эппин, ҫавӑн пек хушамата сӑлтавсӑрах та йышӑнман пуль-ха, тен, ют ятпах пытанса пурӑнать пуль.

Судя по всему, под именем Бойчо Огнянов скрывается кто-то другой, и скрываться у него есть причины.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Манол мучи хӑй ывӑлӗпе савӑнма пултарать, тесе шухӑшларӗ вӑл.

Он думал, что дед Манол может гордиться таким сыном.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ӑсран каймарӗ-и вӑл?» — тесе шухӑшларӗ тияккӑн.

«Уж не сошел ли он с ума?» — подумал дьякон.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пикеҫӗм, эпӗ ыр ҫын мар; Пурнап чӑтлӑхсенче; — питӗ тӗрӗс, чӑтлӑхсенче, ҫавӑнпа та манпа ан пыр, тет, Пурнӑҫӑм та хӑруш, хаяр, — мӗншӗн тесен, чӑтлӑх вӑрмансенче тискер кайӑксӗм вӗт, — Ӗмӗр иртет кичем, — ку тӗрӗс мар, ачасем, кичем пулмасть, анчах эпӗ вӑл вӑхӑтра шухӑшларӑм, вӑл та шухӑшларӗ; анчах эпӗ пур-пӗрех хамӑнне калатӑп:

О дева, друг недобрый я; Глухих лесов жилец, — совершенная правда, глухих лесов, потому, говорит, не ходи со мною, Опасна будет жизнь моя, — потому что ведь в глухих лесах звери, — Печален мой конец, — это неправда, дети, не будет печален, но тогда я думала и он думал; но все-таки я отвечаю свое:

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Паллах, Кирсанова ҫинчен ыйтсан, Катерина Васильевна малтанах вӑл Вера Павловнӑна юратса пӑрахнӑ пулӗ, тесе шухӑшларӗ.

Конечно, первая мысль Катерины Васильевны была тогда, при первом его вопросе о Кирсановой, что он влюблен в Веру Павловну.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Мӗншӗн-ши? — шухӑшларӗ старик, — килӗшмелли каччӑ.

«Почему ж? — думал старик, — подходящая партия.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кам урлӑ пӗлме пулать-ши?» — шухӑшларӗ вӑл.

И через кого же лучше узнать?» — подумал он.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Вӑн мӗнле! — шухӑшларӗ Бьюмонт, — нивушлӗ вӑл ҫаксене те пӗлет? — ку ӗнтӗ интереслӗ».

«Вот как! — подумал Бьюмонт, — неужели она дошла до этого? это становится интересно».

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех