Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялта сăмах пирĕн базăра пур.
ялта (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хуҫалӑх продукцийӗ йӳнӗ пулни ялта пурӑнакансене ура хурать.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫамрӑксенче пуласлӑх тетпӗр, ялта ӗҫлесе пурӑнакан яшсемпе хӗрсенче вара вӑл уйрӑмах.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Ялта та лайӑхах пурӑнма пулать», – тет вӑл кӑмӑллӑн.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ялта Николаевсен ҫемйи хисепре.

Куҫарса пулӑш

Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ялта ӗҫ пулмасан та мӑнтарӑн халӑхӗ культура вучахне упраса хӑварасшӑн тапаҫланать.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

1986 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе ялта ҫӗнӗ клуб лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ялта манӑн тантӑшсем юлман ӗнтӗ.

В деревне у меня друзей не осталось.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Техника час-часах ҫула тухать: пӗр-пӗр ялта уйрӑм ҫыннӑн выльӑхӗ чирлесе ӳкнӗ-и – вӑхӑта вӑраха ямасӑр чӗннӗ ҫӗре ҫитме васкаҫҫӗ.

Техника часто выходит в дорогу: заболела ли скотина у отдельно взятого человека в деревне - не теряя времени торопятся по вызову.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Хресченӗн ҫӑмӑл мар пурнӑҫне курнӑ май вӗсен ялта мар, хулара тӗпленес килет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫемье бюджетне пысӑклатма май ҫук пулсан камӑн ялта тӑрӑшас килтӗр?

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Яланхи ӗҫ ҫук пирки хресчен ялта выльӑх усраса тупӑш илессишӗн пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Ялта пурӑнма лайӑх, сӗчӗ те ашӗ те, пахчаҫимӗҫӗ те, улми те хӑвӑрӑн», – теҫҫӗ хулара пурӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Юрий - ялта, вӑл хӑйӗн хресчен /фермер/ хуҫалӑхне йӗркелесе янӑ.

Юрий — в деревне, обзавелся своим крестьянским (фермерским) хозяйством.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Новый путь» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫипе профком производствӑна аталантарнипе пӗрлех ялта пурӑнакансен канӑвне йӗркелес, физкультурӑпа спорта аталантарас ыйту ҫине тимлӗх уйӑрать: волейбол, футбол, шашка-шахмат вӑййисене аталантарас ӗҫре спонсорла пулӑшу парать.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Паллах, ялта пурӑнакан арҫынсем кашниех уйрӑм.

Конечно, мужчины, живущие в деревне все разные.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

2015 ҫулта ялта пурӑнакансен вӑтам ӗҫ укҫи 14636 тенкӗпе танлашнӑ.

В 2015 году средний доход деревенских мужчин было равно 14636 рублей.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялта ҫуралнисенчен ытларахӑшӗ хулана пурӑнма куҫать.

Многие из родившихся в деревне переселяются жить в город.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялта пурӑнакан ҫынсем пирки калас пулсан, вӗсем апата тиркемеҫҫӗ, мӗн пуррипе апатланаҫҫӗ.

Если говорить об деревенских жителях, то они к еде неприхотливы, питаются тем, что есть.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Шел пулин те, ялта пурӑнакан арҫынсем ытларах вилеҫҫӗ, малтанхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулта 4,2 пин ҫын ҫӗре кӗнӗ.

К сожалению, среди мужчин из сельской местности смертность выше, по предыдущей статистике в 2015 году 4,2 тысяч человек умерло.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Уйрӑлакансем вара - 30-34 ҫулхисем, вӗсенчен 28 проценчӗ - ялта пурӑнакансем.

В числе разводящихся - 30-34 летние, из них 28 процента - сельчане.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех