Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуллен сăмах пирĕн базăра пур.
хуллен (тĕпĕ: хуллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗармеецсен речӗсем тӑрӑх хуллен пӑшӑлтатнӑ сасӑсем чӳхенсе ҫӳрерӗҫ, анчах нихӑшӗ те пӗр сӑмах ҫӑвар туллин каламарӗ, пӗри те строй умне тухакан пулмарӗ…

По красноармейским рядам рябью прошел тихий шепот, но никто не сказал полным голосом ни одного слова протеста, ни один не изломал рядов…

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫенӗкре Григорий ҫывӑхӗнчен иртнӗ чух ,вӑл утнӑ ҫӗртех ун ҫумне кӑкӑрӗпе тӗршӗнчӗ, хуллен пӑшӑлтатса каларӗ:

Проходя в сенцах мимо Григория, на лету прижавшись к нему грудью, шепнула:

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Комиссар, питне-куҫне пӗркелентерсе, хуллен пӑшӑлтатса каларӗ:

Комиссар, нахмурясь, шепотом добавил:

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавракарах йывӑр, ҫуллахи майлӑ шурӑ пӗлӗтсем кӑнтӑр енчен акӑшсем пек хуллен ишсе иртеҫҫӗ.

Округло-грузные, белые, как летом, лебедями медлительно проплывали с юга облака.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак мулаххайне хаяррӑн пусса лартрӗ те, коридора лӳпперрӗн йӑраланса тухса, алӑка хуллен хупса хучӗ; анчах коридорта, ҫиллине ирӗк парса, тулти алӑка пӗтӗм вӑйпа шалтлаттарса хӑварчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр пилӗк минут пулӗ урайпа чӳрече янаххи ҫине штукатурка тӑкӑнса тӑчӗ.

Казак остервенело нахлобучил малахай, глыбой вывалился в коридор, тихонько притворил дверь; но зато в коридоре развязал руки гневу и так хлопнул выходной дверью, что штукатурка минут пять сыпалась на пол и подоконники.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑшман ҫӗкленӗ хӗҫе вӗлт ҫеҫ ҫапса ывтӑнтарса яма е кӗскен, хуллен сӗртӗнсе илсех, аллине хускалми тума сайра ҫын вӗренсе ҫитме пултарать.

Есть прием, очень немногим дающийся, как еле заметным движением выбить у врага оружие или коротким, несильным прикосновением парализовать руку.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий пӗр минут пек чӳрече ҫинчи герань чечекӗн патрак тураттисене хуллен хуҫкаласа тӑчӗ, унтан хӑвӑрт крыльца ҫине тухрӗ.

С минуту стоял Григорий, обламывая хрупкие веточки гераней на окне, потом проворно вышел на крыльцо.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро кӗлетки хуллен ирӗлсе пырать, ун айӗнче шупка хӗрлӗ шыв кӳлленет.

Петро медленно оттаивал, под ним стояла лужица розоватой воды.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шурӑ ярӑмлӑ юр мамӑкӗпе хутӑшса кайнӑ хура тӗтӗм сухаланӑ хирте хуллен ҫӗкленсе сарӑлчӗ, унтан паштах йӑтӑнса анса, хыт курӑк тӗмӗсем ҫине тӗршӗнсе выртрӗ.

Черный дым в белом лучистом оперенье снега медленно взвернулся над пашней, рухнул, стелясь и приникая к бурьянам.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун хыҫӗнчен казаксем хуллен кӑштӑртатса тухрӗҫ.

За ним с глухим шорохом высыпали казаки.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хуллен пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ.

Переговаривались шепотом.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хуллен кӑна картишне, крыльца умне кӑкарса хунӑ лаши патне, утса тухрӗ.

Он потихоньку вышел на баз, к причаленному у крыльца коню.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ ӗнен ак! — йӑл кулса илсе тата хӑйӗн аллисене Иван Алексеевич аллисенчен хуллен вӗҫертсе, хулӑн сасӑпа каларӗ Штокман.

— А ты поверь! — улыбаясь и мягко освобождая свои руки из рук Ивана Алексеевича, басил Штокман.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий чӗри кӑртлатса тапнине, пучахсем хуллен пӑшӑлтатса чӳхеннине илтрӗ, ҫӗр чиккинче юмахри пек эрешленсе ашкӑракан курӑксене, чӗрене чӗпӗтсе ыраттармалла кӑвак тӳпене курчӗ.

А Григорий слышал биение своего сердца, певучий шорох колосьев, видел сказочный расшив трав на меже, щемящую голубизну небес.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче шырлансенче юр кӗрчӗсем хуллен чӑштӑртатса ишӗле-ишӗле анчӗҫ.

В полдень в ярах с глухим шумом рушились снежные оползни.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле пулӑшас-ха? — пӑлханса, тем пирки хуллен пӑшӑлтатса ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич.

— Как так — пособить? — с тревогой, почему-то шепотом спросил Пантелей Прокофьевич.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон тӑрӑх таҫта инҫетре, Усть-Хопертан леререхре пулас, тупӑсем хӗнтӗртетни тата питӗ хуллен (хӑлхана шӑннӑ ҫӗр ҫумне тытса итлеме тиврӗ) пулеметсем тӑкӑртатни киле-киле илтӗнчӗ.

Слышно было по Дону, как где-то, не ближе Усть-Хоперской, глухо гудели орудия и совсем тихо (нужно было припадать ухом к промерзлой земле) выстрачивали пулеметы.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӑлха кунчи ҫыхса ларакан Дуняшка, куҫне йӗпсем ҫинчен ҫӗклесе, хуллен пӑшӑлтатса каларӗ:

Дуняшка, надвязывавшая паголенок чулка, подняла от спиц голову, шепотом сказала:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Старик Григорие чӗркуҫҫийӗнчен тӗксе илчӗ, хуллен пӑшӑлтата пуҫларӗ:

— Старик тронул колено Григория, зашептал:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗлтӗркке ҫулҫӑсем хуллен вӑштӑртатса ҫӗр ҫине ӳкнӗрен тип ҫырма тӑрӑх сарӑ ҫил-тӑман вӗҫтернӗ пек туйӑнать.

По балке желтая порошила метель: листья с шепотом ложились на землю.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех