Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Васильевич тата Аньхой провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн заместителӗ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечӗ тата Китайри Аньхой провинцийӗн Халӑх правительстви суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника тата гуманитари енӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Каярахпа биологи енӗпе те аслӑ пӗлӳ илчӗ.

Чуть позднее получил высшее образование по направлению биологии.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чичикин строительствӑна, тракторсем пухас ӗҫе 7 ҫул, ытти вуншар объекта хута яракан организацисене парти енӗпе ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак тапхӑрта Юрий Александрович шӑл тухтӑрӗсен ӗҫ условийӗсене лайӑхлатас, пациентсен кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме май паракан условисем туса хурас тӗлӗшпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ, ку енӗпе халӗ те куллен ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пӗрремӗш кун «Эстетика стоматологийӗ» ятпа ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ, ку енӗпе пуян опыт пухнӑ специалистсен доклачӗсене итлерӗмӗр, кулленхи ӗҫре кирлӗ паха информаци нумай пулчӗ унта.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хӗрӗм спорт гимнастики енӗпе спорт мастерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ку енӗпе «Ядринмолоко», Тӑвайри «Акконд-Агро», Комсомольскинчи «Тав» фирмӑсен опытне ырӑ енчен палӑртас килет.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑл е ку проекта сӳтсе явнӑ вӑхӑтра ытти регион ҫак енӗпе мӗн тунипе кӑсӑкланатпӑр.

При обсуждении того или иного проекта мы интересуемся положением дел в других регионах.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Манӑн та вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ял хуҫалӑхӗ енӗпе аслӑ пӗлӳллӗ специалист профессине илес кӑмӑл пур.

И у меня после окончания средней школы есть желание получить высшее образование по профессии сельскохозяйственного специалиста.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хальхи ачасем ку енӗпе ӳрӗкрех ҫав.

Сегодняшние дети по этой части вялы.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Спортӑн тӗрлӗ енӗпе занятисем ирттерме хӑтлӑ лапам, хоккейла вылямалли лаптӑк тунӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Капмаррӑн курӑнать пӗлӳ «карапӗ» // Владимир ФЕДОРОВ. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Интернетри сайта йӗркелесе тӑрас енӗпе пухнӑ опытпа ӗҫтешӗсене «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Михаил Арланов паллаштарнӑ.

Накопленным опытом по урегулированию сайта в интернете ознакомил своих коллег директор и главный редактор издательского дома "Хыпар" Михаил Арланов.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӑл регионти МИХсем республика хыпарӗсене «Яндекс. Ҫӗнӗ хыпарсем» системӑра индексацилес енӗпе эффективлӑ ӗҫленине пӗлтернӗ.

Она сообщила, что СМИ эффективно работают по индексации республиканских новостей в системе "Яндекс. Свежие новости".

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

ШӖМ кӑҫал ку енӗпе 36 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, тӑкак — 8,5 миллион тенкӗлӗх.

В этом году по этой линии МВД возбудило 36 уголовных дел, убыток составил 8,5 миллионов рублей.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Михаил Игнатьев социологи ыйтӑмӗсем граждансем влаҫ органӗсен коррупципе кӗрешес енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫне ырӑпа хакланине, республикӑра ку енӗпе кирлӗ норма-право акчӗсене йышӑннине палӑртрӗ.

Михаил Игнатьев отметил, что социологический опрос граждан показал хорошую оценку органов власти по борьбе с коррупцией, что в республике приняты нормативно-правовые акты по этому делу.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ку енӗпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫаруллӑрах пулмалла, мероприяти тӗллевӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ кашни ҫӗр ӗҫчене пырса тивнине ӗнентермелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Иртнӗ ҫулсенче Раҫҫее чикӗ леш енчен илсе килнӗ электрооборудованирен пӗр енӗпе те кая мар изделисем туса кӑларӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ку енӗпе ятарлӑ «Дива» кӗнеке-альбом та тухрӗ.

По этой линии и специальная книга-альбом "Дива" вышла.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ку — сӑнӳкерчӗксен центрӗ, фото енӗпе ӗҫленӗ ӑстасен ячӗсене упраса хӑвармалли, фотоӳнер искусствипе кӑсӑкланакан ҫамрӑксен шкулӗ, фотографсен ятарлӑ куравӗсене йӗркелемелли тата пултарулӑх ӗҫченӗсем тӗл пулмалли вырӑн.

Это будет центром фотоснимков, местом сохранения имен мастеров работавших в сфере фото, молодежной школы, интересующихся искусством художественного фото, проведения специальных выставок и встречи творческих работников.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех