Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
90-мӗшсен пуҫламӑшӗнче — ЧР Аслӑ Канашӗн депутачӗ, Культура, чӗлхе, вӗрентӳ тата нацисен хушшинчи ҫыхӑнусем енӗпе ӗҫлекен яланхи комисси председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Хаҫата ҫырӑнтарас, унӑн витӗмлӗхне ӳстерес енӗпе кирлӗ сӗнӳсем парса каярахпа та нумай пулӑшрӗ Валерий Иванович редакци коллективне.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ку енӗпе Канаш, Елчӗк, Комсомольски, Куславкка, Тӑвай, Шӑмӑршӑ районӗсем малта.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Куславкка, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Пӑрачкав, Комсомольски районӗсенче ку енӗпе аван ӗҫлесе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Республикӑра ку енӗпе лару-тӑру мӗнлерех-ха?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ял ҫыннисем тӑван кӗтесе тирпей-илем енӗпе малашне те пӑхса тӑма пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илемшӗн тӑрӑшрӗҫ // Роза ГАВРИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ, Чӑваш Ен ку енӗпе ытти регионсенчен малта пырать.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ялта та хулари пекех пурӑнма майсем туса парас енӗпе пӗтӗмпех пурнӑҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем халӑха хумхантаракан ҫивӗч те пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас енӗпе витӗмлӗ йышӑнусем тума пултарнинчен ытларах чухне граждансем хӑйсене мӗнлерех туйни тата вӗсем влаҫӑн мӗнпур органӗн ӗҫ-хӗл эффективлӑхне пӗтӗмӗшле хак пани килет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӗҫ коллективӗсемпе иртнӗ тӗлпулусенче «2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу парасси», «Вырӑнти тата территориллӗ обществӑлла самоуправлени органӗсен тирпей-илем кӗртес енӗпе тумалли задачисем тата граждансене ҫак ӗҫе хутшӑнтарасси, Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси», «Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленесси», «Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттересси» ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пирӗн районта спорт ӑмӑртӑвӗсем чӑнах та питӗ нумай, анчах вӗсен йышӗнче сӗтел ҫи теннис енӗпе иртекеннисем сахаллине калаҫҫӗ ку вӑйӑпа «чирленисем».

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Муркаш, Чуманкасси, Ҫатракасси, Оринин ял тӑрӑхӗсен, «Сова» автошкулӑн, «Оринино» хуҫалӑхӑн командисем тата «Витязь» команда - ҫаксем хутшӑнчӗҫ сӗтел ҫи теннис енӗпе иртнӗ район чемпионатне.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Форум кӑтартӑвӗсем тӑрӑх агропромышленноҫ комплексне аталантарас енӗпе партин суйлав умӗнхи программине кӗртмелли сӗнӳсем хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр участокӗсемпе тивӗҫтерес енӗпе аван ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Тӑвай районӗн 2016 ҫулхи пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем енӗпе 229385 пин тенкӗ суммӑпа йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Сӑнӳкерчӗкре: «Чӑваш Ен сӑррисем» конкурс ҫӗнтерӳҫине Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ, «Единая Россия» партин Генеральнӑй канашӗн президиумӗн членӗ Алена Аршинова чыслать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ пухӑннисем умӗнче чӑвашла калаҫнӑ, хӑйӗн регионӗн илемлӗхӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарнӑ, курава хутшӑннисемпе финалистсене саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Регионти «Чӑваш Ен сӑррисем» проект 2016 ҫул пуҫламӑшӗнчен Раҫҫей Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ, «Единая Россия» партин Генеральнӑй канашӗн президиумӗн членӗ Алена Аршинова йӗркелесе пынипе пурнӑҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

«Пирӗн продукцие ют ҫӗршывсене сутас енӗпе хастартарах ӗҫлемелле», - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех