Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

спектакль сăмах пирĕн базăра пур.
спектакль (тĕпĕ: спектакль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвӑн вӑюпа спектакль лартас килмест-и?

- Тебе не хочется поставить спектакль своими силами?

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ятарласа виҫӗнсе пӑхман, анчах Петр Садовниковпа иксӗмӗр спектакль хыҫҫӑн 2-3 килограмм чакнине туйрӑмӑр.

Специально не взвешивались, но нам Петром Садовниковым после спектакля казалось, что мы похудели на 2-3 килограмма.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Спектакль хыҫҫӑн ывӑннипе кравать ҫине йӑванас килмест-и?

Не хочется ли после спектакля свалится в кровать от усталости?

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Авланиччен хӗрсем спектакль хыҫҫӑн сцена ҫине хӑпарса сана чечек ҫыххи парнеленине, унта ҫыру хунине те илтнӗччӗ.

— Я слышала, что до твоей женитьбы девушки после спектакля поднимались на сцену и дарили вам охапки цветов с письмами внутри.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Спектакль сцена ҫинчен 20 ҫул каймарӗ.

Спектакль шел на сцене в течении 20 лет.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

«Арлезианка» спектакль премьери пулсанах /унта эпӗ тӗп сӑнара Фредерие калӑпларӑм/ мана ҫара илчӗҫ.

После премьеры спектакля "Арлезианка" (я там исполнял главную роль Фредерии) меня забрали в армию.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Шкул программине кӗрекен чӑваш драматургӗсен пьесисем тӑрӑх спектакль лартса атте-анне чӗлхи вӗренекенсен чӗри варне ӗмӗрлӗхе кӗрсе вырнаҫтӑр тесе чунтан парӑнса ӗҫлетчӗ.

Ставила спектакли по пьесам чувашских драматургов, которые входили в школьную программу, от всей души хотела, чтобы язык наших матерей и отцов на века вошел в сердца своих учеников.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Куракансем ҫакна тӳрех асӑрхарӗҫ, дисксен хуплашкисем ҫине «илемлӗ фильм» тесе ҫырнӑ пулин те вӗсене «спектакль» тесе хакларӗҫ.

Зрители это сразу заметили, если даже на обложках дисков написано "художественный фильм" их оценили как "спектакль".

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Чӑвашкиновӗн ӗҫне театрта ӗҫлекен режиссерсемпе драматургсем явӑҫнӑранах-тӑр — фильмсем ытларах спектакль евӗр ӳкерӗнчӗҫ.

Возможно из-за того, что в работе чувашкино занимались режиссеры и драматурги театра - фильмы чаще получились как спектакли.

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Спектакль те Вальӑпа Илле мучи /Валерий Софронов/ картана юсанинчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑваш, вырӑс халӑхӗн историйӗпе паллаштаракан спектакль паян та — Янӑшсен визит карточки шайӗнче.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — Валерий Яковлев режиссер Ӗпхӳре иртнӗ Тӗрӗк халӑхӗсен театрӗсен фестивальне «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗлтӗр, Раҫҫейри Литература, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗнче, драма коллективӗн хастарӗсем классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмипе ӗҫлерӗҫ, «Хушӑлкара» пысӑках мар спектакль хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Вӑтӑр ҫул каялла чӑмӑртаннӑ, тӑватӑ ҫул каялла «халӑх» ята тивӗҫнӗ «Романтиксем» драма коллективӗ, ӑна Алена Бажбенова ертсе пырать, пирки кашни спектакль хыҫҫӑн ырӑ сӑмах илтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Спектакль пуҫлансан куракан шӑп-ланать те тимлӗ пӑхса итлесе ларать.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Спектакль вӑхӑтӗнче халӑх умӗнче труҫҫи таран хывӑннӑ чухне хӑвна еплерех туятӑн?

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Спектакль вӑхӑтӗнче тӑрантас ҫине хӑпарнӑ чухне шӑлавар пӗҫҫи шатӑрт! ҫурӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Спектакль вӑхӑтӗнче кулӑшла пӑтӑрмаха лекесси те пулать...

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— Юлашки ҫулсенче сана кашни спектакль хыҫҫӑн тенӗ пекех пӗр чиперук ытама вырнаҫман чечек ҫыххи парнелет.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Драма театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ялти клубра анне ячӗпе пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ тӳлевсӗр спектакль лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех