Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Эсӗ Таса Сывлӑш урлӑ Хӑвӑн чурун, пирӗн Давид аттемӗрӗн, чӗлхипе ҫапла каланӑ: «суя тӗнлисем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, халӑхсем мӗншӗн кӑлӑх пулассине пуҫӑнаҫҫӗ-ши?
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Петр каланӑ вӗсене: ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр: 39. пама пулни сире, сирӗн ачӑрсене тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр чӗнсен, аякрисене те пурне те тивӗҫлӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ; 17. ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ; 18. анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ; 19. Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вӗсене каланӑ: Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртнӑ вӑхӑта е тапхӑра эсир пӗлме пултараймастӑр; 8. хӑвӑр ҫине Таса Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эй Феофил, пӗрремӗш кӗнекемре сана эпӗ Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен, мӗне вӗрентни ҫинчен пуҫламӑшӗнченех тытӑнса, Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Таса Сывлӑш урлӑ малашне мӗн тумаллине хушса хӑварса, тӳпене ҫӗкленнӗ кун таранчченех ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унта халсӑр тӑвакан усал сывлӑш ернипе вунсакӑр ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ: вӑл кукленсех аннӑ пулнӑ, тӳрӗ тӑма пултарайман.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвӑра синагогӑсене тӳресемпе пуҫлӑхсем умне илсе пырсан, мӗнле хуравласси, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр: 12. мӗн каламаллине сире ҫав сехетре Таса Сывлӑш вӗрентӗ, тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет — тупаймасть те: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухне Иисус Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа хавхаланса ҫапла каланӑ: эй Аттем, эй тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи!21. В тот час возрадовался духом Иисус и сказал: славлю Тебя, Отче, Господи неба и земли!
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ; 18. вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех тӳнтерсе янӑ та ӑна нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.И бес, повергнув его посреди синагоги, вышел из него, нимало не повредив ему.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Синагогӑра усал сывлӑш ернӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑ хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: 34. эй Назарет Иисусӗ!
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чухне Иисус та шыва кӗнӗ, Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӗлтунӑ вӑхӑтра тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, 22. Ун ҫине Таса Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса аннӑ; тата тӳперен: Эсӗ — Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче! тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл Таса Сывлӑш хавхалантарнипе Турӑ Ҫуртне пынӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Таса Сывлӑш ӑна: эсӗ Ҫӳлхуҫа янӑ Христоса курмасӑр вилместӗн тесе малтанах пӗлтерсе хунӑ пулнӑ.26. Ему было предсказано Духом Святым, что он не увидит смерти, доколе не увидит Христа Господня.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Израиль халӑхӗ валли савӑнӑҫ ҫитессе кӗтнӗ; ун ҫинче Таса Сывлӑш пулнӑ.Он был муж праведный и благочестивый, чающий утешения Израилева; и Дух Святый был на нем.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.38. Бодрствуйте и молитесь, чтобы не впасть в искушение: дух бодр, плоть же немощна.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвӑра сута пама тытса кайнӑ чухне эсир мӗн каласси пирки малтанах шухӑшласа ан хурӑр, ан пӑшӑрханӑр; ҫав сехетре хӑвӑра мӗн пӗлтернине калӑр: мӗншӗн тесессӗн эсир мар, Таса Сывлӑш каласа тӑрӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.