Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑҫан сăмах пирĕн базăра пур.
хӑҫан (тĕпĕ: хӑҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш вӑхӑтра мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хутӑм: кайӑксем тытма сунара хӑҫан каймаллине, хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине, ҫывӑрмаллине, канмаллине палӑртрӑм.

Распределил свое время, назначив определенные часы для охоты за дичью, для работы, для сна и для развлечений.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑҫан килет?

— Когда придет?

Хӑҫан килет? // П. Шоор. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 9 с.

Ҫапах та ку мана хӑратмарӗ: вӗсене тытма хӑҫан та пулсан пурпӗрех вӗренсе ҫитес пирки эпӗ нимӗн чухлӗ те иккӗленмерӗм.

Впрочем, это не смутило меня: я не сомневался, что рано или поздно научусь охотиться за ними.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ҫакӑн пек пуласса шансах тӑтӑм: хӑҫан та пулин вӑл испанецсен е португалецсен ҫар карапӗн аллине тыткӑна лекетех, ун чухне вара мана ирӗке тухма май пулӗ.

Я был твердо уверен, что в конце концов он попадется в плен какому-нибудь испанскому или португальскому военному кораблю и тогда мне возвратят свободу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл халӗ сӑхсӑхмарӗ, мучие те чӗнмерӗ, амӑшӗ ҫинчен те шухӑшламарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр хӑҫан та пулин чарӑнассине шанма пӑрахса, сивӗпе шӑннӑҫемӗн шӑнса кӑна пычӗ.

И он уж не крестился, не звал деда, не думал о матери и только коченел от холода и уверенности, что гроза никогда не кончится.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хирӗҫ чӗннине илтмесӗр, вӑл халӗ ӗнтӗ ҫак асар-писерлӗх хӑҫан пӗтессине те кӗтме пӑрахрӗ, хускалмасӑр ларчӗ.

Не добившись ответа, он сел неподвижно и уж не ждал, когда всё кончится.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Пирӗн лавсем кунтан хӑҫан иртсе кайрӗҫ? — ыйтрӗ унран Кузьмичов.

— Когда проехали тут наши подводы? — спросил его Кузьмичов.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

«Эсӗ, — тетчӗ атте, — ӗмӗр-ӗмӗр вӗренӗн те, сана эпир ун пек хӑҫан кӗтсе илейӗпӗр-ха?»

«Ты, говорил отец, весь век учиться будешь, когда же мы тебя дождемся?»

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӑнӑҫман революци хыҫҫӑн кирек хӑҫан та ҫавӑн пек юлать ҫав ӗнтӗ, унӑн ирсӗр хӳри вӑл…

Да, это неизбежные последствия всякой неудачной революции, ее исчадия…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑҫан килсе тухрӑн?

Когда пришел?

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑҫан курнӑ вӑл?

— Когда это было?

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тосун-бей ҫав тумтире хӑҫан, ӑҫта тӑхӑнмаллине те пӗлмен иккен, ҫак чаплӑскере мухтавлӑ уявсенче тӑхӑнмалли пуль тенӗ те, Бяла Черквана «парадпа» пырса кӗнӗ чух тӑхӑнса та янӑ.

Как выяснилось впоследствии, Тосун-бей, не имея понятия о назначении этого костюма, принял его за какое-то богатое одеяние для торжественных случаев и в этом парадном виде решил показаться в Бяла-Черкве.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн пӗлменнипе сӗм-тӗттӗмлӗх кирек хӑҫан та хӑрушӑ.

Таинственность и мрак страшны.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫыннӑн кӑмӑлӗ кирек хӑҫан та ҫавӑн пек ӗнтӗ!..

Такова уж человеческая природа!..

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Истори вӑл ватӑ куртизанка пекех-ҫке, кирек хӑҫан та мӗн ӑнӑҫлине кӑна хисеплет.

Ибо история, эта старая куртизанка, тоже поклоняется успеху.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑра пӑлхав хускалсанах аран-аран тухса килкеленӗ ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти ҫӗрте лӑпках-мӗн, пӑлхав хӑҫан хускаласси те паллӑ мар, тесе пӗлтерчӗҫ…

Немногочисленные путники, пробившиеся в Клисуру в первые дни восстания, сообщили, что в долине все спокойно и нет никаких признаков того, что восстание скоро начнется…

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов мӗнле-ха эппин Болгарие те хӗрӳллӗн юратма пултарать, ҫав вӑхӑтрах Радӑна та чунтан савса тӑрать, шухӑшӗ нихҫан та икӗ майлӑ мар, хӑй кирек хӑҫан та вӑйлӑ, пултаруллӑ, лӑпкӑ та телейлӗ-ха тата, Кандов ҫавӑнтан тӗлӗнсех кайрӗ…

Он удивлялся, как может Огнянов одинаково пламенно любить и Болгарию и Раду и, раздваиваясь, всегда быть бодрым и сильным, спокойным и даже счастливым…

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чорбаджисем те-ха — халӑх юхӑмне кирек хӑҫан та чӑрмантарса тӑнӑ клас-ха вӑл — вӗсем те хӑйсен таврашӗнчи ҫынсен ӑс-хакӑлӗ ҫӗкленнине пула, революциллӗ шухӑшпа хӗтӗрӗне пуҫларӗҫ.

Даже чорбаджии — этот заклейменный класс, постоянный тормоз поступательного движения народа — поддались обаянию идеи, волновавшей умы окружающей их среды.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Меккӑна хӑҫан каятӑн?

— А в Мекку когда собираешься?

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Иртен кунра кирек хӑҫан та ҫавӑн пек ҫав, — шухӑшласа илчӗ Марко. — Пӗр ҫӗрте ав тупӑсем хатӗрлеҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте ыранхи кун пирки шутламасӑрах авланаҫҫӗ».

«Вот так всегда в жизни, — подумал Марко. — В одном месте готовят пушки, в другом женятся, не думая о завтрашнем дне».

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех