Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илчӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алена Аршинова та сӑмах илчӗ, Чӑваш Ен халӑхне Республика кунӗпе саламларӗ тата чӑваш халӑхӗн «Алран кайми...» юррине юрлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Унтан илемлӗ шӑхличе алла илчӗ те: «Ҫакна туянатӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ялӗ вӑтам шкул умӗнче «вӗтӗ халӑх» хӗвӗшнипе кӗтсе илчӗ пире.

Деревня Янгорчи Вурнарского района встретила нас суетящейся мелкотней у средней школы.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Олимп вӑййисен призерӗ Денис Нижегородов финиша 3 сехет те 44 минутра ҫитсе ӑмӑртӑвӑн чи сумлӑ парнине ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫак кунсенче хӗр Салават хулинчи музыка училищине пӗтерсе алла хӗрлӗ диплом илчӗ.

В эти дни девушка окончила музыкальное училище в городе Салават, получив на руки красный диплом.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Малалла программа тӑрӑх ӗҫ ветеранӗсен Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Сидоров сӑмах илчӗ.

Дальше по программе взял слово глава Совета ветеранов труда Михаил Сидоров.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Унтан Пелепей район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ихсан Бадретдинов та сӑмах илчӗ.

После выступил первый заместитель главы администрации Белебеевского района Ихсан Бадретдинов.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ун хыҫҫӑн Николай Васильев Мӑчавар пулса ҫӳлти Турӑсенчен пехил илчӗ.

Затем Николай Васильев в качестве великого жреца попросил у Всевышних благословения.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Шӗнерпуҫӗнчи Виталий Яковлев ертӳҫӗсен аллинчен ассоциацие кӗнине ҫирӗплетекен ӗнентерӳ хучӗпе медале алла илчӗ.

Виталий Яковлев из Шинерпоси получил в руки с рук руководителей медаль и удостоверяющую бумагу о вхождении в ассоциацию.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Паллах, вӑл пирӗнтен йышӑнмарӗ хутсене, улталама тӑнӑшӑн хӑтӑрса та илчӗ.

Естественно, она наши документы не приняла, отругала еще - за то, что хотели наврать.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Турӑ парать тетчӗ яланах, — аса илчӗ Лариса Ивановна.

Бог даст говорила всегда, - вспоминала Лариса Ивановна.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Асли ШӖМ органӗсене службӑна вырнаҫрӗ, юридици пӗлӗвӗ те илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хуняма иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илчӗ, педуниверситетран вӗренсе тухрӗ, Йӳҫкассинчи садик ертӳҫинче чылай ҫул ӗҫлерӗ.

Теща получила второе высшее образование, окончила педуниверситет, много лет проработала заведующим Юскассинского детского сада.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Вӑл мана хӗсмете ӑсатрӗ, кӗтсе илчӗ.

Она проводила меня на службу, дождалась.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫакна влаҫ та ӑнланса илчӗ.

Осознала это и власть.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ял ҫыннисене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫе кӗртнӗ объектсене аса илчӗ.

Он напомнил и об объектах, которые введены в действие в ходе выполнения Программы обеспечения питьевой водой в сельской местности.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Иккӗмӗш вырӑна Слакпуҫ шкулӗн «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн ҫӗнсе илчӗ пулсан‚ виҫҫӗмӗшне — Ярмулай шкулӗнчи «Шевлен» пултаруллӑ ачисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Ялти культура керменӗ умӗнче хатӗрленӗ сцена, Слакпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Силпи» пултарулӑх ансамблӗ, ачасен «Фантазия» ташӑ ушкӑнӗ, К.Павловапа Ю.Беляева солистсем тухса куракансене савӑнтарнӑ хыҫҫӑн Слакпуҫ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Андреев сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Слакпуҫ шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑри «Ҫимӗк каҫӗ» сыпӑка сценарилесе кӑтартни пуҫтарӑннисене Нарспипе Сетнер пурӑннӑ вӑхӑта кӗртсе ӳкерчӗ, асамлӑхпа ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

— Ҫак ӗҫре шкул директорӗ Альберт Петрович Кондратьев ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пыни, учительсен хастарлӑхӗ, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн пултарулӑхӗ тапса тӑни сисӗнчӗ, — кӑмӑллӑн аса илчӗ иртнӗ уява Вера Петровна.

- В этом деле чувствовалось умелое руководство директора школы Альберта Петровича Кондратьева, предприимчивость учителей, активность детей и родителей, - с удовольствием вспомнила о прошедшем мероприятии Вера Петровна.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех