Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Николай сăмах пирĕн базăра пур.
Николай (тĕпĕ: Николай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та эпӗ Николай Антонычах кӑшкӑрса ячӗ пулӗ тесе шутларӑм.

но я понял, что это кричал Николай Антоныч.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ шурӑ алӑк ҫине пӑхрӑм та пурне те — Николай Антоныча, карчӑка, Катьӑна, — Марья Васильевна выртакан носилка тавра тӑраканскерсене, асӑрхаса юлтӑм пулас.

Я смотрел на белую дверь и, кажется, видел, как все они — Николай Антоныч, старушка и Катя — стоят вокруг носилок, на которых лежит Марья Васильевна.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, вӑл хайӗн вилнӗ упӑшкишӗн ҫав тери нумай тӑрӑшнӑ Николай Антоныч (вӑл хӑйӗн упӑшкишӗн тӑрӑшакан ҫынна ҫеҫ, ӑна ҫеҫ качча тухма пултаратӑп тесе шутланӑ-ҫке-ха) ҫав териех айӑплӑ та чунсӑр пуласса та кӗтмен пулӗ.

Может быть, она ждала, что Николай Антоныч, который так много сделал для ее покойного мужа, так много, что только за него и можно было выйти замуж, окажется не так уж виноват или не так низок.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч килте ҫукчӗ ӗнтӗ, вӑл больницӑна кайнӑ иккен.

Николая Антоныча уже не было, он уехал в больницу.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Николай Антоныч, урисене, ӳкесрен хӑранӑ пек, аран-аран кӑна улӑштарса, пӳртелле утрӗ.

Потом Николай Антоныч повернулся и первый пошел в дом, механически переставляя ноги, как будто он боялся упасть.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Картишӗнче Николай Антонычпа карчӑк ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ.

Николай Антоныч и старушка одни остались во дворе.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ носилкӑна карета ҫине лартнине, карчӑк чӗтӗрекен аллисемпе Марья Васильевна урисене чӑрканине, кашнин ҫӑварӗнченех, таҫтан кӗнеке туртса кӑларса алӑ пусма ыйтакан санитарпа куҫлӑх витӗр тарӑхса пӑхакан, кӗнеке ҫине алӑ пусакан Николай Антоныч ҫӑварӗнчен те сывлӑш тухнине хытса кайса картишӗнче пӑхса тӑтӑм.

С убитым сердцем я стоял во дворе и смотрел, как носилки вкладывали в карету, как старушка дрожащими руками закутывала Марье Васильевне ноги, как у всех шел пар изо рта — и у санитара, который вынул откуда-то книгу и попросил расписаться, и у Николая Антоныча, который, болезненно заглядывая под очки, расписался в книге.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Николай Антоныч арӑмӗ пулнӑ, апла-тӑк, вӑл хӑйӗн упӑшкине айӑпламалла пулать иккен.

Она была жена Николая Антоныча и, стало быть, должна была предъявить это обвинение своему мужу.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫав пуху хыҫҫӑн Николай Антоныч чирлесе ӳкрӗ, — терӗ Марья Васильевна Кораблева.

— После этого заседания Николай Антоныч заболел, — сказала она, обращаясь к Кораблеву.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, эпӗ «Николай» сӑмах ҫинче кӑлахах ударени туса тӑтӑм пулӗ, ҫак сӑмаха илтсен Марья Васильевна, малтанах шуранкаскер, пушшех шуралса кайрӗ.

Может быть, я напрасно сделал ударение на последнем слове, потому что Марья Васильевна, которая была очень бледна, побледнела еще больше.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, лайӑхах ӑнлантӑм эпӗ ӑна, Николай Антоныч хӑй ҫавӑн пек ҫын пулнӑшӑн савӑнать, ҫакна малтан курса тӑнипе мухтанать, кӑштах Марья Васильевнӑран хӑрать-ха, вӑл асапланнипе хӑй те асапланать.

Впрочем, я понимал его: он радовался, что Николай Антоныч оказался таким негодяем, гордился, что предсказал это, немного боялся Марьи Васильевны и страдал, потому что она страдала.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Николай Антоныч ӑна хӳтӗленине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑшӑн-и?

За то, что я уличил Николая Антоныча, который ему покровительствовал?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Педагогсен канашлӑвӗ, Николай Антоныч чирленине пула, пухӑнмарӗ.

Педагогический совет не собирался из-за болезни Николая Антоныча,

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч, жилечӗн ҫӳлти тӳмине вӗҫертсе, аллине чӗри тӗлне тытрӗ.

Николай Антоныч расстегнул верхнюю пуговицу жилета и положил руку на сердце.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч, — кӑмӑллӑн каларӗ Кораблев, — эпӗ Григорьева яма та юрать пулӗ тесе шутлатап.

— Николай Антоныч, — любезно сказал Кораблев, я полагаю, что мы можем отпустить Григорьева.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каласа пӗтертӗн-и, Григорьев? — Ним пулман пекех лӑпкӑ сасӑпа ыйтрӗ Николай Антоныч.

— Ты кончил свои объяснения, Григорьев? — ровным голосом, как будто ничего не случилось, сказал Николай Антоныч.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев аллине сӗтел ҫинчен илчӗ, Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Кораблев снял руку со стола и с интересом обернулся к Николаю Антонычу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӑна тара тытнӑ, вара Ромашов Николай Антоныч ҫинчен шкулта кам мӗн калаҫнине вӑрттӑн итлесе ҫӳренӗ, кайса каласа панӑ.

Он его нанял, и Ромашов стал подслушивать, что в школе говорят о Николае Антоныче, и доносить ему,

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч шкулта хӑй ҫинчен кам мӗн калаҫнине пӗлесшӗн ҫунать.

Николай Антоныч всегда интересовался, что о нем говорят в нашей школе.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч кулса ячӗ, кӑвакарса кайрӗ.

Николай Антоныч засмеялся и побледнел.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех