Шырав
Шырав ĕçĕ:
Партизансем пӑлатна тирексем хыҫӗнче шарламасӑр лараҫҫӗ.Партизаны, прижавшись друг к другу, молча топтались за широкими стволами тополей.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вара хӑй кӑкӑрӗ ҫинчи Мухтав орденне ним шарламасӑр вӗҫертсе илчӗ те ун ҫумӗнчи сарӑ-хура тӗслӗ лентӑна туртса кӑларчӗ, кайран ӑна чечексем ҫумне булавкӑпа ҫирӗплетсе хучӗ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Шарламасӑр тӑма та ҫӑмӑл мар, анчах каламалли нимӗн те ҫук, кун пек тӑма пушшех те йывӑр.Мучительно было молчать, мучительно говорить, да и не о чем говорить.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Гвозденпа хресченсем пӗр-пӗрин ҫине пӗр шарламасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шапошников вилнӗ диверсант патне пычӗ те унӑн ҫӑмламас сӑн-питне ним шарламасӑр пӑхрӗ.Шапошников подошел к убитому, молча, нахмурившись, посмотрел в его оплывшее, заросшее лицо.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Смолярчук Витяҫе тӑрантарнӑ вӑхӑтра Каблуковпа Степанов ҫӗрӗшнӗ типӗ ҫулҫӑ ҫинче выртрӗҫ, сыхланса, пӗр шарламасӑр тавраналла тинкерчӗҫ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Оперов асӑрхаттарнипе эпӗ пур енчен те килӗшрӗм, ку асӑрхаттарни уйрӑмах мана пырса тивет, мӗншӗн тесен Семеновпа эпӗ лайӑххӑн паллашман; анчах маншӑн юлташсен ӗҫне хутшӑнасси кӑмӑллӑ пулнӑран тата Семенова хӑйне питӗ курас килнӗрен, эпӗ ҫапла асӑрхаттарнине ним шарламасӑр ирттерсе ятӑм.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫаксене тумарӗ ҫеҫ те мар, хӑйне пачах урӑхла тытрӗ, амаҫури ячӗ хӑйне кӳрентермеллисем кӳрессе пӗлсе тӑнӑ май, вӑл хӑй ҫине тапӑничченех хӳтӗленме хатӗрленчӗ, килйышрисем пурте мӗнпур майсемпе хӑйне хур тӑвасшӑн, кӳрентересшӗн тесе шутласа, кирек мӗнре те усал шухӑш курчӗ, хӑйӗншӗн чи лайӑххи — шарламасӑр чӑтасси пулать, тесе шухӑшларӗ; паллах, нимӗн туманнипе вӑл пирӗн кӑмӑла ҫавӑраймарӗ, пире хӑйӗнчен пистерчӗ ҫеҫ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хама аялта ларса савӑнма май паманшӑн эпӗ Дмитрие те, Безобедова та хытӑ ҫилентӗм; Безобедов тухса каясса питӗ кӗтрӗм, вӗсен калаҫӑвне ним шарламасӑр итлесе, Безобедов ҫине те, Дмитрий ҫине те тарӑхрӑм.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Безобедовпа пӗрле икӗ сехете яхӑн ларасси мана пӗртте илӗртмерӗ пулин те, эпӗ хӑна пӳлӗмне пӗччен кайма шутламарӑм, хамӑн тусӑм тӗлӗнмелле хӑтланнӑшӑн ӑшра тарӑхса, каллӗ-маллӗ ярӑнмалли кресло ҫине лартӑм та ним шарламасӑр ярӑнма тытӑнтӑм.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир пурте пӗр сӑмах шарламасӑр чара ҫине, Дерпт студенчӗн шурӑ кӗпи ҫине пӑхса тӑтӑмӑр, хамӑр пурте хаваслӑ самант ҫитнине туйрӑмӑр.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлташсем ытларах шарламасӑр ларчӗҫ е профессорсем, наукӑсем, экзаменсем ҫинчен, пӗр сӑмахпа каласан, тарӑн шухӑшлӑ та кичем япаласем ҫинчен сӑпайлӑн калаҫкаларӗҫ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑл пӑртак шарламасӑр тӑчӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана ним те каламарӗ, анчах пӗр сӑмах шарламасӑр пӳлӗмре вӑрах утса ҫӳрерӗ, каҫару ыйтса тархаслакан сӑнпа сайра хутрӑн ман ҫине пӑхкаларӗ, унтан сӗтелтен тетрадь кӑларчӗ, ун ҫине те ҫырчӗ, сюртукне хывса, ӑна тирпейлӗн хуҫлатса хучӗ, турӑш ҫакӑнса тӑракан кӗтессе пычӗ, хӑйӗн пысӑк шурӑ аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытрӗ те кӗлтума пикенчӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиньӑпа Любовь Сергеевна, пӗр сӑмах сиктермесӗр итлесе, ним шарламасӑр лараҫҫӗ, тавлашӑва вӗсем те хутшӑнасшӑн пулас, анчах хутшӑнмасӑр чӑтса тӑрса, хӑйсемшӗн пӗри Варенькӑна, тепри Дмитрие калаҫтараҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Любовь Сергеевна, ман тусӑмӑн тусӗ пулать-тӗк (эпӗ ҫапла шутларӑм), халь-халь мана мӗнле те пулин ӑшӑ кӑмӑллӑ, чуна ҫывӑх сӑмахсем калама тивӗҫлӗ, хӑй калама шутлани ытларах та ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмасть-ши тесе иккӗленнӗн, вӑл ман ҫине чылайччен ним шарламасӑр пӑхса тӑчӗ; ҫак шӑплӑх вӑл манран эпӗ хӑш факультетри ҫинчен ыйтнипе вӗҫленчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫак сӑмахсене илтсен, Дмитрий ахӑлтатса кулмарӗ, шухӑша путрӗ те, темиҫе минут шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, мана ҫапла каларӗ:
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пире панӑ шампански бутылки камӑннине эпӗ пӗлмерӗм (кайран мана ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл пурте пӗрле туяннӑскер пулнӑ), ҫавӑнпа туссене хамӑн укҫапа хӑналас килчӗ, кӗсьери укҫана эпӗ тӑтӑшах хыпашла-хыпашла пӑхрӑм, вара вунӑ тенкӗлӗх хут укҫа кӑлартӑм та, хам патӑма ҫынна чӗнсе илсе, ӑна укҫа патӑм та: тархасшӑн тата пӗр ҫур бутылка шампански илсе килӗрччӗ тесе пӑшӑлтатса каларӑм, анчах ҫакна пурте илтрӗҫ, мӗншӗн тесен пурте ман ҫине ним шарламасӑр пӑхатчӗҫ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пурте шарламасӑр тӑнӑ хушӑра кӗлтума пуҫланӑ манахӑн уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасси илтӗнсенех, уйрӑмах пире: хӑвӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑрсене пӗр вӑтанмасӑр пытармасӑр тата тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр уҫса парӑр, вара сирӗн чунӑр турӑ умӗнче тасалӗ, эхер мӗн те пулан пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр текен сӑмахсене каласанах, эпӗ ирхине паха вӑрттӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне пулнӑ савӑнӑҫлӑ сехӗрленӳ туйӑмне аса илтӗм…
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ, ҫав хурлӑхлӑ вӑхӑтсенче — пурнӑҫри ултавпа аскӑнлӑхӑн влаҫне чун шарламасӑр пӑхӑннӑ чухне — кӗтмен ҫӗртен кирек мӗнле суяна та хирӗҫ хӑюллӑн тӑрса, иртнӗ кунсене хаяррӑн питлекенскер, хальхи кунсен уҫӑмлӑ ӗлкине кӑтартса, ӑна юратма хистекенскер тата малашнехи пурнӑҫра ырлӑхпа телей пуласса шантараканскер, — ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ!
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.