Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Менелай хӑй вырӑнне аслӑ священник пулма хӑйӗн тӑванне Лисимаха хӑварнӑ, Сострат вара Кипр ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулма Кратита хӑварнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патшаран хушу илсессӗн, вӑл каялла таврӑннӑ, унра ӗнтӗ аслӑ священник тивӗҫлӗхӗ пулман та, шелсӗр пусмӑрҫӑ ҫилли те тискер кайӑк хаярлӑхӗ ҫеҫ пулнӑ унӑн.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Селевк вилсессӗн, патшалӑха Епифан теекен Антиох илсессӗн, Иасон, Ония тӑванӗ, аслӑ священник пуласшӑн хыпкаланнӑ, 8. вӑл куҫа-куҫӑн курӑнӑҫнӑ вӑхӑтра патшана виҫҫӗр утмӑл талант кӗмӗл тата ытти хӑш-пӗр тупӑшран сакӑрвунӑ талант пама пулнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Аслӑ священник, патша иудейсем Илиодора хирӗҫ мӗнле те пулин усал шухӑшлӑ ӗҫ тунӑ тесе шутлама пултарасран шикленсе, унӑн ҫӑлӑнӑҫӗшӗн парне кӳнӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӗрлӗ халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнине, аслӑ священник шалтах аптӑраса тӑнине курсассӑн кӑмӑл та ҫемҫелнӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Аслӑ священник сӑнне куракан кашни ҫыннӑн чунӗ ырата-ырата кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн сӑнран ӳкнӗскерӗн пичӗ-куҫӗнче вӑл мӗн тери шуйханни ҫиелех тухнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Аслӑ священник усал Симон элекленӗ пек мар, пачах урӑхла пулнине кӑтартса панӑ: ку пуянлӑх — пӗтӗмпех тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасем упрама шанса панӑ пурлӑх, пӗр пайӗ — питӗ паллӑ ҫыннӑн, Товия ывӑлӗ Гирканӑн, пурлӑхӗ; мӗнпурӗ тӑватҫӗр талант кӗмӗл, икҫӗр талант ылтӑн; 12. вӑл: сӑваплӑ вырӑна, пӗтӗм тӗнчипех хисепе хуракан Турӑ Ҫуртне, никам та тӗкӗнес ҫук тесе шанса тӑракансене ниепле те кӳрентерме юрамасть, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сӑваплӑ хулара тӑнӑҫлӑн пурӑннӑ чухне, саккуна тимлӗн тытса тӑнӑ чухне аслӑ священник Ония Турра хисеплесе усала тӳртӗн тӑнӑран 2. ҫак вырӑна патшасем хӑйсем те чысланӑ, вӗсем Турӑ Ҫуртне питех те паха парнесем кӳрсе мухтавлани те пулкаланӑ, 3. ҫавна май Ази патши Селевк та парне кӳме каякан пӗтӗм тӑкака саплаштарма хӑйӗн тупӑшӗнчен кирлӗ чухлех парса тӑнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Птоломее, Авув ывӑлне, Иерихон тӳремлӗхӗнчи ҫарпуҫне лартнӑ пулнӑ, унӑн ылтӑн-кӗмӗл нумай пулнӑ: 12. вӑл аслӑ священник кӗрӳшӗ пулнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пирӗн патӑмӑра аслӑ священник Симонпа Иудея халӑхӗ янӑ элчӗсем, пирӗн туссем, пӗр канашлӑ ҫынсем, хамӑрӑн тахҫанхи туслӑхпа килӗшӗве ҫӗнетсе ҫирӗплетме килчӗҫ, 18. пин мина таякан ылтӑн хулкан илсе килчӗҫ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Антиох — Димитрий патша ывӑлӗ, — ҫав вӑхӑтра тинӗс утравӗсем ҫинче пулнӑскер, Иудея халӑхне пӑхса тӑракан аслӑ священник Симон патне, пӗтӗм Иудея халӑхӗ патне ҫыру ҫырса янӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Халӑхӑмӑр, ҫав ҫынсене чыслӑн йышӑнса, вӗсенӗн сӑмахне Спарта халӑхӗ асра тыттӑр тесе уҫӑ кӗнекисене ҫырса хума кӑмӑл турӗ. Ҫавна эпир аслӑ священник Симон валли ҫырса илтӗмӗр» тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ионафан вырӑнне унӑн Симон пиччӗшӗ аслӑ священник пулса тӑни ҫинчен, вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗршыва, унти хуласене хуҫа пулса тытса тӑни ҫинчен илтсессӗн вара 18. ун патне — хӑйсем ӗлӗк унӑн тӑванӗсемпе Иудӑпа, Ионафанпа туслӑ пурӑнса пӗр канашлӑ тӑма килӗшсе татӑлнине ҫӗнетес тесе — пӑхӑр хӑмасем ҫине ҫырса ҫыру янӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗлӗкех-ха Дарий [Арей], сирӗн патшӑр пулнӑскер, аслӑ священник Ония патне ҫырусем янӑ пулнӑ, ҫав ҫырусенче эсир пирӗн тӑвансем иккенни ҫинчен каланӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ионафан ҫыннисем Рима ҫитнӗ те канаш тӑвакансем патне кӗрсе ҫапла каланӑ: «аслӑ священник Ионафанпа Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра ӗлӗкхи пек туслашса пӗр канашлӑ пулса тӑма ячӗҫ» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70. «пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн?
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ҫӗр утмӑлмӗш ҫулӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗнче, Ионафан священник тумӗ тӑхӑннӑ; вӑл ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ кӑрал хатӗрленӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль ывӑлӗсенчен чи малтисем кунта хасидейсем пулнӑ; вӗсем килӗшӳ тӑвасшӑн тӑнӑ; 14. вӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫарпа Аарон йӑхӗнчен тухнӑ священник килнӗ, вӑл пире кӳрентерес ҫук, тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас?
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.