Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Турӑ хӑвӑра каланине: 32. «Эпӗ — Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине вуламан-им эсир?
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эхер те ют ҫӗрсене куҫса кайса пурӑннӑ чухне пирӗн пурӑнӑҫӑмӑр усаллӑхпа тулчӗ пулсассӑн, пире тӑшман аллинчен хӑтарса Хӑвна кирлӗ пек вилӗмпе пӗтер пире — 9. Санӑн савнӑ ҫыннусем пӗтнишӗн тӗшмӗшлӗ ҫынсем «вӗсене хӑйсен Турри ҫӑлаймарӗ» тесе хӑйсенӗн ниме тӑман йӗрӗхӗсене ан мухтаччӑр.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫырӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ: «Антиох патша Лисий тӑванӑма савӑнӑҫ сунать. 23. Манӑн аттем турӑсем патне ӗмӗрлӗхе кайнӑ вӑхӑтранпах эпир патшалӑхри ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пӑлханмасӑр тума пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 24. Эпир иудейсем манӑн аттем ҫӗнӗ йӑла-йӗрке — эллин йӑлисене — ҫирӗплетес тенипе килӗшменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен саккуннех мала хуни, ҫавӑнпа та хӑйсен саккуннех уяса тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтни ҫинчен илтсе пӗлтӗмӗр; 25. вара ку халӑха та канӑҫсӑрлантарас мар тесе, ҫапла тума хушатпӑр: вӗсем хӑйсенӗн Турри Ҫуртне ҫӗнетчӗр, вӗсем хӑйсен тӗп аслашшӗсен йӑли-йӗркипе пурӑнччӑр. 26. Ҫапла вара эсӗ вӗсем патне ҫын ярсассӑн, вӗсемпе килӗшӳ тусассӑн, аван пулӗччӗ, ан тив, вӗсем пирӗн шухӑшсене пӗлсе ырӑ кӑмӑллӑ пулччӑр, хӑйсен ӗҫне малалла хаваслӑн туса пыччӑр» тенӗ ҫырура.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах Пурне те Курса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӑна куҫа курӑнман вӑйпа сывалмалла мар ҫапса ӳкернӗ: ҫак сӑмахсене каласа пӗтернӗ-пӗтерменех унӑн варне этем тӳсейми пӑвса лартнӑ, пӗтӗм ӑшчикӗ хӑрушла ыратма пуҫланӑ; 6. Турӑ тӗп-тӗрӗс тунӑ: ҫавна тивӗҫлӗ пулнӑ та вӑл, мӗншӗн тесессӗн хӑй ыттисен вар-хырӑмне тӗрлӗ майпа, никам курман хӗн-асаппа асаплантарнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир: «усал тӑвакан кирек кам та — Ҫӳлхуҫа умӗнче лайӑх, ҫавӑн пеккисене Вӑл кӑмӑллать» е тата: «ӑҫта тӳрӗ сут Турри?» теетӗр, ҫавӑнпа ҫиллентеретӗр.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иуда килне тӗреклетӗп, Иосиф килне ҫӑлӑп, вӗсене каялла илсе килӗп, мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсене хӗрхентӗм, вара Эпӗ вӗсене пӑрахман пекех пулӗ: Эпӗ — вӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсене илтӗп.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫав кун вӗсене, Хӑйӗн халӑхне, сурӑхсене ҫӑлнӑ пек ҫӑлса хӑварӗ; вӗсем Унӑн ҫӗрӗ ҫинче пуҫкӑшӑльри чулсем пек ҫуталса кайӗҫ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тухӑҫ ҫӗрӗнчен тата анӑҫ ҫӗрӗнчен ҫӑлса тухӑп; 8. вӗсене илсе килӗп те, вӗсем Иерусалимра пурӑнма пуҫлӗҫ, Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вара вӗсенӗн чӑнлӑхпа та тӳрӗлӗхпе тӑракан Турри пулӑп, тет.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата ытти мӗнпур халӑх хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри Аггей пророк урлӑ янӑ сӑмаха итленӗ те, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каланине итлемест вӑл, ӳкӗтленине йышӑнмасть, Ҫӳлхуҫана шанмасть, хӑйӗн Турри патне ҫывӑхармасть.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ пур! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри: Моав Содом пекех пулӗ, Аммон ывӑлӗсене те, Гоморра пек, вӗлтӗрен пусӗ, вӗсем тӑвар лакӑмӗ пулӗҫ, ӗмӗрлӗхе пушхир пулса юлӗҫ; Манӑн йӑлкӑм вӗсене тупӑш вырӑнне илӗ, Манӑн ҫыннӑмсенчен чӗрӗ юлнисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакӑ ҫӗр вара Иуда килӗн чӗрӗ сыхланса юлнӑ ҫыннисене лекӗ, унта кӗтӳ кӗтӗҫ, каҫсерен Аскалон ҫурчӗсенче канӗҫ: хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсем патне ҫитӗ те вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗ.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара чӗри мӑнаҫланать унӑн, вӑл тилӗрсе ҫӳрет; унӑн вӑйӗ — хӑйӗн турри.11. Тогда надмевается дух его, и он ходит и буйствует; сила его - бог его.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, притворпа парне вырӑнӗ хушшинче йӗччӗр, ҫапла калаччӑр: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхен Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн халӑхна мӑшкӑл ан кӑтарт, ытти халӑхсем унран ан кулччӑр; халӑхсем хушшинче мӗншӗн-ха: «ӑҫта вӗсен Турри?» тесе каламалла?» 18. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫӗрӗшӗн хытӑ тӑрӗ те Хӑйӗн халӑхне хӗрхенӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсен куҫӗ умӗнче Израиль мухтавӗ кӗҫӗне юлчӗ, ҫапах та вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнмарӗҫ, Ӑна шырамарӗҫ.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗҫӗсем вӗсене хӑйсен Турри енне ҫаврӑнма чӑрмантараҫҫӗ, ӗнтӗ аскӑну сывлӑшӗ вӗсен ӑшнех вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитеймен.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
95. Ҫавӑн чухне вара Навуходоносор каланӑ: Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон Турри мухтавлӑ!95. Тогда Навуходоносор сказал: благословен Бог Седраха, Мисаха и Авденаго,
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. «Эй Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, ӗмӗр аслӑ, Санӑн яту чаплӑ та сӑваплӑ, ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑласа, мухтаса тӑраҫҫӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. «Эй Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ мухтавлӑ, Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та чаплӑ.26. «Благословен Ты, Господи Боже отцов наших, хвально и прославлено имя Твое вовеки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ку хапха хупӑ пулӗ, уҫӑлмӗ, ун витӗр пӗр ҫын та кӗрсе ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесессӗн ку хапхаран Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри кӗнӗ, хапха хупӑ пулӗ, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.