Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахне (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бекки хӑйӗн сӑмахне пӗтӗмпех каласа та пӗтермен.

Она так и не договорила.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫынсем ҫӑварӗсене карсах, сывлӑшӗсене чарсах, вӑхӑт иртнине сисмесӗрех унӑн кашни сӑмахне итлерӗҫ, ҫав тери хӑрушӑ япала ҫинчен каланине итлесе, шалт тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ.

Все глаза устремились на него, слушатели ловили каждое его слово, раскрыв рот и затаив дыхание, завороженные страшным рассказом.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑта ҫӗрти нотӑсенчен пуҫласа ярса, ерипен ҫӳлелле тапаланса хӑпарса, ҫӳлти вырӑна ҫитет те вӑл, юлашки сӑмахне хытӑ пусса, сасартӑк, хӑма ҫинчен шывалла татӑлса аннӑ пек, аялалла пуҫхӗрлӗ пере-пере анать: Ҫывӑх ҫыннӑм кӗрешсе асапланнӑ вӑхӑтра Чечексемлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑрса выртӑп-и?

Он начал читать не очень громко и постепенно возвышал голос, затем, дойдя до известного места, сделал сильное ударение на последнем слове и словно прыгнул вниз с трамплина: О, мне ль блаженствовать в раю, среди цветов покоясь, Тогда как братья во Христе бредут в крови по пояс!

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Уолтерс мистер, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсенех, хӑнасем камсем пулнине шкул ачисене пӗлтерчӗ.

Как только речь мистера Уолтерса была окончена, их представили всей школе.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Директор сасси куллентерех янрама тапратсанах, калаҫасси-тӑвасси йӑлтах чарӑнса ларчӗ, вӑл хӑйӗн сӑмахне вӗҫленине ачасем питӗ шӑппӑн та хытӑ тав туса кӗтсе илчӗҫ.

Но с последним словом мистера Уолтерса всякий шум прекратился, и конец его речи был встречен благодарным молчанием.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Директор хӑйӗн пӗтӗм сӑмахне нихӑҫан улшӑнман пӗр калӑппа калӑпласа каларӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна пурте ахалех те пӗлетпӗр.

Она составлена по неизменному образцу, а потому мы все с ней знакомы.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Директор хӑйӗн сӑмахне ҫапла пуҫласа ячӗ: — Халӗ ӗнтӗ, ачасем, эпӗ сире пӗр-икӗ минут хушши май килнӗ таран тӳрӗ те шӑп ларма тата хӑвӑрӑн мӗнпур тимлӗхӗрпе манӑн сӑмаха итлеме ыйтасшӑн.

Свою речь он начал так: — А теперь, дети, я прошу вас сидеть как можно тише и прямее и минуту-другую слушать меня как можно внимательнее.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юрӑҫӑ концертра тухса хӑй пӗччен юрӑ юрланӑ чухне унӑн аллинче нотӑсем пулнӑ пекех, вырсарникунхи шкулӑн директорӗ хӑйӗн яланхи кӗске сӑмахне каланӑ чумне те унӑн аллинче кӗле кӗнеки пулатех.

Когда директор воскресной школы произносит обычную коротенькую речь, то молитвенник в руках ему так же необходим, как ноты певице, которая стоит на эстраде, готовясь пропеть соло.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл сӑмахне каласа пӗтермесӗрех пӗкӗрӗлчӗ те кравать айне щеткӑпа пӑлхатма тапратрӗ.

Не договорив, она нагнулась и стала тыкать щеткой под кровать, переводя дыхание после каждого тычка.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Лорх Иванӗ сӑмахне вӗҫлеймесӗрех пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пурте вилӗм сунаҫҫӗ ӑна. У-у…» — вӗҫлерӗ сӑмахне карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

— Мӗн терӗн эс? — сӑмахне пӳлсех ыйтрӑм Лорх Иванӗнчен.

— Что ты сказал? — я спросил перебив Ивана Лорха.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Эпир ун сӑмахне итлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

— Ӗнесене апат лайӑх памалла, вӗсене вӑхӑтра ҫитерсе вӑхӑтра шӑвармалла, таса тытмалла, — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем пӗлеҫҫӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 175–176 с.

Хӑйӗн сӑмахне Михаил Васильевич депутатсене конструктивлӑ ӗҫтешлӗхшӗн тав тунинчен пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗм ҫулӗпе – пысӑк тӗллевсем патне // А. Ильин. http://avangard-21.ru/gazeta/12432-s-m-u ... vsem-patne

Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.

Куҫарса пулӑш

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

Ҫак ваттисен сӑмахне аса илсе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене ҫуракине кӗске вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑхпа ирттерме сунчӗ.

Вспомнив пословицу, глава администрации района Леонид Николаев пожелал земледельцам закончить весенний сев в короткое время и качественно.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Ҫавӑнпа та эп теме пула мана ҫак хам сӑмаххӑма сирӗн умӑрта тухса калама май туса паракансене тав сӑмахне каласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Ваттисен сӑмахне итлеме пӑрахрӑмӑр, хамӑр ӑспа пурӑнатпӑр тесе тем тепӗр хӑтланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Литература историйӗнче, тӗпчевҫӗсемпе вулакансен куҫӗ умӗнче пирӗн тӑван сӑмахлӑхӑн таса хӑвачӗ йӑла тиркевӗпе хупланса ан юлтӑр тесен, тӗпчевҫӗсемпе ҫыравҫӑсен хӑйсен чӑн сӑмахне каламаллах.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех