Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл халӑх патне чупса тухнӑ та кӑшкӑрса янӑ: 18. пире чурасем улталарӗҫ; пӗр еврей арӑмӗ Навуходоносор патшанӑн килне мӑшкӑл турӗ, акӑ ӗнтӗ Олоферн урайӗнче выртать, унӑн пуҫне касса илнӗ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Озия вара Иудифе каланӑ: хӗрӗм, Ҫӳлти Турӑ сана ҫӗр ҫинчи пур арӑмран та мухтавлӑ турӗ, тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ, сана пирӗн тӑшмансен пуҫлӑхне мӗнле пӗтермеллине вӗрентнӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, мухтавлӑ: 19. эсӗ мӗнле шанса тӑни Турӑ вӑйне асра тытакан ҫынсен чӗринчен ӗмӗрне те ҫухалмӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хула хапхине сыхлакансене Иудифь аякранах кӑшкӑрса каланӑ: уҫӑр, уҫӑр хапхана, пирӗнпе пӗрле Турӑ, пирӗн Турӑ, Вӑл Израиле татах та вӑй парӗ, тӑшмансене ҫӗнтерӗ, Вӑл паян та ҫавӑн пек турӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ывӑлӑм, асту, Аман хӑйне пӑхса ӳстернӗ Ахиахара мӗн турӗ: ҫутӑран сӗмлӗхе илсе кӗчӗ, ҫавӑншӑн Аманӑн хӑйӗнех асап тӳсме тиврӗ — сӗмлӗхе хӑй анса кайрӗ, Ахиахар ҫӑлӑнса юлчӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Ездра ӑсчах каланӑ: аттемсен пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл патша чӗрине Хӑйӗн Иерусалимри Ҫуртне чапа кӑларас шухӑш хыврӗ; 26. мана та патшапа унӑн канашҫисем умӗнче, мӗнпур ҫывӑх ҫыннисемпе аслӑ улпучӗсем умӗнче хисеп турӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӑлкуҫ хапхине Шаллум — Колхозей ывӑлӗ, Мицфа ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, тӑррине витрӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ; патша сачӗпе тӗлме-тӗл вырӑнаҫнӑ Селах пӗви патӗнчи хӳмене те, Давид хулинчен анаталла анакан картлашкасем таран, вӑлах юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тислӗк хапхине вара Малхия — Рехав ывӑлӗ, Бефкарем ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халь пӗлӗр ӗнтӗ: Ахав йӑхӗ пирки Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те ҫӗре ӳкмест; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Илия чури урлӑ каланине турӗ, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӳпере Ҫӳлхуҫа кӗмсӗртеттерсе ячӗ, Ҫӳлти Турӑ ҫапла сасӑ пачӗ; 15. ҫӗмренӗсемпе печӗ те — вӗсене салатрӗ; ҫиҫӗмне [ҫиҫтерчӗ те] — вӗсене тӗп турӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл пӗлӗте тайӑлтарчӗ те — аяла анчӗ; Унӑн ури айӗнче — сӗм тӗттӗм; 11. херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ; 12. тӳпери пӗлӗтсен шывне ҫӑралатса, сӗмлӗхе Хӑйӗн пӗркенчӗкӗ турӗ; 13. Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран вутлӑ кӑвар хыпса ҫунчӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патша кил-йышне шыв урлӑ каҫарма тата ӑна пулӑшма кимӗ ярса парсан, патша Иордан урлӑ каҫнӑ-каҫманах Гера ывӑлӗ Семей ун умне [ӳпне ӳксе] пуҫҫапнӑ, 19. вара патшана ҫапла каланӑ: усал ӗҫ тӑвакансен шутне ан кӗртсемччӗ мана, хуҫамӑм; ҫав кун, патша хуҫамӑм Иерусалимран кайнӑ чухне, санӑн чуру ҫылӑх турӗ, ан асӑн ҫакна, патшамӑм, ҫавна хӑвӑн чӗрӳнте ан тытсамччӗ; 20. ӗнтӗ санӑн чуру хӑй ҫылӑха кӗнине пӗлет, акӑ паян эпӗ патша хуҫамӑма кӗтсе илме Иосиф килӗнчен чи малтан килтӗм, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иоав ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ та патшана мухтаса ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм, халӗ ӗнтӗ сан чуру санӑн куҫу умӗнче хӑй ырӑ ятлӑ пулнине пӗлет, мӗншӗн тесессӗн патша хӑйӗн чури каланӑ пек турӗ, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Леш хӗрарӑмӗ Саул патне пынӑ та, Саул питӗ хӑраса ӳкнине курса, ҫапла каланӑ: акӑ санӑн хӑрхӑму эсӗ каланине итлерӗ, пурӑнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ пулин те эсӗ хушнине турӗ; 22. халӗ эпӗ сана хӑрхӑму каланине итлеме ыйтатӑп: эпӗ сана пӗр татӑк ҫӑкӑр сӗнетӗп, ҫисемччӗ — йӑл илӗн, ҫула тухма вӑй кӗрӗ, тенӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ноеминь вӗсене каланӑ: ӗнтӗ мана Ноеминь# тесе ан чӗнӗр, мана Мара# тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесессӗн Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ; 21. кунтан кайнӑ чухне эпӗ тулли пурӑнӑҫпа тухса кайрӑм, таврӑнасса вара Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ; Ҫӳлхуҫа мана ҫапла асаплантарчӗ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӗн-асап пачӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха мана Ноеминь тесе чӗнес? тенӗ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левит вӗсене каланӑ: Миха ман валли ҫавна-ҫавна турӗ, мана тара илчӗ, ҫапла эпӗ ун патӗнче священник ӗҫне туса тӑратӑп, тенӗ.4. Он сказал им: то и то сделал для меня Миха, нанял меня, и я у него священником.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать; 21. вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ҫителӗклӗ ҫисе-тӑранса, лайӑх ҫуртсем лартса [унта] пурӑнма тытӑнсассӑн, 13. шултӑра тата вак выльӑх-чӗрлӗхӳ нумайланса ҫитсессӗн, кӗмӗлӳпе ылтӑну нумайлансассӑн, санӑн мӗн пурри пурте нумайланса кайсассӑн, 14. асту вара, чӗрӳ мӑнаҫланса ан кайтӑр, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, ан ман; 15. Турӑ сана аслӑ та хӑрушӑ пушхир витӗр илсе тухрӗ, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе ытти тӗрлӗ ҫӗленсем, скорпионсем йӑшӑлтататчӗҫ, ҫӗр шывсӑр ҫунса выртатчӗ; Турӑ унта сана чул хысакран шыв [ҫӑлкуҫӗ] кӑларса пачӗ, 16. кайран хӑвна ырӑ кӑтартма сана йӑвашлантарас, сана сӑнас тесе Вӑл пушхирте сана [эсӗ хӑв та,] аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе тӑчӗ, 17. ҫакна Вӑл эсӗ хӑвӑн ӑшӑнта: «ҫак пуянлӑха эпӗ хамӑн вӑйӑмпа, хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа турӑм» тесе ан шухӑшлатӑр, 18. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, асра тыттӑр тесе турӗ, мӗншӗн тесессӗн пурлӑх туса пуянлӑх тупма сана Вӑл вӑй парса тӑрать, ҫапла ӗнтӗ, халь тунӑ пек, Хӑй аҫусене тупа туса панӑ халала вырӑна килтермелле пултӑр, терӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сана ҫакна пӗлтерме кӑтартнӑ, пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫеҫ чӑн Турӑ, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук; 36. вӗрентмешкӗн Вӑл сана Хӑйӗн тӳперен калаҫакан сассине илтме пачӗ, ҫӗр ҫинче сана Хӑйӗн хӑватлӑ вутне-ҫулӑмне кӑтартрӗ, эсӗ Унӑн сӑмахӗсене вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗн; 37. санӑн аҫусене юратнӑран тата [сире,] вӗсем хыҫҫӑн юлас ӑрӑва, суйласа илнӗрен Вӑл сана Египетран Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе Хӑй илсе тухрӗ, 38. ҫакна Вӑл сан умӑнтан хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене хӑваласа ярас, сана вӗсен ҫӗрне кӗртес, вӗсен ҫӗрне еткерлӗхе парас тесе турӗ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.