Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑна сăмах пирĕн базăра пур.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗкҫӗ кӑна питӗ чипер майра алӑк уҫрӗ те Петя килте ҫук тесе пӗлтерчӗ.

Маленькая, изящная старая дама открыла нам и сказала, что Пети нет дома.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫта кӑна ҫитсе ҫӳремерӗмӗр-ши ҫав каҫхине, астумастӑп та, Нева патӗнчен кая пӗлменнине ҫеҫ астӑватӑп.

Не помню, где мы ещё бродили в эту ночь, только помню, что никак не могли уйти от Невы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Саньӑна кӗтсе илнӗ кунсене лайӑхах астуса тӑратӑп, курнӑҫнӑ кунсене кӑна та мар, ҫыру илнӗ кунсене те астӑватӑп.

Я помню по числам все наши встречи с Саней, не только встречи, но и письма.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Апла лайӑх та, вӑхӑтӑмӑр нумайрах пулать пирӗн, ҫавӑ кӑна, — терӗ Саня, — Мана пуринчен ытла вӑхӑт ҫитересси пӑшӑрхантарать.

— Ну что ж, у нас будет больше времени, только и всего, — сказал Саня, — Меня больше всего беспокоит время.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен ҫапла туйӑнчӗ кӑна пуль мана.

Впрочем, может быть, это мне показалось.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир таврӑнтӑмӑр та, Петя мана фотограф-художник ҫемйипе паллаштарма тытӑнчӗ, малтан хуҫан пӗчӗк кӑна кӑвак ҫӳҫлӗ мӑшӑрӗпе, унтан ҫавӑн пекех пӗчӗккӗ те кӑвак ҫӳҫлӗ унӑн йӑмӑкӗпе.

Мы вернулись, и Петя стал знакомить меня с семейством фотографа-художника, с его маленькой, изящной седой супругой и с такой же маленькой, изящной седой сестрой супруги.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каланӑ чух хӑй пӗрмаях телефон шӑнкӑртатасса итлесе тӑчӗ, мӗн ҫинчен кӑна каламарӗ пуль вӑл — Италипе Абиссини хушшинчи вӑрҫӑ ҫинчен те, хӑй пӗрмаях Сашӑна асӑнмасӑр иртмерӗ…

При этом он всё время прислушивался, не звонит ли телефон, и во всём, что он говорил — будь то итало-абиссинская война, — была только Саша и Саша…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтах вӑл мана хӑйӗн халӗрех кӑна тунӑ ӗҫне кӑтартрӗ — Пушкин вилнӗренпе ҫӗр ҫул ҫитнине асӑнса ун ятне тумалли палӑк проекчӗ; Пушкин Нева шывӗ хӗррипе, ҫиле хирӗҫ шинелне варкӑштарса утать, пит-куҫӗ хавхаланнӑ та мӑнаҫлӑ унӑн.

И он стал показывать мне свою последнюю работу — проект памятника Пушкину к столетнему юбилею; Пушкин был изображён шагающим по набережной Невы, против ветра, в развевающейся шинели, с упрямым, вдохновенным лицом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ахлаткалать кӑшт кӑна, — хушрӗ хайхи карчӑк, шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Покряхтывает маленько, — добавила она подумав.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа эпир ҫур сехет хушши кӑна калаҫса лартӑмӑр та, ҫапах та, калама аван мар, ҫав ҫынна эп юратсах пӑрахрӑм.

И стыдно признаться, но за полчаса, что мы разговаривали, я просто влюбилась в этого человека.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Такки тытрӑмӑр ӑна эпир, Петя хӗпӗртенипе нимӗн тума пӗлмесӗр ун еннелле ыткӑнсан, вӑл куҫне хӗссе кулса кӑна илчӗ.

Мы словили его наконец, и он только зажмурился и засмеялся, когда Петя набросился на него, подпрыгивая от волнения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хуть те шапа пултӑр та, ӗҫӗ кӑна хӑвӑртрах пӗттӗр!

— Ох, хоть лягушку, только бы всё кончилось поскорее!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Беренштейн фотограф-художникӑн ҫемйи Сашӑпа Петя ӗҫӗсенче пӑрӑнса тӑман пулас, мӗншӗн тесен пӗчӗкҫӗ кӑна капӑр тумланнӑ хӗрарӑм Петьӑпа алӑкумӗнче тӗлпулсанах, пӑшӑрханса: — Ну, мӗнле? — тесе ыйтрӗ.

Очевидно, семейство фотографа-художника Беренштейна принимало близкое участие в делах Саши и Пети, потому что маленькая, изящно одетая женщина встретила Петю в передней и с волнением спросила: — Ну что?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара мана трамвайра хӗстерсе ҫитерчӗҫ, — хам мӗн курма пултарни те кунти урамсем Мускавринчен пушӑрах иккенне асӑрхани кӑна пулчӗ.

Потом меня зажали в трамвае, и единственное, что я успела заметить, — это что в сравнении с Москвой улицы были пустоваты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энскра чух вӑл ҫӳлӗ кӑна, лапсӑркка пуҫлӑ ҫамрӑк ачаччӗ, кирек хӑҫан та вара мӗн кӗтменнине тӑватчӗ — кӗтмен чухнех хӑнана пыратчӗ, кӗтмен ҫӗртех асне илсе тухса каятчӗ.

В Энске это был длинный, лохматый молодой человек, который всегда делал что-нибудь неожиданное — неожиданно приходил в гости, когда его никто не ждал, и так же неожиданно срывался с места и уходил.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1936-мӗш ҫулхи мартӑн 10-мӗшӗнче эпӗ Ленинграда ҫитсе пынӑ чух ҫав ирхине мӗн ҫинчен кӑна шухӑшламарӑм-ши, мӗн пуласса кӑна кӗтмерӗм-ши, тепӗр кунхине манӑн Саньӑпа тӗлпулмаллаччӗ!

О чём только не передумала, чего только не вообразила я в это утро 10 марта 1936 года, подъезжая к Ленинграду, где на другой день должна была встретиться с Саней!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫӗр, чӑн та, пысӑк мар, Арктикӑри типӗ ҫӗр татӑкӗ ҫеҫ, юхса ҫӳрекен пӑрсем хушшинче аташса кайнӑ салху ҫӗр кӑна ҫапах та Совет Арктикин картти ҫинчи тепӗр «шурӑ пӑнчӑ» хуралчӗ-ха, вӑл ӗҫе тумашкӑн «Св. Мария» куҫса пынин картти пулӑшрӗ.

Правда, это оказалась не бог весть какая земля, а всего только клочок арктической суши, затерянной среди ползучих льдов и представлявшей собою крайне унылую картину, но, как бы то ни было, ещё одно «белое пятно» было стёрто с карты Советской Арктики, и это было сделано с помощью карты дрейфа «Св. Марии».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хӗле эпӗ ытла та пӗччен ирттертӗм, ман патӑмра пулакан хӑнасенчен Ромашов кӑна пуринчен ытларах ҫӳренӗ пулас.

Это была одинокая зима, такая одинокая, что едва ли не самым частым моим гостем был Ромашов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫуртпа кӑна мар, пӳлӗмӗпе те мухтанма пултараймастӑм эпӗ.

Но не только домом — и комнатой своей я не могла похвалиться.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана панӑ пӳлӗм ҫӗнӗ ҫуртра, ҫурчӗ вара пилӗк хутлӑскер, ирӗк ҫӗрте хӑй кӑна та, питӗ илемлӗ.

Комната была в новом доме, и нельзя сказать, чтобы этот пятиэтажный дом, одиноко торчавший на пустом берегу, имел особенно привлекательный вид.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех