Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн сăмах пирĕн базăра пур.
юн (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл язвӑна ӳт илтерет, юн кайнине чарать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Чӗрӗ ҫырлара холестерина юн тымарӗсен стенкисем ҫине пухӑнма чӑрмантаракан япаласем пур.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫавна май вӑл юн пусӑмӗ ӳссен те, чаксан та усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

7. Чӗрӗ хӑяр чӗрепе юн тымарӗсене ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

6. Каштан чечекӗн настойки /аптекӑра туянма пулать/ юн тымарӗсен, капиллярсен стенкисене ҫирӗплетет, тӑхасем пулса каясран хӳтӗлет, юна шӗветет, япаласен ылмашӑнӑвне /уйрӑмах холестерин ылмашӑнӑвне/ лайӑхлатать, тонуса ӳстерет, шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Банан калипе питӗ пуян, вӑл чӗре мышцин ӗҫне лайӑхлатать, юн пусӑмне йӗркене кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

3. Кунне ҫур литр ҫутӑ сӑра ӗҫни юн тымарӗсен атеросклерозӗ аталанас хӑрушлӑха 50 процент чакарнине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Юн пусӑмӗ ӳснипе /гипертони/ аптракансене сиплев гимнастики туни сывлӑха лайӑхлатма пулӑшать?

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Паха ҫав шӑршӑ юн пусӑмне те чакарать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пыл шӑрши юн пусӑмне чакарать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паркра, вӑрманта уҫӑлса ҫӳрени, утни – ӳпкесене сывлаттарса тасатма, юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма, организма ҫирӗплетме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ял халӑхӗ юн пусӑмӗ пысӑк пулсан та 4 сехетре тӑрса ӗне сӑвать, выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ачисене шкула ӑсатать тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Юн пусӑмӗ ӳсни е чакни, сахӑр ытларах пулни, е кӗркуннепе ҫуркунне вӑраха кайнӑ чирсем хӑйсем ҫинчен систерни... кирек кама та шухӑшлаттармалла.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлакан сӑлтавсен шутӗнче - юн ҫаврӑнӑшӗн системин чирӗсем (1,3 пин ар вилнӗ).

Основная причина смертности - болезнь системы кровообращения (1,3 тысячи мужчин умело).

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн (37,2 процент), нерв системин (15,6 процент), тӗрлӗ шыҫӑ (7,3 процент), сывлав органӗсен чирӗсене пула (3,9 процент) вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Юн юхма пуҫларӗ.

Кровь потекла.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

«Ӗҫрен таврӑнтӑм та, анне кӑмака ҫинче юн сурса ларать.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Пирӗн юн питӗ лайӑх!

Хорошая у нас кровь!

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех