Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йытӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Йытӑ (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килсӗр йытӑ пек выҫӑ, кичемлӗхе пӗр хут та пулин никампа калаҫса сирме ҫук…

И голодный, как кобель бездомный, и от скуки поговорить, ну, разу не с кем…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Турӗ вӗт, йытӑ ҫури, халӗ ман мӗн тумалла-ха ӗнтӗ?

Добился, сукин сын, а зараз что я должен делать?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ сан куҫ сӑнчӑрланӑ йытӑ аҫинни пекех усал.

У тебя глаза зараз стали, как у цепного кобеля, злые и вострые.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ытла вӑтанчӑк йытӑ пулчӗ, хӑш-пӗр хӗрарӑмран та вӑтанчӑкрах, тупата туршӑн суймастӑп!

Такая стыдливая сучонка оказалась, стыдливей иной бабы, видит бог, не брешу!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ҫав йытӑ питӗ ҫӑмлӑччӗ, ну, шӑпах шленски сурӑх пек!

Только такая эта сучка была шерстятая, ну чисто шлёнская овца!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йытӑ шӑршипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнать, вара вӑл арласа ларнӑ ҫӗртех сурчӑкпа чыхӑнма пуҫлать.

У нее от собачьего духа кружение в голове делается, и начинает она за прялкой слюной давиться.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта пӗр инкек ҫеҫ пӗтерет: ман карчӑк йытӑ ҫӑмне арласа, ман валли чӑлха ҫыхасшӑн мар кутӑнлашать.

Беда только в том, что моя старуха отказывается прясть собачью шерсть и вязать из нее мне чулки.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав йытӑ тирӗсенчен сӑран тӑвасси ҫинчен ман пуҫа пысӑк шухӑш пырса кӗрсен — эпӗ икӗ талӑк харӑсах ҫывӑраймарӑм, пуҫа ватсах шухӑшларӑм: манӑн ҫак шухӑш государствӑна укҫа енчен мӗнле усӑ парать, пуринчен ытла, мана мӗнле усӑ пулать?

И вот как пришла ко мне эта великая мысля насчет выделки собачьих шкур — я двое суток подряд не спал, все обмозговывал: какая денежная польза от этой моей мысли государству и, главное дело, мне получится?

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йытӑ пӑрҫа шыранӑ пек шырать!

Скажи, как собака — блох!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мучи йӑпанмалла хуран кукли тутанса пӑхасшӑн пулнӑ, анчах тӑпӑрчне йытӑ ҫисе янӑ…

— Хотел дед в свое удовольствие вареников попробовать, а собака творог съела…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта мана пирӗн хӗрарӑмсем йытӑ хӳрине куршанак ҫыпӑҫнӑ пекех ҫыпӑҫрӗҫ, аран- аран хӑтӑлкаласа юлтӑм…

А тут наши бабенки вцепились в меня, не хуже чем орепьи в собачий хвост, насилу от них кое-как отбился…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Асту, хӗрарӑмсенчен хӑш-пӗри тата Тубянска, чиркӗве те кайӗҫ-ха, а ӗҫ вара кӗтсе тӑмасть, ҫанталӑк та пӑсӑлма пултарать, утӑ вырӑнне вара йытӑ айне сармалӑх ҫеҫ пуҫтарса илӗпӗр.

Гляди, ишо в Тубянской в церковь кое-кто из бабенок потянется, а дело не ждет, да и погода может подвести, и получим вместо сена собачью подстилку.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫӑвӑн пек Иудӑ сӑмахӗсене калать, манӑн вара чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ, хам шухӑшлатӑп: «Эсӗ, йытӑ, ҫӗрле хӑв пулнӑ унта, Хопрова хӑв вӗлермен пулсан, унта хӑвпа пӗрле пӗр-пӗр усала ертсе пынӑ».

Он эти июдины слова говорит, а у меня аж колени трясутся, думаю про себя: «Ты сам, собака, был там ночью, и ежели не ты сам рубил Хопрова, то привел с собою кого-нибудь легкого на руку».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Таҫта тӗттӗмре пӗччен йытӑ улани илтӗнет.

Где-то во мраке еле слышно завывали псы.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Ҫав вӑхӑтра вара алтарьте, хура виткӗҫпе хупланӑ ама-турӑ сӑнӗ тавра, тимпансен пӑнтӑртатӑвӗпе систрӑсен тӑрӑлтатӑвӗ майӑн йытӑ вӗрнӗ евӗрлӗ кӑшкӑрашса, тасалӑх ухмахлӑхӗпе тӑнран тухсах ыткӑнса ҫӳренӗ арҫын-мӑчавӑрсемпе хӗрарӑм-мӑчавӑрсем.

А в это время в алтаре вокруг изображения богини, покрытой черным покрывалом, носились жрецы и жрицы в священном исступлении, с криками, похожими на лай, под звон тимпанов и дребезжание систр.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл, авимелех те ӑсчах, чура евӗр выртать ун урисем таврашӗнче, йытӑ пекех илмест ун ҫинчен куҫӗсене.

Он, авимелех и мудрец, он, как раб, лежит около ее ног и, как собака, не спускает с нее глаз своих.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл, ама йытӑ ҫуратса янӑскер, хӑй кӑна пурӑнасшӑн, ыттисемшӗн вара уйра армути курӑкӗ те ан ҫитӗнтер.

Лишь бы ему, сукиному сыну, жить, а там хучь в поле и полын-травушка не расти.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Камӑн ӗҫӗ пултӑр-ха тата ку, ама йытӑ ҫуратса янӑскер, эсӗ?

А чье же, сукин ты сын, это дело?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ама йытӑ ҫуратса янӑскер!

— Сукин сын!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, чунӗ ҫырлахнӑскер, йӑл-йӑл кулса халӑх ушкӑнӗнче уткаласа ҫӳрет, хӑйӗн шупка сарӑ мӑйӑхне якаткаласа: «Пӗри каҫӑрӑлса выртрӗ-ха, ну, тавтапуҫ турра! Йытта — йытӑ вилӗмӗ!» — тет.

Он довольный, улыбающийся будет похаживать в толпе, оглаживать свои белесые усы, говорить: «Один натянулся, ну и слава богу! Собаке — собачья смерть!»

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех