Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Иисус пӳртре апатланнӑ чухне куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑнах пынӑ та Унпа тата Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле апат ҫинӗ.10. И когда Иисус возлежал в доме, многие мытари и грешники пришли и возлегли с Ним и учениками Его.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫылӑхлӑ ҫын «эпӗ ҫылӑха кӗмен» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн «эпӗ Турӑ умӗнче, Унӑн мухтавлӑхӗ умӗнче ҫылӑха кӗмен» теекенӗн пуҫӗ ҫинче шӗл-кӑвар ҫунма пуҫлӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Унӑн ҫиллинчен вут-ҫулӑм тапса тухнӑ та ҫӗрӗн тӗпӗ-йӗрне тата ҫылӑхлӑ ҫынсене чӗртсе янӑ улӑм пек пӗтернӗ.23. Исшел огонь из гнева Его и истребил основания земли и грешников, как зажженную солому.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Маларах ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем кайран мӗнле асапсем тӳсесси ҫинчен каланӑччӗ.Ранее были названы пути тех мучений, которые терпят немедленно же грешники.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑнпа та мӗн акнине вырса тухмасӑр, усаллӑха акнӑ вырӑна пӑрахӑҫламасӑр ыррине акнӑ вырӑн килмӗ: 30. усал вӑрлӑхӑн пӗрчине чи малтан Адам чӗрине акса хӑварнӑ — ку таранччен вӑл мӗн чухлӗ ҫылӑхлӑ ӗҫ туса тултарман пулӗ, авӑн ҫапма вӑхӑт ҫитичченех ҫапла туса тӑрӗ!
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унта ҫитсессӗн, вӑл йӑхташӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, парне вырӑнӗ умне священниксене тӑратнӑ, керемре пулнисене те чӗнтернӗ, 32. вара киревсӗр Никанорӑн пуҫне, аллине — усал ҫын, каппайланса, Пурне те Тытса Тӑраканӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ енне тӑснӑ алла — кӑтартнӑ та 33. ҫылӑхлӑ Никанорӑн чӗлхине касса илме, ӑна вакласа кайӑксене пӑрахса пама, ӑссӑрӑн аллине вара Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ҫакса хума хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сӑваплӑ савӑтсене ирсӗр аллипе тытнӑ, ытти патшасем ҫав вырӑнӑн мухтавӗпе чысне ҫӗклеме кӳнӗ парнесене ирсӗр аллипе йышӑнса, савӑнсах ҫылӑхлӑ аллипе ҫаратса тухнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эллинсем енне сулӑнасси аслӑ священника пула мар, Турра уяман, виҫесӗр ҫылӑхлӑ Иасона пула пуҫланса кайнӑ: 14. священниксем ӗнтӗ парне вырӑнӗшӗн тимлесе ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ, Турӑ Ҫуртне хисеплемен, парнесене йӗркеллӗ кӳрсе тӑман, йӗс ҫаврашка ывӑтса ярсанах пуҫланакан ӑмӑртӑва, саккуна хирӗҫле вӑййа, хутшӑнма васканӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Ҫылӑхлӑ ҫын сӑмахӗнчен ан хӑрӑр: унӑн мухтавӗ тислӗк ҫеҫ, ҫӗр хурчӗ ҫеҫ пулса юлӗ.62. Не убойтесь слов мужа грешного, ибо слава его обратится в навоз и в червей.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Суя тӗнлӗ халӑхсен аллинчен, патшасен аллинчен саккуна вӗсем ҫапла хӳтӗленӗ, ҫылӑхлӑ ҫынна ҫиеле тухма паман.48. Так защищали они закон от руки язычников и от руки царей и не дали восторжествовать грешнику.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхлӑ ҫыннисем, «ҫакӑ инкек пире ҫитмӗ, пирӗн патӑмӑра килмӗ!» теекенсем, пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ куҫӗ — ҫылӑхлӑ патшалӑх ҫинче, Эпӗ ӑна ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп; анчах Иаков килне пӗтӗмпех пӗтермӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Мӗн туса ларатпӑр эпир? пуҫтарӑнӑр та — тӗреклӗлетнӗ хуласене каяр, ҫавӑнта вилер; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ пире вилме палӑртса хунӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Вӑл пире ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерет».
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпир намӑс айне пултӑмӑр, ҫие кӗҫҫе витнӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ — эпир те, аттемӗрсем те хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, сӑмахне итлемен.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑкӑр пусакан [ҫылӑхлӑ ҫын] — ҫынна вӗлерекенпе пӗрех; путеке парне кӳме илсе пыраканӗ — йытта пӑвса вӗлерекенпе пӗрех; тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳрекенӗ — сысна юнӗ кӳрекенпе пӗрех; [асӑнса] фимиам тӗтӗрекенӗ — йӗрӗхе кӗлтӑваканпа пӗрех; вӗсем ҫапла хӑйсен ҫулӗсене суйласа илчӗҫ пулсассӑн, вӗсен чунӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе киленеҫҫӗ пулсассӑн, 4. вӗсем ҫылӑх туса улталаннине кура, вӗсем ҫине Эпӗ хӑрушшине ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм — хирӗҫ сас паракан пулмарӗ; каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, Манӑн куҫӑм умӗнче вара усал ӗҫ турӗҫ, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илчӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсенӗн урисем усал тума чупаҫҫӗ, вӗсем айӑпсӑр юн юхтарма васкаҫҫӗ; вӗсен шухӑшӗсем — ҫылӑхлӑ шухӑшсем; вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ ҫӗртен пушхир тумашкӑн, ун ҫинчен ҫылӑхлӑ ҫыннисене пӗтермешкӗн хаяр та вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫиллипе Ҫӳлхуҫанӑн хӑрушӑ кунӗ килет.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ах, ҫылӑхлӑ халӑх, йӗркесӗр ӗҫсем айне пулнӑ халӑх, усал ҫынсен йӑхӗ, ҫынвӗлерен ывӑлсем! Ҫӳлхуҫаран сивӗнчӗҫ, Израиль Святойне вырӑна хумарӗҫ — каялла ҫаврӑнчӗҫ, тет.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ мӗнрен ан намӑслан, ҫынна юрассишӗн ҫылӑха ан кӗр: 2. Ҫӳлти Турӑ саккунне, Унӑн халалне тӗрӗс тытса тӑма ан вӑтан, ҫылӑхлӑ ҫынна тӳррипе айӑплакан сутран, 3. тус-пӗлӗшне, пӗрле ҫул ҫӳрекен юлташна тӳлесе татнинчен, еткерлӗхпе пурлӑха уйӑрнинчен ан намӑслан, 4. тупӑшу нумай килет-и, сахал килет-и — виҫӳ тӗрӗс пулнинчен ан намӑслан, 5. суту-илӳре сутуҫӑ пайта тунинчен ан вӑтан, ачу-пӑчуна хытӑ тытма, усал чурун аяк пӗрчине юнӑхтарма ан намӑслан.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.