Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кун кунлама ырлӑх-сывлӑх пар, ача-пӑчана тӗрӗс ӳстерме, тутӑ хырӑмпа ҫӳреме пар.Дай здоровья день прожить, детей в здравии растить, дай ходить с сытым животом.
Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, хырӑм тутлӑхне, ҫӑкӑр перекетлӗхне пар, ҫын патне кивҫене ан яр, кӗлмӗҫ хутаҫҫи ҫакассинчен хӑтар.
Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
Виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне ӗҫме-ҫиме пар, ик пайне пуҫтарса хума пар.Дай одну третью часть на питье-явство, две части дай на сбережение.
Кил пуҫӗн кӗлли (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.
Иисус ӑна каланӑ: эппин, ывӑлӗсен памалла мар; 27. анчах пирӗн вӗсене тарӑхтарас мар; тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла ил; ун ҫӑварне уҫса пӑхсан, унта статир тупӑн; ҫавна ил те Маншӑн та, хӑвӑншӑн та пар вӗсене, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар; 40. кам санпа сутлашса санӑн кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар; 41. кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм пыма хистет, унпа пӗрле иккӗ кай.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана ҫапла каларӗ: кай та вут-ҫулӑм йывӑрӑшне виҫ е мана ҫил вӗрнине виҫсе пар, е тата иртсе кайнӑ куна тавӑрса пар, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑн хыҫҫӑн Александр вара Египет патши Птоломей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 52. «эпӗ хамӑн патшалӑхӑм ҫӗрне таврӑнтӑм, аттемсенӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса патшалӑхӑма хамӑн аллӑма илтӗм, Димитрий ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, хамӑр ҫӗршыва тытса тӑраканӗ пултӑм. 53. Эпӗ Димитрийпе вӑрҫӑ пуҫларӑм та, эпир ӑна хӑйне те пӗтертӗмӗр, унӑн ҫарне те ҫапса салатрӑмӑр, вара эпир ун патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑмӑр. 54. Ӗнтӗ иксӗмӗр хамӑр хушӑра туслӑ пурӑнма килӗшӳ тӑвар та, эсӗ мана хӑвӑн хӗрне качча пар, эпӗ санӑн кӗрӗвӳ пулӑп, сана хӑвна та, хӗрне те хӑвна тивӗҫлӗ парнесем парӑп» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вавилон ҫыннисем, ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ та патшана хирӗҫ ҫӗкленнӗ, вӗсем ҫапла каланӑ: пирӗн патша иудей пулса кайрӗ; Бела аркатрӗ, аҫтахана вӗлерчӗ, апӑссене вилӗм аллине пачӗ, тенӗ; 29. вара патша патне пырса каланӑ: эсӗ пире Даниила тытса пар, унсӑрӑн эпир сана хӑвна та, санӑн кил-йышна та вӗлеретпӗр, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Даниил патшана ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑн парнӳсем хӑвнах юлччӑр, ят-сума та урӑххине пар; мӗн ҫырнине эпӗ патшана ахалех вуласа, ӑнлантарса парӑп.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна ҫапла каларӑм: 6. Валтасар, ӑсчахсен пуҫлӑхӗ! санра таса Туррӑн хӑвачӗ пуррине пӗлетӗп, эсӗ кирек мӗнле вӑрттӑнлӑха та ҫӑмӑллӑнах уҫса паратӑн; эпӗ курнӑ тӗлӗке, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса пар мана.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Оголӑпа Оголивӑна сут тӑвас тетӗн-и? вӗсене хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар: 37. асрӗҫ-асӑхрӗҫ вӗсем, юн вӗсен аллисем ҫинче, хӑйсен йӗрӗхӗсемпе асрӗҫ, Ман валли ҫуратнӑ ывӑлӗсене, вут-ҫулӑм витӗр кӑларса, вӗсене ҫиме пачӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑн аслӑлӑхна урӑххине ан пар, хӑвӑншӑн усӑллине ют халӑха ан пар.3. Не отдавай другому славы твоей, и полезного для тебя - чужому народу.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Иоанан, Карей ывӑлӗ, Массифа хулинче Годолийӑна вӑрттӑн каланӑ: ирӗк пар мана, эпӗ Нафания ывӑлне Исмаила кайса вӗлеретӗп, ҫавна никам та пӗлмӗ; мӗншӗн-ха вӑл сана вӗлерессе кӗтсе тӑмалла, мӗншӗн-ха сан патна пухӑннӑ иудейсене саланса кайма, Иудӑн юлашки йышне пӗтме памалла? тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑнпа вӗсене ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа пар: Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен кӗмсӗртеттерсе ярӗ те Хӑйӗн сӑваплӑ ҫуртӗнчен сасӑ парӗ; Хӑй кӗтӳлӗхӗ тӗлӗнче хӑрушшӑн кӗмсӗртеттерӗ; Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине юхтаркӑчра иҫӗм таптакан евӗрлӗ кӑшкӑрса ярӗ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хаса пар мана, анчах ҫиллӳпе мар, тӳрӗлӗхӳпе хаса пар, мана пӗтерсех ан пӑрах.24. Наказывай меня, Господи, но по правде, не во гневе Твоем, чтобы не умалить меня.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫынна панӑ чухне виҫепе виҫсе, шутпа шутласа пар, панине-илнине ҫырса хур.7. Если что выдаешь, выдавай счетом и весом и делай всякую выдачу и прием по записи.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ырӑ шӑршӑ тӗтӗр, тырӑ-пулӑ парни кӳр, ҫуллӑ-техӗмлӗ парне пар, вӑю ҫитнӗ таран пар; 12. эмелҫӗне те ан ман, ӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, сан патӑнтан пӑрахса ан кайтӑр вӑл: сана кирлӗ вӑл.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй халӑх тӳрисем, итлӗр мана, эй пуху пуҫлӑхӗсем, тӑнлӑр мана: 19. ху пурӑннӑ чухне ывӑлу та, арӑму та, тӑвану та, тусу та хӑвна ан пӑхӑнтарайччӑр — ирӗк ан пар ун пек тума; 20. пурлӑхна-хуҫалӑхна ҫынна ан пар — ӳкӗнсе, хӑвӑн пурлӑхушӑн хӑвӑн йӑлӑнмалла ан пултӑр.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫын патӗнчен ҫын патне куҫса ҫӳресси — япӑх пурӑнӑҫ, вырӑнаҫнӑ вырӑнта ҫӑвар уҫма та хӑяймастӑн; 28. ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑн — тав тӑваканӗ пулмӗ, ҫийӗнчен тата ҫакӑн пек йывӑр сӑмах илтӗн: 29. «эй ютран килнӗскер, кил-ха кунта, сӗтел ҫине хатӗрле, аллунта мӗн пуррине мана пар, мана ҫитер»; 30. «эй ютран килнӗскер, каях, ман патӑма чыслӑ ҫын килчӗ, тӑванӑм хӑнана килчӗ, ун валли вырӑн кирлӗ».
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫывӑх ҫынну хӗсӗкре пурӑннӑ чухне ӑна кивҫен пар, ҫывӑх ҫыннуна памаллине вӑхӑтра тавӑрса пар.2. Давай взаймы ближнему во время нужды его и сам в свое время возвращай ближнему.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.