Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнукӗ (тĕпĕ: мӑнук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӑм мӑнукӗ валли ракатка ӑсталаса панине аса илех кайрӑм.

Вдруг вспомнил, как сын смастерил для внука рогатку.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Унӑн мӑнукӗ Коля та лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

19. Ӗнтӗ халӑх хушшинче унӑн ывӑлӗ те, мӑнукӗ те пулмӗ, килӗ-ҫуртӗнче никам та юлмӗ.

19. Ни сына его, ни внука не будет в народе его, и никого не останется в жилищах его.

Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Оля халӗ хӗрӗн Иринӑн ҫемйине аркатасшӑн. Ӑна упӑшкинчен уйӑрса ашшӗн килне илсе пырасшӑн вӑл. Капла мӑнукӗ патне пырса ҫӳреме е кунта пурӑнма юлма та ансатрах-ҫке ӑна. Хӑти-тӑхлачи вӑл мӗнлине пӗлсе ҫитрӗҫ те хӑйсем патне кӗртме пӑрахрӗҫ. Кӗрӳ те унпа хутшӑнасшӑн мар. Амӑшӗ хӗрӗн пуҫне пӑтратать. Халӗ Ирина ашшӗ килне пыма пӑрахрӗ. Кӳршӗ яла, амӑшӗн еркӗнӗн кил-ҫуртне, пырса ҫӳрет, — Ольӑн каварлӑ планӗпе паллаштарчӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Балтика тӑрӑхӗнчен килнӗ пӗр журналист хӑйӗн статйинче ҫавна пайӑррӑн палӑртсах ҫапла ҫырнӑччӗ: «Кукашшӗ ӗҫленӗ ҫил арманне халӗ унӑн мӑнукӗ сыхлать».

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Халӗ ватӑсене унӑн мӑшӑрӗ тата мӑнукӗ пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех