Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
Шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах пӳлӗмри ӳсен-тӑрана тымарлантарса ӗрчетмелли вӑхӑт вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Пуриншӗн хаклине, пахине шӑпах брендсем пӗрлештереҫҫӗ, вӗсемех этемӗн ӑс-хакӑлне нумайлӑха кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ.

- Именно бренды связывают воедино ценности и передают их в сознание человека.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Шӑпах ҫакна шута илнӗрен ухӑран перекен юланутҫӑ пирӗн тӗп сӑнарӑмӑр пулса тӑчӗ те!

И, именно поэтому символом мы выбрали всадника, разящего стрелой свои цели!

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Паянхи презентаци шӑпах ҫакна ҫирӗплетет те, - палӑртрӗ Брилев. - Халӗ эп Тутарстан Республикин пӗрремӗш президентне, ку чухне патшалӑх советникӗ пулса ӗҫлекен Минтимер Шарипович Шаймиева сӑмах паратӑп.

И сегодняшняя презентация - прямое тому доказательство, - отметил Брилев. - Хочу представить вам первого президента Республики Татарстана, а ныне государственного советника Минтимера Шариповича Шаймиева.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Шӑпах вӑл ӗнтӗ - йӑлтах сӑнаса тӑраканни, ҫак арпашулӑха хӑй пӗлнӗ пек йӗркене кӗртме тӗмсӗлекенни.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Сӑмах бюджет кредичӗ пирки пырать - ҫӑмӑл укҫа. Шӑпах ҫак мелпе ҫине тӑрарах усӑ курмалла. Хӑй вӑхӑтӗнче Тутарстан, Мордови ҫавнашкал кредитсен шучӗпе вӑйлӑ аталанчӗҫ. Пирӗн те Шупашкар, Чӑваш автономийӗн юбилейӗсем ҫывхарнӑ май ҫак майпа усӑ курмалла, пысӑк укҫа илмешкӗн урӑхла майсем пулмӗҫ», - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Чи малтан сесси шӑпах ҫак ыйтӑва татса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Каярах вара вӑл музей тума шӑпах юрӑха килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Шӑпах кӳршӗ Павлина килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Шӑпах кӳрши Тамара ӑна валли ҫимелли илсе килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Мӗншӗн шӑпах ҫак енӗпе ӗҫлеме шут тытнӑ-ха Патӑрьелӗнче пурӑнакан Александр Седойкин?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Шӑпах ун чухне Шупашкарта автопасар уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чечня ҫынни шӑпах унӑн докуменчӗсемпе автомобиле арендӑна пама ыйтнӑ.

Гражданин Чечни именно на его документы просил оформить аренду автомобиля.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шӑпах ҫакӑн пирки пӗррехинче питӗ пысӑк ученӑй мана ҫак ыйтӑва пачӗ.

— Однажды как раз этот вопрос задал мне один очень известный ученый.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шӑпах унӑн никӗсӗ ҫинче ҫирӗп аталаннӑ пӗр-пӗрне хисеплесси, ӑнланасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шӑпах вӑл пулӑшнӑ та пирӗн патшалӑхӑмӑра питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенче, йывӑр самантсенче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Форум йӗркелӳҫисем шӑпах ҫак саманта тӗпе хунӑ — республикӑри Халӑхсен ассамблейине чӑмӑртас ыйтӑва тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗрремӗш старт 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ, ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума — вӑл шӑпах Шупашкарта иртнӗ — уҫнине халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

1959 ҫулта лаптӑка 54478 гектара ҫитернӗ, вӑрлӑх хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ — ку шутри 33705 гектара шӑпах ҫавна валли уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шӑпах кирлӗччӗ-ха.

Как раз нужны были.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех