Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑх ҫынни уйрӑмах уйрӑлса тӑнӑ.

Особенно отличался близкий человек.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тӑшман инкеке лекнишӗн, унӑн ҫывӑх ҫынни вилнишӗн савӑнмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Статья ятне курсан вулакан ку хӑй те Елчӗк ҫынни пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа хӑй тӑрӑхне мухтать тесе шухӑшлама пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Ҫавӑн пекех меланома чирӗ пуҫланасси ҫине этем хӑш раса ҫынни пулни, хӑш ушкӑна кӗни те пысӑк витӗм кӳнине палӑртаҫҫӗ тӗрлӗ сӑнавсем.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Хӑш халӑх ҫынни пурӑннине илес тӗк, чӑвашсем уйрӑмах йышлӑ - 84,2 процент, иккӗмӗш вырӑнта - вырӑссем, 9,6 процент, виҫҫӗмӗшсем - тутарсем, 4,3 процент.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Шупашкар ҫынни, Гузовский урамӗнче пурӑнаканскер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ирхине килӗнчен тухнӑ та - тӗлӗнсех кайнӑ: «урхамахне» ӗнер ҫакӑнта лартса хӑварнӑччӗ - ӑна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пирӗн республикӑра 128 наци ҫынни тата сакӑр халӑх ушкӑнӗ туслӑн та килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

В нашей республике в мире и согласии проживают представители 128 национальностей и восьми этнических групп.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Шӑпах Чӑваш ҫӗрӗнче Раҫҫейре пуҫласа Пӗтӗм тӗнчери утмалли кун старт илчӗ, унта кашни ҫулах тӗнчери 150 ҫӗршыв ҫынни хутшӑнать.

Именно на чувашской земле впервые в России стартовал Всемирный день ходьбы, в котором ежегодно принимают участие жители 150 стран мира.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех