Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Тӗлӗнмелле: тӑватӑ-пилӗк ҫул вӗренет-и те ҫын — инженер пулать, пилӗк-ултӑ ҫул нушаланать те — медицина ҫынни, летчик, агроном, зоотехник, космонавт…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Илес — ҫынни ахаль те ватӑ, ӑна хӑйне те пурӑнма кирлӗ; илес мар — лешӗ чӑнласах, ҫынна ҫын пек хисеплесе парать.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пурӑнатпӑр-пурӑнатпӑр кампа та пулин, ҫынни ҫын пекех, ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть пек, унран уйрӑм, урӑх ҫӗрте, урӑх ҫынсемпе пурӑнма пуҫлатӑн ҫеҫ, унччен ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман этеме кунран-кун ытларах та ытларах хисеплеме тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӑр-пӗчченех халӗ Пӑлаки аппа, ни ачи-пӑчи ҫук ун, ни юратнӑ ҫынни; тӗрлӗ нушапа усал-тӗсел таврашне курнӑ пулин те, ҫитмӗлтен иртиччен пурӑнса та киревсӗрлӗхпе ҫынсӑрлӑха хӑй чунне иленме ирӗк паман.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эс мӗнле халӑх ҫынни?

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫумрах Артаманов хушаматлӑ ефрейтор, мари-ҫармӑс ҫынни, тутлӑн ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Совет ҫынни — пирти этем — Чӑн-чӑн вутран-чулран пуль тем: Май ҫук ӑна халь тӗпретме, Май ҫук ҫӗртен туртса илме…

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Сапсайкин вӑл — Тарӑнвар ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫынни эс халь пӗчӗк мар-ха, пурпӗр пит каҫа юлса та ан тух.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Хулӑпа ан хӗнеччӗр тесен, асатте, мӗнле халӑх ҫынни пулса ӳсмелле?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Чӑваша кил ҫынни теме пулать: вӑл ытти халӑхсемпе хутшӑнма юратмасть, шавлӑ вырӑнсенчен аяккарах пурӑнма тӑрӑшать ⎼ хуласемпе аслӑ шыв хӗррисенчен ютшӑнать…».

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Эльканона пӑхӑнакансен йышӗнче 44 европа ҫынни тата 30 яхӑн индеец пулнӑ.

Под командой Элькано было 44 европейца и около 30 индейцев.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Испани экспедицине Фернан Магеллан португал ҫынни ертсе пыни тата командӑна португалсене йышлӑ пухни пӑлхав ҫуратнӑ.

Беспорядки были связаны с тем, что испанскую экспедицию возглавлял португалец Фернан Магеллан, и тем, что в команду набраны многочисленные португальцы.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

— Эпӗ халь ҫар ҫынни, военфельдшер.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вара вӑл ҫар ҫынни пек илемлӗн ҫавӑрӑнчӗ те цехран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӳлӗме ҫар ҫынни кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мошенничество схемин серекине лекнӗ иккӗмӗш ҫынни Пишпӳлек районӗнче пурӑнакан 80 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ.

Второй жертвой мошенничества оказалась 80-летняя жительница Бижбулякского района.

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

Чӑваш Республикинче 128 халӑх тата наци ҫынни пурӑнать.

В Чувашской Республике проживают 128 народов и национальностей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗр-пӗр уйрӑм япала тума пӗлнипех ҫырлахса ларакан ҫын — искусство ҫынни пулмасть, тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех