Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылтӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ылтӑн (тĕпĕ: ылтӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Даосск манахӗ парнеленӗ ылтӑн пилюльӑна ҫӑтса ярӑп та, ак, тӳпенелле вӗҫсе хӑпарӑп.

Приму золотую пилюлю, которую подарил даос, и вознесусь на небо.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Унта ҫирӗм сакӑр тенкӗ хут укҫа, пилӗк тенкӗлӗх пӗр ылтӑн тата ик-виҫӗ тенкӗ вакки пулнӑ.

В нем было бумажками двадцать восемь рублей, один золотой в пять рублей и мелочью рубля два или три.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман сирӗнтен пурсӑрӑнтан та пӗр вырӑс писателӗн сӑмахӗсемпе ҫапла ыйтса пӑхас килет: «Эсир вӗсен несӗлӗсене ылтӑн ӗмӗр туса пама пулатӑр, мӗн парӑр-ха эсир халь вӗсене хӑйсене?»

Я спрошу вас сейчас словами Арцыбашева: «Что вы дадите «этим» людям взамен того золотого будущего, которое обещают их потомкам?…»

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ылтӑн эрешсемпе илемлетсе пил шӑмминчен тунӑ хӑй тронӗ ҫине ларнӑ та, пуҫне ывҫи ҫинелле тайӑлтарса, чавсисемпе ылтӑн арӑсланӑн ҫурӑмӗ ҫине тӗреннӗ Соломон, унтан хушнӑ:

Царь же сел на свой трон из слоновой кости с золотыми украшениями, оперся локтем на спину золотого льва и, склонив голову на ладонь, приказал:

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кун хыҫҫӑн патша ура ҫине ҫӗкленнӗ, хӑйне ҫӑвӑнмалли пама хушнӑ та ылтӑн скарабейсемпе тӗрленӗ чи паха, чи капӑр йӗпкӗн-хӗрлӗ хитон тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине юн теслӗ рубинсенчен тунӑ кӑшӑл хунӑ.

Тогда царь встал, велел дать себе умыться и надел самый роскошный пурпуровый хитон, вышитый золотыми скарабеями, и возложил на свою голову венец из кроваво-красных рубинов.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.

Закатное багряное солнце щедротно освещало его медвежковатую спину, могучую бурую шею, до самого воротника заросшую золотистой курчавейшей шерстью.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑм-чурасем ӑна Египетӑн ҫӳп-ҫӳхе йӗтӗнӗнчен хатӗрленӗ кӗске шурӑ туника та саргонсен хаклӑ йышши виссонӗнчен ҫӗленӗ хитон тӑхӑнтартнӑ, ылтӑн тӗспе питех те вӑйлӑ ялтӑранӑран, тумӗ ун хӗвел пайӑркисенченех тӗртсе тунӑн туйӑннӑ.

Рабыни надели на нее короткую белую тунику из тончайшего египетского льна и хитон из драгоценного саргонского виссона, такого блестящего золотого цвета, что одежда казалась сотканной из солнечных лучей.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех